Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрех (тĕпĕ: пӗрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Ольга Матвеевна Телегина качча тухма та хатӗрпе пӗрех пулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арӑмӗ йӗрет-и ун умӗнче, Кӑтра Машук-и е ылтӑн-кӗмӗле пытарма тӑрӑшакан кил хуҫи хӗрарӑмӗ — пурте пӗрех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑлармасӑр, халь вӑл пӗрех ӳсмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сана пӗрех мар-им? — пӗлтересшӗн пулмарӗ Йысна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сунар ытла ансат ӗҫ пек туйӑнчӗ: йӗр тупатӑн, йӗрлетӗн, хӑвалатӑн, чӗрчунсен чеелӗхне пӗлсе ҫитнӗ те, вӗсен ултавне пӗрех ӑнланса илетӗн…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳпе тасалса ҫитнӗпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, ҫӗрле ӗнтӗ, халь эсӗ пӗрех яла тухса каяяс ҫук, ман пата тесен, хамсӑр пыраймӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата… хӑҫан та пулин пӗрех ҫын куҫӗ умне тухма тивет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Атя, пӗрех хут, яла каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулӗ инҫе, ҫанталӑкӗ япӑх, пӗрех ӑҫта та пулин чарӑнса ҫывӑрма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑл яла пирӗн пӗрех ҫитсе килмелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Мана та ҫыхса пӑрахӑр пӗрех хут, вара, тен, сирӗнпе каварлашнӑ тесе шутламӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав процентсене пула ман татӑлнӑ парӑм чакманпа пӗрех иккен…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Шӑпамӑр пӗрех ӗнтӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫула васкаса тухрӗ пулин те, отряд начальникӗ лайӑх пӗлет: паллах, ку таранччен юланутлӑ вӑрӑ-хурахсен йӗрӗ те юлман, вӗсене тытасси халӗ ҫиле сӗрекене ҫаклатассипе пӗрех

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗншӗн ҫакӑ ют ампарти мула хӑй валли илсе тухас самантра алӑка сӑлӑп ярса питӗрнӗпе пӗрех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӑхатӑп та — саншӑн пур пӗрех, эсӗ теветкеллӗ ҫын.

Тебе, я вижу, все равно, ты отчаянный человек.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Клипер ҫинче ҫӗр матрос; иккӗн ытларах, иккӗн сахалрах — пур пӗрех мар-и?

На клипере сто матросов; двумя больше, двумя меньше — не все ли равно?

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Клипер малалла ишме хатӗрпе пӗрех.

Клипер приготовлялся к отплытию.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех