Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каҫарӑр-ха, — терӗ, пӗрре Валерия Ивановна ҫине, тепре хӑй тухнӑ ҫурт енне пӑхса, — ҫакӑнта пӗр самант кӗтсе тӑрӑр-ха мана тархасшӑн… —

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

…Хӗвел тухнине эпир пӗр-пӗринпе калаҫмасӑр кӗтсе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӗсем мана ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Шпанасем вӗсем, кунтан пӑрӑнса кайиччен пӳртре кӗтсе ларӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ялта ӑна тепӗр кӗтмен тӗлпулу кӗтсе тӑнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унтан, кӗтсе тӑмасӑрах, хӑй тухса кайрӗ, анчах яла ҫитсен, Нинӑна тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

…Театртан тухсан, Таня алӑк умӗнче Сергей Ванькина тӗл пулчӗ, вӑл Таня тухассине юриех кӗтсе тӑнӑ пулас…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл халь ак, хваттере кӗрсе, Алексее кӗтсе ларма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мӗнле кӗтсе илме пултарать халь ӑна Алексей?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мана кам та пулин кӳрентерес пулсан, эпӗ нимӗн те чӗнместӗм, анчах хам ҫинчен йӗрӗнсе каланӑ кашни сӑмахшӑнах чӑтма ҫук асапланаттӑм, ҫав вӑхӑтрах тата ун пек кашни сӑмахах лӑпкӑн кулса кӗтсе илнӗ пек кӑна кӑтартма тӑрӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аня кунта сасартӑк, пачах та кӗтмен ҫӗртен, анчах хӑй тӑршшӗпех кӗтсе тӑнӑ япалана курчӗ, курчӗ те шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мана тулта Зиминцев кӗтсе илчӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр алӑран тытрӗ те, вӑрра ҫавӑтса пынӑ пек, Люсьӑсен хваттерӗн алӑкӗ патне илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл мана урамра тӑватӑ хутлӑ пысӑк ҫурт картишне кӗмелли алӑк патӗнче кӗтсе тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун тӑрӑх экзамен парса пӗтернӗ шкул хӗрӗсем, шурӑ каҫа кӗтсе илме тухнӑскерсем, лӑпкӑн юрласа (анчах ҫав лӑпкӑлӑхра тӗлӗнмелле илемлӗ те вӑйлӑ янрав илтӗнет), ҫаврӑнса утаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аньӑсем патне кайсан, мана кирек хӑҫан та хапӑл кӗтсе илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хаклӑ хӑнасене Кӑнна Кушки ялӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Издательствӑра халӗ пичете кайма черет кӗтсе вуншар ал ҫырӑвӗ выртать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Повеҫри ӗҫсем пӗтӗм совет халӑхӗ КПСС XXII съездне кӗтсе илме хатӗрленнӗ тапхӑрта пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Опергруппӑна дежурнӑй хӗрарӑм-тухтӑр кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кӑнтӑрла иртсен пӗр икӗ сехетре каллех пассажирсем кӗтсе ларакан зала пырса кӗтӗм те шыв ӗҫмелли бачок ҫывӑхӗнче пӗр ҫамрӑк кӑна хӗр каҫса кайса макӑрса тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех