Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кайӑк (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яшка хыҫҫӑн ҫупа ӑшӑтнӑ темскерле кайӑк шарккӑвӗ пырса пачӗҫ, йӳҫӗтнӗ купӑстине хӗрхенмен вара — ҫур турилккене яхӑн хурса панӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗпӗрьян, кайӑк пек шӑхӑркаласа, пӳртрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫаврӑнса пӑхрӗ те Соня ун умӗнче тискер кайӑк пек тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑпчӑк, шӑпчӑк, Пӗчӗк кайӑк, Тарам пӗчӗк пулсан та, Мӑн вӑрмана ян ярать, — тесе, хӑй тӗллӗн Ҫеҫпӗл юрласа пырать.

Сеспель тотчас завел свое: Соловей, соловей, Птаха малая, Хоть и малая, Голосит на весь лес…

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Тул ҫутӑлсан Ухилле кайӑк тытса вӑрмантан ывӑлӗсемпе тавӑрнчӗ.

Ухилле с сыновьями вернулись из лесу на рассвете.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

— Атте тавӑрнтӑр-ха, кайӑк тытма кайнӑччӗ те.

— Давай подождем отца, на охоте он.

II // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Ачине ҫӗклесе пӑхать те тискер кайӑк пек пулать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вырӑс ачине никам та хирӗҫ калакан пулмарӗ: вырӑсла кайӑк ячӗсене вырӑсран урӑх кам пӗлтӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ворон» — текенни, мӗнле кайӑк вӑл, ач-чам?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ну-у, лӗмсӗркке, мӗн ҫӑм кайӑк пек йӑраланса чупатӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫхи кайӑк виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑрчӗ.

Ночная птица крикнула в третий раз.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ҫынсен ушкӑнӗсем кӑвайт патӗнчен айккинелле сапаланчӗҫ; ҫав самантрах ҫӗрлехи кайӑк вӑрманта шалта уҫӑмлӑн та кӑмӑллӑн кӑшкӑрчӗ, — сехет куккукӗн сасси тейӗн.

Толпа рассыпалась, покинув костер; в то же мгновение ночная птица крикнула в глубине леса отчетливо и приятно, голосом, напоминающим часовую кукушку.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Аслисем чӗнмеҫҫӗ; хутран-ситрен ҫеҫ тахӑшӗн аякрилле кӑшкӑравӗ-чӗнӗвӗ ҫӗрлехи кайӑк сасси евӗр янӑрать, унтан каллех — тулхӑрса ҫунакан кӑвайтӑн чупкӑн ҫатӑртатӑвӗ кӑна.

Взрослые хранили молчание; изредка чье-нибудь отдаленное восклицание звучало подобно крику ночной птицы, и опять слышался лишь беглый треск пылающего костра.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Тепӗр чух юрри-пуплевӗ ыйту евӗр — тӳлек те сӑпайлӑ; е хистеве аса илтерет; чӑн та, ӑна нимӗнле кайӑк та хуравлаймасть, ҫавӑнпах-тӑр вӑл уҫӑмлӑн, таса кӗвӗллӗн, хыпаланмасӑр татах ыйтать, ӳкӗтлет, ӑнлантарать… — акӑ Джесси хӑй сисмесӗрех шӑпчӑкӑн юрӑ ҫаврӑнӑшӗсенче интонацие тивӗҫтерекен сӑмахсем тӗшмӗртме пуҫларӗ.

Иногда звуки его были подобны вопросу, раздающемуся безмятежно и деликатно; или напоминали увещевание, и, хотя никакая птица не отвечала ему, он с такой отчетливостью, мелодически чисто, неторопливо продолжал спрашивать, уговаривать и объяснять, что Джесси невольно начала подбирать к его упражнениям соответствующие их интонации слова.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл кайӑк сӑмсилле усӑннӑ аллине, тумламсем чӗмсӗррӗн мӗлтлетнине тӗсерӗ те — шурса кайрӗ, чӗтрет.

С содроганием видела она свою руку, согнутую, как клюв, безмолвное мелькание капель, — побледнела и встрепенулась.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Лавҫӑ ҫавӑнтах тӳпенелле пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Джессие пӗрисен пепкине ӑмӑрт кайӑк сӗтӗрсе-йӑтса кайни, чуста чӗресне пӑрахса хӑварни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Кучер быстро осмотрел небо и рассказал случай с ребенком, которого потащил орел и бросил в квашню с тестом.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Акӑ мӗн пулса иртрӗ, — терӗ вӑл лавҫа, — пысӑк вӗҫен кайӑк, тискерскер, хӑйӑва чарланпа пӑтраштарчӗ ахӑр, манран шлепкене туртса илчӗ те самантрах ҫухалчӗ!

— Какой произошел случай, — сказала она кучеру, — большая птица, должно быть хищная, приняла ленту за чайку, стащила с меня шляпу и была такова!

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эппин, эсӗ пысӑка ҫӗкленес кайӑк.

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑмӑрткайӑк — хӑюллӑ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗлетӗн-и, тӗлӗнмелле сисӗмлӗ кайӑк вӑл карӑк тени.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех