Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урине сăмах пирĕн базăра пур.
Урине (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан асӑрханса хӑрах урине аялти вӗрлӗк ҫине антарчӗ, ҫав вӑхӑтра Машка хӑлхине кӑрт-карт турткаласа илчӗ.

Потом осторожно спустила ногу на нижнюю жердь, Машка дернула ухом.

Чижикпа Машка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Савӑннипе Климушка курӑк ҫине выртса икӗ урине ҫӳлелле тӑратрӗ.

А Климушка валится на траву, задрав обе ноги кверху.

Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӑлтӑрта тӗттӗм, Чижик тӳрех темӗнле витре йӑвантарса ячӗ, катка ҫине пырса тӑрӑнчӗ, сулахай урине ыраттарчӗ, вӑтаннипе пӗр хускалмасӑр чарӑнса тӑчӗ.

В сенях было темно, и Чижик сразу повалила какое-то ведро, наткнулась на кадушку и зашибла левую ногу, она смутилась и замерла на месте.

Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӗсене кура Чижик та урине усса урапа хӗррине ларчӗ.

И даже Чижик, поглядев на них, чинно садится на край телеги.

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Сылтӑм урине малалла ячӗ, каллех автан сассипе: «здорово, ҫӗтӗк-сурӑксем!» тесе кӑшкӑрчӗ.

Выставил вперед правую ногу и снова пропетушил: «Здорово, оборванцы!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл татах лаша урине ҫӗклесе пӑхма тӑнӑ, анчах выльӑхӗ ҫине тӑрсах ӑна парӑнман.

Он снова хотел поднять копыто, но животное упорно сопротивлялось.

LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл, мулкача хуса ҫитсе, хӑрах урипе ӑна ҫурӑмӗнчен хытӑ пӑталаса илнӗ те тепӗр урине йывӑҫран ҫаклатма хатӗрлесе пынӑ.

Вцепилась ему лапой в спину так, что все когти ушли, а другую лапу приготовила за дерево уцепиться.

Тӑманапа мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чӗлпӗр тытса пыракан пӗчӗк аллине ҫеҫ пӑхмалла, тата пускӑчӗ ҫине пуснӑ пӗчӗк урине, йывӑр серапэ айӗнчен те палӑрса тӑракан хӗрарӑмӑн чипер ҫан-ҫурӑмне, юлашкинчен тата, сомбреро хӗрри айне пуҫтарса хунӑ пит хӳхӗм ҫӳҫне ҫеҫ пӑхмалла, — сирӗн умра хӗрарӑм пулни ҫинчен ним иккӗленмелли те пулмасть вара.

Стоит только посмотреть на маленькую ручку, которая держит поводья, на маленькую ножку в стременах, на изящную, женственную фигуру и, наконец, на великолепные волосы, свернутые узлом под полями сомбреро, и сомнений не останется, что перед нами женщина.

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ыратакан урине пачах тапратма пулманнипе асапӗ тата ӳснӗ.

Страдание усугублялось тем, что больную ногу практически невозможно было передвигать.

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Аманнӑ ҫын ыратакан урине сӗтӗрсе, вӗтлӗх витӗр упаленме пуҫланӑ.

С этими словами раненый стал ползком пробираться через заросли, волоча больную ногу.

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Жилин сӑхсӑхса илнӗ те, каска ҫӑри ан шӑлтартаттӑр тесе, аллипе тытса ҫулпа кайнӑ; хӑй урине аран сӗтӗркелесе пынӑ; пӗрмай уйӑх хӗрелсе хӑпарнӑ еннелле пӑхкаласа пынӑ.

Перекрестился Жилин, подхватил рукой замок на колодке, чтобы не бренчал, пошел по дороге, — ногу волочит, а сам все на зарево поглядывает, где месяц встает.

6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Костылин упаленсе туха пуҫланӑ, анчах урине чула лектернӗ, каскипе кемсӗр-кӗмсӗр тутарнӑ.

Полез и Костылин, да зацепил камень ногой, загремел.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл тӑнӑ та утма тытӑннӑ, анчах каска утма паман, урине хӑрах еннелле пӑра-пӑра янӑ; ҫапах та вӑл ногай тутарӗ хыҫҫӑн уксахлакаласа тухнӑ.

Пошел Жилин с колодкой, хромает, ступить нельзя, так и воротит ногу в сторону; вышел Жилин за ногайцем.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑй йӗм тӑхӑннӑ, урине пушмак тӑхӑннӑ, вӗсем ҫинчен тата ҫӳллӗ кӗлеллӗ урӑх пушмак тӑхӑнса янӑ, мӑйне ҫур тенкӗлӗх кӗмӗлсенчен тунӑ мӑй ҫыххи ҫакнӑ.

На ногах штаны и башмачки, а на башмачках другие в высокими каблуками; на шее монисто, всё из русских полтинников.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Уксах пырса сӗртӗнсен, вӑл, хӑлхисене лӑпчӑтса, тапма урине ҫӗклерӗ.

А когда калека тронул ее, она прижала уши и подняла ногу.

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр пуля ун урине пакӑлчак шӑмминчен ҫӳлерех шӑтарса тухса кайнӑ: вӑл ҫуранӗ ытла хӑрушах мар.

Одной пулей прострелило ему ногу выше щиколотки: эта рана не опаснее царапины.

XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Атте урине сырчӗ те, пуртӑ илсе, картишне тухрӗ.

Отец обулся, взял топор и вышел на двор.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӑхатӑп — хам куҫӑма хам шанмастӑп: мулкачи пуҫхӗрлӗ чикеленсе кайнӑ та кайри урине чӗтреткелесе выртать.

Смотрю и сам глазам не верю — русак перевернулся через голову, лежит и одной задней ногой брыкает.

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Дружок улпут патне упаленсе пынӑ та ун урине ҫула пуҫланӑ.

Дружок подполз к барину и стал лизать ему ногу.

Урнӑ йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ман алла ҫулама, хыпа-хыпа илме, сӗтел урине кӑшлама тытӑннӑ чух, Булькӑн та ҫапла шӑнӑр турта пуҫланӑ пулӗ, ахӑр.

Верно, у Бульки начинались эти судороги, когда он начинал лизать, а потом кусать мою руку и ножку стола.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех