Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Э, утах тенӗ сана ху ҫулӑпа, вӑхӑт ҫук ман санпа сӳпӗлтетсе тӑма, — терӗ Шерккей, хапха еннелле пӑхса.

— «Поговорить»… есть у меня время с тобой болтать без толку! — сердито проговорил Шерккей, глядя в сторону ворот.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫук тенӗ сана, чӑваш пулсан, хӑвна мӗн каланине тӑна илме кирлӗ.

— Да нет же, тебе говорят, иль ты не чуваш, не понимаешь?

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫук тенӗ сана! — илтӗнчӗ хулӑн сасӑ кӑшт ҫеҫ уҫнӑ хапха хушӑкӗнчен.

Ворота чуть приоткрылись, и тот же голос прогудел: — Сказано тебе — нет его!

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Итлемен ачана итлеттерес тенӗ пек, ӑна ҫурт умӗнчи сак патнелле ҫавӑтса кайрӗ.

И как непослушного ребенка повел к избушке, усадил на лавку.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсем мана ирӗксӗрех тенӗ пек ҫитереҫҫӗ.

Они меня силком здесь кормят.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ак мана та, тӗк тӑнӑ ҫӗртен тенӗ пек асне илсе, Чӗмпӗре ячӗ…

И меня вот ни с того с сего взял да и вытолкал из дома — в Симбирск, говорит ступай…

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кайса килинччӗ вӑл хӑй тӗллӗн пӗр-пӗр хулана, ашшӗ пулӑшмасӑр тенӗ пек, пурӑнса куринччӗ пӗр вӑхӑт аякра, пӗлейинччӗ пурнӑҫ тути-масине.

А надо бы ему одному съездить в город, попробовать пожить без отцовской подмоги какое-то время на стороне, испытать, так сказать, вкус жизни.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапла виҫ тенкӗ те хӗрӗх пуса ҫитерсе сӗтел ҫине пӗтӗмпе тенӗ пек сарса хучӗ.

Наконец наскреб ровно три рубля сорок копеек и разложил на столе.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫак эрехе сана та кӑштах ярса парас мар-и? — сӑмах ҫукран тенӗ пек каласа хучӗ Шерккей.

— Может, и тебе винца налить малость? — чувствуя себя ужасно неловко, предложил Шерккей незнакомцу.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Урампа чипер иртсе пынӑ чухне те сӗтӗрсе тенӗ пек кӗрекене кӗртеҫҫӗ.

Шел себе по незнакомой улице, ан глядь — в гости силком затащили.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ытла пит, — каласа хучӗ Шерккей асне илнӗ сӑмахне, — мӗн ҫиес тенӗ — ҫавӑ пур, тет.

Ишь ты, удивился Шерккей, что душа пожелает, говорит.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӑшӑ кунсенче ҫакӑнти ҫырмара атьсем каҫсерен тенӗ пек пуҫтарӑнатчӗҫ, пӗр тикӗс лаптӑксенче тав-шуйлӑн кӑлайла вылятчӗҫ, халь никам та ҫук.

Вспомнил, как в этом овраге они с ребятами играли в чижики, сейчас здесь не было никого.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йӗрес мар-йӗрес мар тенӗ ҫӗртен унӑн пырне темӗн сӑрхӑна пуҫларӗ, темӗн капланса килчӗ-килчӗ те ниепле иртсе каяймасӑр тӑкӑлса тӑчӗ, ҫӑтса ҫӑтайми пулчӗ.

Стараясь изо всех сил не расплакаться, он глотал раз за разом горький комок, что застрял у него в горле, и не мог проглотить.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӳлӗмрен хӑй ашшӗсӗрех пурӑнма пултарӑп тенӗ пек пулса тухмасть-и вара?

Ишь, решил заявить, что впредь он может прожить и без помощи отца…

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫу вӑхӑтӗнче кун сиктермесӗр тенӗ пек, канӑҫне-мӗнне пӗлмесӗр, Володьӑпа иккӗшӗ ӗҫлерӗҫ: вӑрмана ҫӳрерӗҫ, пушӑт касрӗҫ, витри-витрипе ҫырла пуҫтарса, хӑйсем ҫимесӗр курка вӗҫҫӗн сутса, пус ҫумне пус хушӑнтарчӗҫ, ҫӑпата тӑва-тӑва сутрӗҫ, черченке чӗркуҫҫийӗсене кантрапа ҫыха-ҫыха юн кӑлариччен шӑйӑрттарса пӗтерчӗҫ, хирте, ана пуҫӗсенче, курӑк ҫӑла-ҫӑла кӗлтелерӗҫ, кӗлтисене Упи пасарне ҫӳрекенсемпе ҫул майӑн илсе кайса икшер те виҫшер пуса сутрӗҫ.

Целое лето они не знали покоя, работали вдвоем с Володей: каждый день ходили то в лес за лыком, то собирали ягоды и, не пробуя ни одной, продавали их, складывая копейку к копейке, плели лапти, растирая в кровь руки и колени, косили придорожную траву и тоже свозили на убеевский базар, продавали по две или три копейки.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Капкайсем патне урӑх ан ҫӳре тенӗ сана.

Не ходи к Капкаям, я не велю…

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Лаша Шерккейӗ ӑсран тайӑлман пуль-ҫке, хуҫи килте ҫуккине пӗле тӑркачӑ ҫаплах иртӗхсе хӑтланни ыр кӑмӑлтан тӑвас тенӗ ӗҫ мар ӗнтӗ», — терӗҫ ҫынсем.

«Шерккей-Лошадь, видать, совсем умом тронулся: знать, что хозяина нет дома, и творить такое неправедное дело», — говорили люди.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тасатсах кайнӑ-ҫке тенӗ сӑмах пурпӗрех пӗрре пулать ӗнтӗ.

Все равно скажут, мол, подчистую все забрал.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Пӗрӗс тенӗ сана!..» — ҫилле илсех каларӗ вӑл, ури тӗлне килнӗ япаласене тапса шанкӑртаттарчӗ.

И пинком разворошил вещи: не тут ли она, окаянная, притаилась?

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑпар тенӗ хӑвӑртрах!

Быстро полезай на крышу!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех