Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку - ял хуҫалӑх тата фермер хуҫалӑх ертӳҫисем аталанма тӑрӑшнине кӑтартакан тепӗр пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Пур ял хуҫалӑх предприятийӗпе фермер хуҫалӑхӗнче те пӗтнӗ вырӑнсене пӑсса ҫурхи пӗрчӗллӗ культура акма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: ҫӳлерех асӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тӗп специалистсем пурте пур, ытти специалистсен канашӗсемпе те туллин усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен «Исток», «Батыревский», «Красное Знамя», «Труд», «Корма» тата ытти хӑш-пӗр хуҫалӑхсен хирӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем вӑрман кашлакан уйсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ хыҫҫӑн куҫ хывакансем ҫийӗнчех тупӑнаҫҫӗ.

После введения в оборот сельскохозяйственными предприятиями и фермерскими хозяйствами в оборот земель, где ранее шумели леса, находятся и те, кто примечает их.

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ҫакӑн пек тӗслӗхсем ытти ял тӑрӑхӗсенче те пур.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Юлашки виҫӗ ҫулта пӗр маршрутпа ҫӳренӗччӗ, ҫакӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем акана еплерех шайра ирттернине, палӑртса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене мӗнлерех пӗтерсе пынине сӑнама май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Н. МИХАЙЛОВА, Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫлесен ыррине тума пулатех тесе шутлатӑп, — тет ял тӑрӑхӗнчи чи ҫамрӑк староста.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ял халӑхӗ яланах хӑйӗн пӗчӗк ҫӗршывӗшӗн пысӑк вӑй пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Нумай пулмасть алла илнӗ хӗрлӗ удостоверени ял халӑхӗ умӗнчи яваплӑха тата ытларах ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Алла староста удостоверенине илнӗ ҫынсем пурте ял хушшинче хисеплӗ, тӑрӑшуллӑ, халӑхпа пӗр чӗлхе тупса ӗҫлеме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Тӗрӗссипе вӑл ытти ял тӑрӑхӗсенче те ҫавах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Район ҫамрӑкӗсемшӗн (ваттисемшӗн те ӗнтӗ) юрату утравӗ шутланакан кану вырӑнӗнче, ял клубӗ ҫумӗнчи ача-пӑча площадкинче (ӑна Н. Абужаров хастар хӑй вӑйӗпе тунӑ) сӑрланӑ, тирпейленӗ, урамсенче субботниксем ирттернӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Сӑмахӑма Треньел ял старостипе пуҫланӑран, ҫак тӑрӑхра халӑх вӑйӗпе йӗркеленӗ хӑш-пӗр ӗҫсене те аса илсе хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ял культурипе, тирпей-илемпе ҫыхӑннӑ программа уйрӑм ҫынсене ҫеҫ мар, пурне те пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Халӗ, акӑ, ял тӑрӑхӗсенче хытӑ каяша тирпейлӗн пуҫтарса пымалли платформӑсем тӑвассипе пикенсех ӗҫ пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Мӗншӗн тесен пурнӑҫ аталанса пынӑ май пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрас мар, ял инфраструктурине ҫӗнетес тата хӑтлӑрах тӑвас тесен хамӑр енчен пуҫарулӑх кӑтартмаллах.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

«Ял халӑхӗпе пая кӗрсе хӑш-пӗр тирпей-илем ӗҫӗсене пурнӑҫланине пӗлсен Мускавра пурӑнакан Е. Михайлова, В. Волкова ҫийӗнчех пиншер тенкӗ укҫа куҫарса пачӗҫ. Хӗрӗме каланине кинӗм илттӗр тенӗ евӗр, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе ыттисем те усӑ курсан, Треньел тата ытларах юратнӑ ен пулмалла. Пӗрле тунӑ ӗҫ пурпӗрех сумлӑ та, хисеплӗ те»,- пӗр савӑнса, пӗр пӑшӑрхаса калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ун вырӑнне тӑван кӗтесрен тахҫанах ҫунат хушса тухса кайнӑ ентешсем ял сӑн-сӑпачӗшӗн, илемӗшӗн кунта пурӑнакансенчен кая мар пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ староста.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех