Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

персе (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах ун пуҫ вӗҫӗнче хатем вуламалли кун персе ҫитӗ, хатем ҫеҫ мар, ясын та вулама тивӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мана тӗрӗс ӑнлан эсӗ, Аппак эфенди, — хӑй ытлашши персе янӑшӑн ӳкӗнсе илчӗ Булат Ширин.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ ун шӑпӑрӗ алӑран вӗҫерӗнчӗ те ҫӗре ҫатлатса ӳкрӗ, ун хыҫҫӑн, касса янӑ юман пек, Иливан хӑй те урайне персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах вӑл ҫӑварне аллипе хупларӗ, чарусӑр чӗлхӳпе тем персе ярӑн ҫав, турӑ каҫартӑрах.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар шӑлне ҫыртса ура ҫине тӑма пикенчӗ, анчах, суранӗ ҫав тери ыратнипе пулас, каялла персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрре — шӑтӑка чӑмнӑ чух хӑранипе вилсе каяттым, тепре — ҫак усал упа ҫури месерле персе ансан.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗҫен кайӑка персе ӳкернине Ахтупай нихҫан та чӑн-чӑн сунарҫӑ ӗҫӗ тесе шутламасть.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ун хӑрах ҫӑпати йывӑҫ тураттинчен ҫакланчӗ те, юмӑҫ карчӑк аллисемпе кулӑшла хӑлаҫланса ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе кун каялла кӑна-ха каччӑ Эрнепи куҫӗ умӗнчех пӗр кӑрӑпчака вӗҫсе пынӑ ҫӗртех персе ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай, ҫамрӑклах питӗ вӑйлӑ пулнӑскер, хӑйӗн хӗҫӗпе Карамыш хӗҫне алӑран ҫапса ывӑтрӗ, тантӑшне ҫӗре персе ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав старик Урасмет патне кайма пуҫтарӑннӑ Альпие нумай вӗрентрӗ: ан вӑрҫ алманчӑна, чӗрре ан кӑр, ытлашши сӑмах персе ан яр, кирлӗ пулсан тилӗ е хӑнтӑр тирӗ пама пул — пӗр сӑмахпа каласан, кӑмӑлне ҫемҫетме тӑрӑш терӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Темле йӑла вӑл ҫав йӗҫник тенисен ҫунакан ухӑ йӗппи персе хӑварасси, — сӑмах тӗртрӗ кӳршӗ ҫынни Пикментей.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра такам кӑшӑрса янӑ пек туйӑнчӗ, вулӑн варри шартлатрӗ, эпир татах тӗртсен такам макӑрса ячӗ пулас, варринче шатӑртатса йывӑҫ ҫӗре персе анчӗ.

В то же время, точно вскрикнуло что-то, — хрустнуло в средине древа; мы налегли, и как будто заплакало, — затрещало в средине, и дерево свалилось.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

Аттене шуррисемех персе вӗлернӗ!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Златоуст ҫывӑхӗнче вӗсене — Комуч офицерӗсене — пурне те персе вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Персе пӑрахатӑп тупаймасан! — пӑскӑртать пожарниксене Кӑтра Кӗркури, вулӑс пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗлсех тӑратӑп: эсир ӑна персе пӑрахатӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Авӑ, мӗн ҫыраҫҫӗ вӗсем: «Томскри думӑна салатса янӑ, Новоселов эсера — дума уполномоченнӑйне — персе вӗлернӗ!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫакӑн йышшисене персе пӑрахмалла! — сӗтеле чышкипе ҫапрӗ Эльмень, вӑл мӗн калассине кӗтмесӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темшӗн-ҫке, Кашеваров бакалейи патӗнчен иртсе кайнӑ чух «матроса» персе вӗлерни аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех