Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫса (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр патне каҫхине ҫичӗ сехетре кайма калаҫса татӑлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Калаҫса татӑлнӑ вӑхӑт ҫитрӗ, анчах савни ҫук та ҫук, кинона каясси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Хӗрарӑмсем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ҫак ӗҫе татах хутшӑнма калаҫса татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Эпир калаҫса ларнӑ вӑхӑтра пирӗн паранкӑ пиҫнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр пысӑк пӳлӗмӗнче апатланаҫҫӗ, ҫынсем пырсан ҫавӑнта калаҫса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Пӗчӗк те ҫапах пухӑнса калаҫса ларма ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эп сирӗн пата, Марина Васильевна, ҫӗр ҫинчен калаҫса татма килтӗм, — терӗ Энтри пичче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑваш Енӗн хӑш-пӗр промышленноҫ предприятийӗсем Таджикистан Республикин предприятийӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме калаҫса килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Калӑпӑр, Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарпа Таджикистан Республикинчи Худжанда пӗр-пӗринпе юлташланасси пирки калаҫса килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Чӑваш Ен делегацийӗ ӗҫлӗ визитпа ҫӳрелех палӑртнӑ республикӑра пулнӑ май, муниципалитетсем хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарасси пирки те калаҫса килӗшнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Кил-тӗрӗшре арҫын ӗҫӗсем йышланса кайрӗҫ те, ҫула май тата кампа та пулин пулӑшма калаҫса татӑлма пулмӗ-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Татах калатӑп: хӑй техӗмлӗ, хӑй антӑхлӑ ҫынччӗ ҫав шапа ҫӑвар: сӑмсине пур хушӑк-ҫурӑка та чикмесӗр чӑтайманскер, сӑмах вӗҫтерме те, тӑрлавсӑр путиш, шӳт-юп хайласа е алхас калаҫса, кирек кам ӑш-чикне шӑлтӑр-шалтӑр кӗрсе вӑлтти-валтти тавӑрса кӑтартма та пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫакӑншӑн ӑна парк хуҫи чунтан тав турӗ, ырларӗ, ӗҫленӗшӗн укҫине калаҫса татӑлнӑ пекех тӳлерӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урӑх вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫса ӗлкӗреймерӗҫ — кӗвӗ вӗҫленчӗ, ташланисем, пиҫсе вӗҫне ҫитнӗ, татса ҫиес чие е черешня пек шӗл хӗрелнӗскерсем, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмахпа саланчӑклӑн перкелешсе, шӳтлесе-кулса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавлашу вӑхӑтлӑх чарса ҫапла калаҫса татӑлмалла: хӑйӗн шухӑшне каласа париччен кашни хӑйпе калаҫакан ҫыннӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене кӗскен каласа памалла, леш сирӗн калавпа килӗшмелле пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Вӗсем хӑйсен пӗрлешӗвне йӗркелеме, пӗр-пӗрне пулӑшма, тӑтӑшах тӗлпулма калаҫса татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Паллӑ пичет ӗҫченӗсен хушшинче ку ятсене сахал илтетӗн, ҫапах та Алексей Александров, Ксения Романова, Константин Доброхотов, Анастасия Сайкова, Ксения Кошелева интернетра чӑвашла ҫырса тата калаҫса сахал мар аудитори пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Калаҫса татӑлнӑ пекех Бориспа вӗсем кашни кунах тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Ҫамрӑк ӗмӗр, чӑнах та, тӗлӗк евӗр кӑна ҫав, куҫ хупса иличченех вӗлтлетсе иртет, — хӑй сисмесӗрех калаҫса кайрӗ Клава.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Йӗкӗт тек калаҫса тӑмарӗ, малалла чупнӑ пек кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех