Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпкӑн сăмах пирĕн базăра пур.
лӑпкӑн (тĕпĕ: лӑпкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку, ахӑртнех, тухать, — лӑпкӑн пӗлтерчӗ Гарт; чӗмсӗрлӗх вӗсенчен кашнине уйрӑммӑн темӗн калать.

— Это, пожалуй, выйдет, — хладнокровно заметил Гарт, когда молчание сказало что-то каждому из них по-особому.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

— Тахҫанах, — лӑпкӑн хуравларӗ Стиль, — анчах кунашкал йышши ӗҫпе урӑх аппаланас килмест.

— Давно уже, — спокойно ответил Стиль, — но нет желания предпринимать что-нибудь еще в этом роде.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Вӑл померанцсемпе тюльпан йывӑҫҫисен чӑтлӑхне пырса лекрӗ; унта этем алтнӑ юхан шывсен шӑнкӑртатӑвӗ йывӑҫ вуллисен чӑштӑртатӑвӗпе пӗрлешсе лӑпкӑн ӗнӗрлет.

Он проник в чащу померанцевых и тюльпанных деревьев, где журчание искусственных ручьев сливалось с шелестом крон.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Унтан ҫаннине тирпейлесе Нэф лӑпкӑн, васкамасӑр калама пуҫларӗ: йывӑртан йывӑр ӗҫ, выҫӑпа, шывсӑр касӑхни, тертленни, хӑрушлӑхсем ҫинчен; Пек михӗпе сӑран пиҫиххи выртакан кӗтесе пӑхкаланӑ май ҫапларах пӗтӗмлетрӗ: ҫакӑ пӗтӗмпех — пӗрре пӑхсан — питех те ансат.

Затем, поправив рукав, Нэф спокойно, неторопливо рассказал о таких трудах, лишениях, муках, ужасе и тоске, что Пек, посмотрев в угол, где лежал мешок с кожаным поясом, почувствовал, как все это на взгляд стало приземистее и легче.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Шамполион чӳрече янахӗ патне пычӗ те нихӑҫан ҫийӗнми-тасалми сӑмахсене лӑпкӑн вуларӗ:

Он приблизился к подоконнику и спокойно прочитал то, что не стирается никогда:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Куҫӗсене хупмасӑр, лӑпкӑн пӑхни вӑл каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӑйлатать; ӑна Рене ҫеҫ илтет.

Ровный, немигающий взгляд его усилил значение слов, произнесенных так, что их слышала только Рене.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӑл — виҫеллӗ ҫӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ, — ҫакӑ лӑпкӑн савӑнтарса тӗлӗнтерет.

Она была умеренно высока, того прекрасного телосложения, которое спокойно восхищает.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кӗҫех вӗсем лӑпкӑн шӑнкӑртатса юхакан шыв сассине илтрӗҫ, унтан ҫав тери ӑш хыпнипе суккӑрлансах ларнӑн, пӗр енчен тепӗр еннелле ӑшталана-ӑшталана чупкалама пикенчӗҫ, вӗсен умӗнчен пӗр вунӑ утӑмра чакӑл тӑвӑн мӑкӑрӑлчӑк тӗпнелле пӗчӗк юхан шыв аннине те асӑрхамарӗҫ.

Вскоре заслышали они ровный звук бегущей воды и, почти ослепнув от желания пить, начали метаться из стороны в сторону, не замечая ручья, который в десяти шагах перед ними обмывал выпуклый низ скалы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

— Выртах эсӗ кунта лӑпкӑн, пӗчӗкскерӗм.

 — Здесь ты лежи спокойно, мой маленький.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Эсӗ ҫакна пӗлетӗн, — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Гнор, — ҫут тӗнчере иксӗмӗр пӗрле пурӑнаймастпӑр.

— Я знаю это, — спокойно возразил Гнор, — вдвоем нам не жить на свете.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Мӗскӗнле ҫак йӑпанӑҫ ӑна ура ҫине тӑма хистерӗ; вӑл халӗ, хӑйӗнпе мӗн пуласса вӗҫне ҫитиех палӑртиччен, текех лӑпкӑн та меллӗн выртайманнине туять.

Это жалкое утешение заставило его встать, — он чувствовал невозможность лежать далее в спокойной и удобной позе, пока не продумает своего положения до конца.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Энниок самантлӑх куҫне хӗсрӗ, уҫрӗ, тарӑннӑн сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шара аялтан мӗн пур вӑйпа тӗкрӗ; шар ҫиҫкӗнчӗ те инҫетрине чанклатса перӗнчӗ; хайхискер пӗкӗ пек айккинелле ыткӑнчӗ; малтанхи вара бумеранг евӗр каялла хӑвӑрттӑн кустарчӗ, лӑпкӑн сывланӑн, ҫӑмӑллӑн, майӗпен кусса тепӗр шара пырса лекрӗ.

На мгновение он зажмурился, открыл глаза, вздохнул и ударил изо всей силы под низ шара; шар блеснул, щелкнул дальнего, взвившегося дугой прочь, и, быстро крутясь в обратную сторону, как бумеранг, катясь все тише, легко, словно вздохнув, тронул второго.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.

Выйдя на улицу, он очень тихо, бесцельно, сосредоточенно думая о преимуществах пишущей машины Ундервуд перед такой же Ремингтон, пересек несколько пустырей, усыпанных угольным и кирпичным щебнем, и поднялся по старым, каменным лестницам Ангрской дороги на мост, а оттуда прошел к улицам, ведущим в центр города.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах ҫӑкӑр чӗркенӗ пир татки тавралӑха хускатмасӑрах ҫӗре ӳкрӗ те — Нок нӳрлӗ ҫӑкӑр ҫемҫине ҫӑварне халех чиксе тултарасран аран-аран тытӑнса тӑчӗ; ытлашши тимлӗхе пула янӑракан, ҫӑмӑлланнӑ пуҫпа лӑпкӑн малалла утрӗ.

Однако тряпка из-под хлеба упала на пол без сотрясения окружающего, и Нок уходил спокойно, с пустой, легкой, шумной от напряжения головой, едва удерживаясь, чтобы тотчас же не набить рот влажным мякишем.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Мӗнех, инкек пысӑках мар, — лӑпкӑн хуравларӗ Нок.

— Что же, беда не велика, — спокойно сказал Нок.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гелли тытӑнкӑллӑн тав турӗ, анчах шӑппӑн та лӑпкӑн; сиес тата мӗн те пулин ӗҫес килнине хирӗҫленине пӗр чӗптӗм те кӑтартмарӗ.

Гелли поблагодарила очень сдержанно, но так тихо и ровно, что трудно было усомниться в ее желании съесть и выпить чего-нибудь.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Черетпе, лӑпкӑн матроссене куҫӗсенчен тинкерчӗ, тутисен хӗрринче пытанчӑк кулӑ ҫиҫни-ҫиҫменнине, боцман сӑнӗ мӑн кӑмӑллӑ хуҫкаланупа чӗтренни-чӗтренменнине, Сигбин куҫҫуль тухни-тухманнине ҫивӗччӗн сӑнарӗ.

Спокойно поочередно встретился он глазами с каждым матросом, зорко следя, не блеснет ли затаенная в углу губ усмешка, не дрогнет ли самодовольной гримасой лицо боцмана, не пустит ли слезу Сигби.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

«Марианна» вара лӑпкӑн чӳхенет, унӑн илемлӗ хатӗр-хӗтӗрӗнче кирлӗ ҫил улать ӗнтӗ, улать…

А «Марианна» покачивалась, и в стройных снастях ее гудел нужный ветер.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Учитель ҫакна лӑпкӑн хирӗҫлерӗ: вӑл тинӗсе ахаль те юратмасть, унта ишме пач та ӗмӗтленмест.

На это учитель возразил, что он моря не любит и плавать по нему не собирается.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Бильдер куҫӗсем чеен, лӑпкӑн ҫуталаҫҫӗ.

Глаза Бильдера светились лукаво и тихо.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех