Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнти сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑнти (тĕпĕ: вырӑнти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ шкулсен уйрӑмах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef

Малтанах тӗп библиотека ӗҫченӗсем Валентина Боровковӑпа Вера Горбунова, «Единая Россия» партин вырӑнти организацийӗн секретарӗ Людмила Макарова юбилярӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Ялти Культура ҫуртӗнче тата библиотекӑра ӗҫлекенсем, вырӑнти хӑйпултарулӑх коллективӗ пысӑках мар концерт хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

Туймаза администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рафис Шангареев вокзал территорине тирпей-илем кӗртес тӗп тӗллев - меллӗ ҫулсемпе подъездсем тӑвасси, вырӑнти ҫынсемпе хӑнасем ыйтнипе анлӑшсене адаптацилесси ҫинчен каласа панӑ.

Заместитель главы администрации Туймазов Рафис Шангареев рассказал, что главная задача благоустройства территории вокзала — это сделать удобные подходы и подъезды, адаптировать пространства под запросы местных жителей и гостей.

Нацпроекта пула Туймазӑри чугун ҫул станцийӗн территорийӗ улшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3412127

Анчах унӑн прогрессивлӑ ӗҫӗсем вырӑнти влаҫсен кӑмӑлне кайман, ҫавӑнпа вӗсем, тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, 1907 ҫулта ӑна Шупашкар уесӗнчен кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫавӑнпа правлени членӗсемпе вырӑнти руководительсемсӗр пуҫне кунта паллӑрах поэтсене уйрӑм чӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Саламлакансен йышӗнче округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Федоров, вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов, «Канмаш» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Лапшин, Ачча территори пайӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Марина Порфирьева пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Кунта вырӑнти ҫын Расим Гизатуллин пулӑшма ҫитрӗ, - тет Айдар Нуриахметович.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Вырӑнти паркра ял ҫыннисемпе хӑнасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Вырӑнти культура ӗҫченӗсем куракансем валли илемлӗ концерт программи хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Август уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ялӑн 100 ҫулхи юбилейӗнче вырӑнти ҫынсемпе хӑнасем чӑваш историпе культура центрӗ пулас ӑру валли ҫырнӑ халала капсулӑна хунин свидетелӗсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021

Вырӑнти культура ӗҫченӗсем Пушкӑртстан Республикин Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, ун ҫумне ҫирӗплетнӗ историпе культура центрӗсем, наци культура центрӗсем ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021

Срокчен маларах пенси тӑвас тесен вырӑнти Соцфонда е МФЦ уйрӑмне кайӑр та малтанах паспорт, СНИЛС, ӗҫ кӗнеки тата инвалидлӑх ҫинчен справка хатӗрлӗр.

Чтобы оформить досрочную пенсию, обратитесь в местное отделение Соцфонда или МФЦ и заранее подготовьте паспорт, СНИЛС, трудовую книжку и справку об инвалидности.

Инвалидсен ашшӗ-амӑшӗсем срокчен маларах пенсие тухма пултараҫҫӗ-и? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... -i-3397670

Вырӑнти ял хуҫалӑх производителӗсем пасарта сыр, чей, ҫырла, пахча ҫимӗҫ, ешӗл ҫимӗҫ тата ыттине сутаҫҫӗ.

Местные сельскохозяйственные производители продают на рынке сыр, чай, ягоды, овощи, зелень и многие другие продукты.

Шупашкарта тепӗр мини-пасар уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35767.html

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен республикӑри спартакиадинче те пирӗн ентешсем япӑх мар кӑтартусем тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Ачасемпе пӗрле Пограничниксен союзӗн вырӑнти ертӳҫи Геннадий Филиппов, Валерий Голыев тата Николай Юманов ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем – экскурсире // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b5/

Вӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х. Денисов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Вырӑнти чиркӳ настоятелӗ Максим Петров протоиерей палӑка светит туни, Раҫҫей ялавне ҫӗклесе Патшалӑх Гимнне юрлани, самантлӑх шӑп тӑни, хастарсене Тав хучӗсемпе чыслани, памятник умне чечексем хуни, патриотла сӑвӑ-юрӑ янратни — кашни сӑмах, кашни пулӑм пуҫтарӑннисене куҫҫульпе тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Вырӑнти строительсем – «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективӗ хальхинче те хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх илме хӑраман: вӗсен кӗске вӑхӑтра Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул территорине хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче вырӑнти хастарсем Этнографи музейӗ уҫнӑ.

В деревне Янмурзино Красноармейского района местные активисты открыли Этнографический музей.

Фельдшер пунктӗнче этнографи музейне уҫнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35745.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех