Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӑхӑтра пирӗн Ливорнӑра нимӗншӗн те савӑнмалли пулман, анчах Риварес пирӗн пӳлӗме кӗрсен эпир кулмасӑр ниепле те чӑтса тӑраймастӑмӑрччӗ, — ҫав тери кулӑшла каласа кӑтартатчӗ вӑл!
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Урӑх вӑхӑтра пысӑк реформӑсем тума хальхи пек лайӑх условисем пулас ҫук.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Саншӑн пурпӗрех-и? — терӗ тӗлӗнсе кайнӑ Джеймс; ҫав вӑхӑтра унӑн арӑмӗ кулса ячӗ те ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ.— Не важно? — протянул Джемс, пораженный этим ответом; его жена поднялась со стула, хохоча.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӗсем таврӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӑл кунта тӗлӗрсе ларать!Пришли, а он сидит в полудремоте, упустив драгоценное время.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫак министерство пирки Указа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, Олег Николаев пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ пулнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерствин анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=d0 ... eb5aed940f
Пире ҫав вӑхӑтра пите нумай самолет кирлӗ пулчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий Павлович самолет кирек мӗнле вӗҫнӗ вӑхӑтра та, сӑмахран, кустӑрмисене ҫӳлелле туса вӗҫнӗ вӑхӑтра та, сывлӑшра курӑнакан япаласем ҫине тӗл перессине ытти летчиксенчен малтан пуҫланӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӗҫсе хӑпарма хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑл летчицӑсене хаклӑ кӑтартусем панӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл ҫирӗплетни кашни летчик тӑрӑшса тумалли ӗҫ тесе шутланӑ вӑл, хӑй те уншӑн нумай тӑрӑшнӑ, уйрӑммӑнах Удд утравне тата Америкӑна вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ вӑхӑтра тӑрӑшсах физкультура тунӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Хӑвӑра хытӑ тыткалӑр, вӗҫсе хӑпарас умӗн те, вӗҫнӗ вӑхӑтра та пурне те тӗрӗслӗр.— Будьте требовательны, проверяйте перед полетом и в полете решительно все.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Пирӗн изобретатель-художник мӗнле машина шутласа кӑларнӑ — тӗлӗнсе кайӑн! — тенӗ вӑл ҫав вӑхӑтра хӑй патӗнче хӑнара пулнӑ Ф. И. Панферов писателе.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Америкӑра пулнӑ вӑхӑтра Чкалов америкӑлла пурнӑҫ йӗркин илемсӗр енӗсене курнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Юхакан пӑрсен хирӗ совет «территорийӗ» пулса тӑрать, ҫавӑнпа унта ҫывхарнӑ вӑхӑтра чун савӑнать.Ведь теперь это наша, советская «территория», если можно так назвать непрочные, дрейфующие льды.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Чкалов, ывӑннипе кӗрешсе, хӑй самолетне Полярнӑй бассейна шалалла илсе пынӑ вӑхӑтра, И. Д. Папанин, Э. Т. Кренкель, П. П. Ширшов, тата Е. К. Федоров паттӑр тӗпчевҫӗсене Ҫурҫӗр полюсӗн районӗнчи пӑр ҫине антарса хӑварнӑ сывлӑш карапӗсем Амдерм аэродромӗнче ларатчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Каллех инҫете вӗҫме хатӗрленнӗ вӑхӑтра, вӗсем ӑна питӗ кирлӗ пулнӑ.Сейчас, когда он снова собирался в дальний полет, это было особенно важно и нужно.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий Павлович хӑй самолетне палӑртса хунӑ вӑхӑтра Парижӑн «Ле Бурже» текен аэродромне антарса лартнӑ.В назначенный срок Валерий Павлович посадил свою машину на парижском аэродроме «Ле Бурже».
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӗсем Камчаткӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсем ҫинче тӗтреллӗ ҫанталӑк сайра хутра ҫеҫ пулнине, ҫак вӑхӑтра унта хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑнине аван пӗлнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫак вӑхӑтра унӑн тӳрех Ҫурҫӗр полюсне вӗҫес килнӗ, анчах ҫултан пӑрӑнма юраман.Нелегко было ему отказаться от страстного желания сейчас же, немедленно полететь на Северный полюс.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫак вӑхӑтра штурман каннӑ пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий юлашки вӑхӑтра хӑйӗн арӑмӗ хуйхӑрнине аван ӑнланнӑ: Ольга Эразмовна хӑй юратакан мӑшӑрне питӗ шелленӗ, анчах вӑл ҫакӑн ҫинчен те, хӑйне йывӑр пулни ҫинчен те шарламан.Ему было жаль любимого человека, хотя Ольга Эразмовна ни слова не говорила о том, как ей тяжело.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.