Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Конкурса хутшӑннисене ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн сертификат параҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтараҫҫӗ, призерсене дипломсем ярса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Конкурса ярса панӑ 53 текстран чӑваш ҫыравҫи, историкӗ, сӑвӑҫи, драматургӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи, Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн председателӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юхма Мишши ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ текста суйласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Ӑнсӑртран хӗрӳ туйӑм ярса илме пултарать, тӳрех – темиҫе ҫын патне.

Вас может внезапно одолеть бурная страсть, причем сразу к нескольким разным людям.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапла вара, икӗ писатель хӑйсен пӗр-пӗрин патне ярса тӑнӑ ҫырӑвӗсенче, «Рабфак хӗрӗ» калавран пуҫласа, литературӑпа искусствӑн теориллӗ ыйтӑвӗсене хускатаҫҫӗ, тӗрлӗ ыйтусене пӗр-пӗрне ӑнлантарса параҫҫӗ (ку вӑл Исаев ҫырӑвӗсенче те аван курӑнать, Хумма Ҫеменӗн ҫырӑвӗсене халлӗхе тупман-ха).

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӗр-полковник тӳрленсе тӑчӗ, ҫумӗнчи хӗҫне аллипе ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов ун утне чӗлпӗртен ярса тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хушман ҫӗре ҫур утӑм ҫеҫ ярса пуссассӑн та леш тӗнчене ӑсататӑп.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем ҫавӑнтах уххисене ярса тытрӗҫ те хирӗҫ пеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра таҫтан унӑн виҫӗ утаманӗ сиктерсе тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри тимӗр пек аллипе Пӑкачав утне йӗвенӗнчен ярса тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах пурте сиксе тӑчӗҫ те хӗҫӗсене ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫӗ тапса тухрӗ — лаши хӑй ҫук: Хӳринчен ярса тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман ырханкка лаша пӗрре, иккӗ ярса пусрӗ те… чакса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенчен пӗри касса пӑрахнӑ пуҫне те илсе тухас тесе ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхра тӑракан салтаксем тӑнне ҫухатнӑ хӗшместӗре ик уринчен ярса тытрӗҫ те юнашар пӳлӗме сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ҫулӑм хыпса, ун урине ярса иличчен тепӗр енне каҫса ӗлкӗрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫулӑм ун урине те, кӗпи-тумтиррине те ярса илес пек…

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй хӗҫне ик аллипе ярса тытнӑ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах пӗр самантра Сюльдяшов мӑйне ярса тытнӑ аллине пушатрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑйсен ял ҫыннине уринчен ярса тытрӗ те аялалла, хӑй еннелле турта пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех