Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт тӑрринчи качака таки тӗлӗнчен шикленкелесе пӑхса иртрӗ те вӑл ҫенӗк алӑкне уҫса ячӗ, пӗшкӗнсе пӳрте кӗрсе тухрӗ.

С опаской поглядывая на стоявшего на крыше козла, он прошмыгнул в сени, пригнувшись, вошел в избу.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытти чухне шултра чӗлхеллӗскер, Яка Илле ятлаҫмарӗ, кӑшкӑрса пӑрахмарӗ, пӳрте те лаплаттарса кӗмерӗ, хӗрхенчӗ пулас хӗрне, ҫенӗкри килӗ ҫине пырса ларчӗ те кӑвар илсе тухса пама ыйтрӗ.

Обычно крикливый, придирчивый Илле на этот раз вел себя смиренно, не протопал, как всегда, в грязной обуви по вымытому полу, а устало присел в сенях на ступу и попросил дочь вынести уголек.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗкеҫ пӳрте кӗрсе кайсанах Яка Илле алӑк патне утса пычӗ те виҫӗ хутчен ӑна тӑпсинчен тапрӗ.

А как Чегесь вошла в дом, Илле вернулся и трижды зло пнул дверь.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван пӗшкӗнсе пӳрте кӗрсе тӑчӗ.

Ухтиван нагнулся и вошел в избу.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тухса каяс умӗн Чӑлах Эрнюк Ухтивана пӳрте чӗнсе кӗртет.

Перед уходом Эрнюк, поманив пальцем Ухтивана, завел его в избу.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт каннӑ хыҫҫӑн алӑка уҫса пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Пӑртак тӑрсан, вӑл кайсан, Тулчӗ пӳрте тулли ҫын: Епле вилнӗ Тӑхтаман?

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Нарспи, часрах кӗр пӳрте!

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кунӗпе ури ывӑниччен чупнӑ, аллисем хӑпарса тухиччен тӑпра ывӑтнӑ, хул суракан пуличчен чул йӑтнӑ, халӗ ӗнтӗ пӳрте кӗмелле те вырӑн ҫине канлӗн тӑсӑлса выртмалла.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир арӑмӗ, ҫак вӑхӑтра хӑнасене мар, упӑшкине те кӗтменскер, пӳрте ҫакӑн чухлӗ ҫын кӗнине курсан, вӑтаннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс унта хӗлле выльӑха пӳрте кӗртме юраманни ҫинчен каласа парӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӗрке пулать-и вӑл, ку таранччен путексене хӗлӗпе пӳртре тытатпӑр, нумайӑшӗсем пӳрте ӗне кӗртеҫҫӗ, колхозсем тӑвичченхи пекех.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрте вӗсем ытакланса тенӗ пек кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каялла килсе пӳрте кӗрсен, вӑл мӑн тӗкӗр патӗнче Алексей ҫӳҫне тураса тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Маншӑн пулсан, вӑл пирӗн ялта лайӑххи нимӗн те туман, ҫав, вӑл килнӗренпе пӳрте ҫутӑ кӗртрӗҫ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фатима пӳрте апат ҫиме ҫеҫ кӗрсе тухать, ытти хушӑра вӑл яланах хирте те урамра.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, ҫемйи валли апат пӗҫерет, килхуҫалӑхне тирпейлет, унӑн ӗҫчен аллисем сехет хушшинче ҫӗр япалана пырса тӗкӗнеҫҫӗ-тӗр, ывӑнма пӗлмен урисем картишӗнче е ҫумпахчара йӑпӑртатса ҫӳресе кӑна ҫирӗм-ватӑр ҫухрӑм тӑваҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗркенӗ пӗчӗк ача пӑрлӑ кӑҫаттисемпе шакӑртаттарса киле васкаса кӗнӗ пек, пӳрте кӗчӗ, амӑшӗ пӗр сӑмах калама ӗлкӗриччен ун кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрте кӗчӗ те питрен пӑхсах курчӗ — Петренко приказ ҫинчен пӗлет иккен.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗшмӗше ӗненекенскер, хӑй хапхаран тухнӑ-тухманах ҫул урлӑ каҫма пултаракан ула кушакне апат парса пӳрте хупса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех