Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Амӑшне (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кравать ҫине улӑхрӗ те амӑшне мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ.

Она взобралась на кровать, обняла мать за шею.

Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ире хирӗҫ Володя амӑшне ҫуна ҫине майласа лартрӗ, хыттӑн чуптурӗ, пур енчен те шӑнмалла мар пледпеле майласа витрӗ.

На рассвете Володя усадил мать в сани, крепко поцеловал ее, заботливо подоткнул со всех сторон плед.

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ӗҫне тума вӑхӑт ҫитиччен Джекӑн мӗскӗн амӑшне хӑратса пӑрахма пултаракан пӗр сӑмаха та каласшӑн мар-ха вӑл.

Но он не хотел говорить ничего, что встревожило бы бедную мать Джека, до тех пор пока не настанет пора действовать.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унӑн ашшӗне вилтерес килмен; унӑн амӑшне те вилтерес килмен, анчах ним тума та ҫук: ун пекки пулать.

Он не хотел, чтобы отец умер; он не хотел, чтобы умерла мать, но ничего не поделаешь: это бывает.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Вӗсен ҫемйинче ырӑ ӗҫ тӑвас тенӗ туртӑмсем яланах ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ: вӗсене иккӗшне те — ырханкка, епрешке амӑшне те, трук вӗриленсе каякан ашшӗне те ҫав туйӑм ҫитмен.

У них в семье великодушные порывы всегда кончались неудачей: оба они были такие — сухая, плаксивая, провинциальная мать и резкий, вспыльчивый отец.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Джек кун ҫинчен йӗрмӗшленсе амӑшне каларӗ.

Джек пожаловался матери.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Апла пулсан, вӑл леш арӑслан пекех ҫапӑҫнӑ ӗнтӗ, — тенӗ Юра, амӑшне итлемесӗрех.

— Ну, значит, он сражался, как тот лев, — отвечал, не слушая ее, Юра.

8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Оля амӑшне ҫаннинчен туртнӑ, анчах вӑл лӑпкӑн кӑна: «Пирӗн ҫав вӑрман кати патне тухмалла», тесе хунӑ, вара вӗсем ҫунакан ҫуртсем хушшипе малалла кайнӑ.

Оля потянула мать за рукав, но та сказала спокойно: «Нам нужно пройти к той роще», — и они пошли по улице между горящих домов.

4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Вӑл ҫавӑнтах амӑшне ҫак пиччен лашине хӑй тытса пыма пултарни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Он, однако, тут же заявил матери, что сумел бы править лошадью «этого господина».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Амӑшне курчӗ те тӳрех ун патне чупрӗ.

Увидев мать, он бегом бросился к ней.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ача чӑтма ҫук савӑннипе хаваслӑн амӑшне чӗнчӗ те хӑй мӗн тупнине кӑтартрӗ.

Малыш пришел в восторг, он радостно позвал мать и показал ей свою находку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Саша вӑрттӑн организацинче тӑма пултарайман, ун ҫинчен вӑл ашшӗне каланӑ пулӗччӗ, Аня та ӑна, амӑшне, систернӗ пулӗччӗ.

Саша не мог состоять в тайной организации, он сказал бы об этом отцу, Аня поделилась бы с ней, с матерью.

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хальхи пек, ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑнхи пек, ачашшӑн вӑл амӑшне нихӑҫан та юратман.

Никогда он еще так нежно не любил мать, как теперь, после смерти отца.

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Амӑшне ҫӗнӗ инкекпеле хуйхӑсенчен ҫӑлса хӑварассишӗн мӗн кӑна тумӗччӗ-ши вӑл!

Чего бы только он не совершил, чтобы оградить маму от новых бед и несчастий!

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл амӑшне хулӗнчен арҫынла ҫирӗп, ывӑлла ачашшӑн тытрӗ.

Он взял мать под руку, взял крепко по-мужски и нежно по-сыновьи.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Амӑшне мӗнле пулӑшмалла?

Как помочь маме?

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Амӑшне мӗнле шухӑш тертлентернине Володя чухлать: унӑн халь пӗччен пулмалла, вӑл хуйхӑллӑ шухӑшпа ҫӳренине никамӑн та курмалла мар.

Володя чувствует, какие думы одолевают маму, понимает, что ей нужно побыть одной, что он не должен быть свидетелем ее горестных дум.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Амӑшне тусӗсем те, ырӑ кӑмӑллӑ та ӑшӑ чӗреллӗ Вера Васильевна Кашкадамова килни те — нимӗн те интереслентермест.

Ничто не радовало маму, даже друзья, даже сердечная и добрая Вера Васильевна Кашкадамова.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Аня амӑшне чуптӑвать, йӑмӑкне тата ашшӗне ал сулать те вӑрӑм ҫитсӑ кӗпин аркине ҫӗклесе аялалла чупать.

— Аня целует мать, машет рукой сестре и отцу, бежит вниз, ухватив подол длинного ситцевого платья.

Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Амӑшне чӗнмелле-и?

Позвать маму?

Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех