Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парать (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӗҫрен, хускануран хавхалану илетӗп эпӗ, ҫынна ырӑ туни вара мана хама чылайлӑх вӑй-хӑват парать», - хуравлать вӑл, яланах ӑшӑ кулӑпа савӑнтарса.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫын тӳрӗ пурӑнса хӑйӗн чысне, Тӑван ҫӗршывне, тӑван халӑхне сыхласа кӗрешет, ҫапӑҫать е кирлӗ чух пурнӑҫне те парать пулсан, унӑн ӗҫӗ таса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чавма кӗреҫе завхоз парать, — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне ӗҫ парса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ тӗпри туй шавӗ ҫеҫ мар, кашни урамрах, кашни килте тенӗ пекех шӑпӑлтатни-шӳтлени, купӑс кӗввипе юрлани-ташлани, савӑнни-кулни, тӑванла-пӗлӗшле ырӑ сунӑм, кӗреке калаҫӑвӗсем илтӗне пуҫларӗҫ — чӑвашӑн ӗмӗрсенчен пыракан ҫакнашкал йӑли ҫапла сас парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чарӑнса тӑчӗ те, каялла ҫаврӑнса, хӑлхисене хыттӑн вичкӗнлетрӗ: инҫере те мар, ҫывӑхра та мар, сылтӑмра, ҫын сас парать иккен: «Охо-хо-хо-хо-хо-о-о! Охо-хо-хо-хо-хо-о-о-о! Охо-хо-хо-хохо-о-о-о!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, «Ҫурҫӗр» поселокри торф брикечӗ тӑвакан предприяти ҫапла сас парать?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑвашшисене тивлет парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл вара сирӗн сӑмахсен пӗлтерӗшне хӑй ӑнланнӑ пек каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Ҫак модель тӑрӑх, ҫыннӑн пысӑк тата анлӑ опыт пулни ӑна кӑткӑс лару-тӑрура пӗр самантрах тӗрӗс йышӑну тума хал парать.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Ыйтса пӑх-ха мӗн те пулин, асту парать сана.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӗлместӗп, Алексей Данилович, эсир цех пуҫлӑхӗ, сире курӑнарах парать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑн-чӑн арҫын ҫемье ҫавӑриччен пулас арӑмне ирӗклӗ, тулӑх пурӑнма, ача-пӑча ҫуратма, ӑна пӑхса ӳстерме майсем туса парать, кайран тин авланать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Ах, тур-тур, апӑрша ачи, пӑх-ха эсӗ ӑна, мана, ват ҫынна та парне парать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Правление Ванюк пӑлханнӑ чӗрепе кӗчӗ, хӑй ҫара кайса килнӗ пулсан та, аслӑ ҫынсемпе калаҫма вӑл кӑшт именерех парать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пьер Роберт французӑн тӗрӗс ҫӗрӗҫ технологийӗ минерал удобренине перекетлеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:

Вот что рассказывает об этом ресурс Calend.ru:

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Вӑл Атӑлҫи комбайн заводӗнче ял хуҫлӑхра усӑ курмалли урапаллӑ пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тракторсене хатӗрлеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Вӑл «Химпромра» водород перекиҫне антрахин меслечӗпе ҫулталӑкне 50 пин тонна хатӗр- леме май парать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

— Эпӗ нумаях пулмасть Чашламара ӗлӗкрех колхоз председателӗ пулнӑ ҫынна куртӑм, — каласа парать вӗренӳ пайӗн заведующийӗ Николай Андреевич.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӑл ачасемсӗр пурӑнма пултарайманнине килӗнче те ӗнентерсе парать.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех