Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн куҫӗсем мӗн курнине хӑй те ӗненмерӗ — кунталла килекен юлан утсем никам та мар, Тукайпа унӑн ывӑлӗ Туканаш пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫӗсем алманчӑ ҫине ӑшшӑн, темле тав тунӑ пек пӑхса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашнинче тенӗ пекех вӗсем кӑмӑллӑн сӑмахласа ларнӑ хушӑра пӳрте Нухрат килсе кӗрет, ун сивӗ куҫӗсем вара кӑштах ӑшӑнма ӗлкӗрнӗ чӗрене пӑрлантарса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫӗсем вутла ҫунса тӑраҫҫӗ, вӗсенче яланах кулӑ, савӑнӑҫ, йӗкӗлтӳ тата шухӑлӑх палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бичӗсем ҫырла пек, куҫӗсем, куҫӗсем вара — икӗ ҫут ҫӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑхма — этем этемех, хӗп-хӗрлӗ пите темле пысӑк хуйхӑ та шуратайман-ха, анчах хӗр ача куҫӗсем ним тӗлсӗр пӑхаҫҫӗ, ларасса та вӑл, ухмаха ернӗ ҫын пек, пуҫне пӗр майлӑн сулкаласа ларать.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан, Урасмет килсе кайнӑ кун, Эрнепи татӑлса йӗчӗ, унӑн куҫӗсем шыҫӑнса, тӑртанса кайрӗҫ, часах куҫҫулӗ те тухми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллӑ юмӑҫ килнине курсан Патирекӗн те куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, чирлӗ ҫын таса кӗпе-йӗм ыйтса илсе вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен Ахтупай куҫӗсем Эрнепин пилӗк ҫумне хутаҫла ҫавӑрса ҫыхнӑ саппунӗ ҫине ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепин кӑвак куҫӗсем чарӑлнӑ, пиҫнӗ палан пек хӗрлӗ тути кулать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытлашши пиҫнӗ йытӑ ҫӗмӗрчӗ пек хура куҫӗсем темшӗн ҫынна хӑратса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑвак куҫӗсем пысӑк та уяр ҫанталӑкри тӳпе евӗр таса.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булька сарлака питлӗччӗ, унӑн пысӑк хура куҫӗсем ҫиҫсе тӑратчӗҫ, ялан тухса тӑракан асав шӑлӗсемпе ытти шӑлӗсем шап-шурӑччӗ.

Лицо у Бульки было широкое; глаза большие, черные и блестящие; и зубы и клыки белые всегда торчали наружу.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Куҫӗсем кӑна пике ҫине хурлӑхлӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ килте пулман, — хурланмасӑр тӳсеймерӗ Ева, унӑн куҫӗсем шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йӑм-хӗрлӗ ҫӑлтӑр куҫӗсем пек ҫунаҫҫӗ вӗсем тырӑ пуссинче, утмӑлтурат чечекӗсемпе пӗрле илем кӳреҫҫӗ уй-хире.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куҫӗсем те вӗсен хӗпӗртенипе шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куҫӗсем кӑна шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтрах куҫӗсем Мишӑна шыранӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куҫӗсем шывланчӗҫ унӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех