Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗм ҫӗрле; борт хӗрринче океан шӑппӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать, пӗлӗтсене пула хуралнӑ тӳпе нӳхреп маччилле лутра туйӑнать.Была ночь, океан тихо ворочался у бортов, темное от туч небо казалось низким, как потолок погреба.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ара, каллех шӑнтать, авӑ, ун пек чухне камӑн уйра, вӑрман хӗрринче, шӑл шаккаса тӑрас килтӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи хыҫӗнчи пӗвере ҫу каҫа ӳссе самӑрӑлнӑ хурсем мӑнаҫлӑн ишсе ҫӳреҫҫӗ, ҫыран хӗрринче усӑнса тӑракан йӑмрасен тӑкӑнакан юлашки ҫулҫисене, вӗттӗн вӗлтӗртетсе анаканскерсене, ҫиме юрӑхлӑ мар-ши тесе, хӗрлӗ сӑмсисемпе тӗккелесе пӑхаҫҫӗ те, улталаннӑшӑн тарӑхса, авӑнчӑк мӑйӗсене тӑссах какӑлтата-какӑлтата илеҫҫӗ, кикаклатса кӑшкӑркалаҫҫӗ, вара шалалла пӑрӑнса кӗреҫҫӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнах, лайӑх-ҫке ӗҫре сакӑр сехет вӑй хунӑ хыҫҫӑн урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр Атӑл хӗрринче вӑлта тытса лармашкӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков лашана вӑрман хӗрринче чарчӗ те тӑван ял енне чылайччен-чылайччен тӗмсӗлсе пӑхса тӑчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун чухне ял ут кӗтӗвӗ вӑрман хӗрринче ҫӳренӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа ял хӗрринче пурӑнакансем юланутҫӑсене пит пӑхмарӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла, хӑшӗсем пек, авланиччен каҫ-каҫ тӗл пулман вӗсем Санюкпа, вӑйӑ картинче ҫума-ҫумӑн тӑман, пӗр-пӗрин аллисене ӑшшӑн-ӑшшӑн чӑмӑртаса, юрату юрри шӑрантарман, пӗве хӗрринче юнашар ларса, шапасем юрланине тӑнланӑ май ачаш сӑмахсем каласа пуплешмен, ашшӗ-амӑшӗсем ҫураҫнипе кӑна мӑшӑрланнӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫыран хӗрринче, шывпа юнашарах, капашсӑр пысӑк варингин йывӑҫӗн мӗлкинче сӑмалаланӑ брезентпа тӗплӗ витнӗ ҫирӗп юман пичке ларать.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Сӑмах май, эпир халех хускалас тӑк — ҫыран хӗрринче хамӑрӑннисем… иккӗн авӑсма ҫӑмӑл мар.Кстати, если мы двинемся теперь же, то можем захватить на берегу наших, вдвоем трудно грести.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кӑмӑл-ӗмӗтсӗр, шухӑшсӑр тӑрать вӑл ҫаран хӗрринче; пушӑ та ҫынсӑр ҫак утрав ҫинчи пӗчӗк ҫӑтмах йышши — илемлӗскер те ӑнсӑртскер — пурнӑҫӗнче тата мӗскер пулнӑ-ши, пур-ши тесе аса илӳпе куҫҫульленчӗ; пурнӑҫ йывӑрлӑхӗпе унти ӗҫ-пуҫа, тем те пӗр ӗҫлесе-курса ҫӳренӗ чухнехи тӗттӗм тапхӑрсене ҫапла кӗтмен ҫӗртен ас тӑвӑмӗнче ҫухатнипе савӑнчӗ-киленчӗ; ҫавӑн чухне чун малтанхи хуппине сӳсе пӑрахать те — ҫунаттисемпе сулкалашса лӗпӗш хурчӗ евӗр ҫывӑрать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл чылайранпа хӗрӳлленсе кӗтни пӗтӗмпех унта, тӗнче хӗрринче, пулса иртет.Все, чего она ждала так долго и горячо, делалось там — на краю света.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗрринче хурҫӑ сӑнлӑн курӑнса ҫывӑракан океан шаларах сенкер те хура тӗспе сӗмленнӗ.Стальной у берега цвет спящего океана переходил в синий и черный.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӳпепе пӗрлешнӗ тӗлтен ылтӑн ҫиппе ҫавӑрнӑскер — тинӗс ҫак хушӑра тӗлӗрет-ха; ҫыран хӗрринче ҫеҫ, шӑтӑк-путӑкри кӳлленчӗксенче, ҫӗклене-ҫӗклене шыв ҫапӑнать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫак кун умӗн тата юрӑ пухакан Эгль тинӗс хӗрринче хӗр ачана Хӗрлӗ Парӑслӑ карап ҫинчен юмах ярса панӑранпа ҫичӗ ҫул иртсен — Ассоль хӑй кашни эрнере пулакан тетте лавккинчен килне кулянса, салхуллӑ сӑнпа таврӑнчӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вара Хин хӗр ача пӗр ҫичӗ ҫул каялла тинӗс хӗрринче юрӑ пухаканпа калаҫни ҫинчен евитлерӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Паллах, Грэй ҫак хӗре палламасть, унӑн ятне те, ку ҫеҫ те мар, ҫак хӗр ҫыран хӗрринче мӗн сӑлтавпа ҫывӑрса кайнине те пӗлмест; Грэя ҫакӑ питӗ килӗшет.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
«Вӑрттӑнлӑх» вунӑ кун хушши чесуча, кофе тата чей пушатрӗ; вун пӗрмӗш куна команда ҫыран хӗрринче — канура, эрех-сӑра сӗрӗмӗнче ирттерчӗ; вун иккӗмӗш кунхине Грэй хӑрушла тунсӑха путрӗ, нимӗн сӑлтавсӑр, тунсӑхне ӑнланаймасӑр.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Итлесем, мӗн каласа паратӑп сана… ҫыран хӗрринче, унта, инҫетре, асамҫӑ ларать…— Слушай, что я тебе расскажу… на берегу, там, далеко, сидит волшебник…
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӑтӑмсӑр ӗмӗтпе, теттине тытса чарас ӗмӗтпе васкаканскер айккинелле пӑхма та манса кайрӗ; ҫыран хӗрринче, вӑл хыпаланса чупнӑ ҫӗрте, тӗрлӗ чӑрмав нумай; ӳкнӗ йывӑҫсен мӑкланчӑк вуллисем, ланкашкасем, ҫӳллӗ упа сарри, шӑлан йывӑҫҫи, жасминпа шӗшкӗлӗх ӑна кашни утӑмрах чӑрмантараҫҫӗ; вӗсене сирсе-авса пынӑ май Ассолӗн вӑраххӑн вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрса яма е питне ҫыпҫӑнакан эрешмен картине шӑлса ывӑтма чарӑна-чарӑна тӑчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.