Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫу кунӗнче юр ҫуни те пулать, хӗлӗпе пӑрлӑ ҫумӑр ӳкни те шар кӑтартать.
«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche
Хӗвелтухӑҫ енчен вӑйлӑ ҫумӑр килетчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫетчӗ, тусан вӗҫетчӗ…
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Кӑҫал ҫумӑр вӑйлӑ ҫурӗ, Арман пӗви татса кайрӗ, Вырӑсӗ юхса кайрӗ, Майри ман валли юлчӗ!
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Санӑн сӑну та ҫав ҫумӑр пӗлӗчӗсем пекех тӗксӗм.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ҫиллӗ-тӑвӑллӑ, шамалса-пӑтранса килнӗ ҫумӑр мӑкӑнь ҫеҫкисене арпаштарса, тайӑлтарса хӑварнӑ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Нумай пулмасть кӑна аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса кайнипе, тулта сывлӑш тутлӑ тӑрать.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ҫитсен икӗ кун пӗр чарӑнмасӑр сивӗ ҫумӑр чашлаттарса тӑчӗ — урамра та, картишӗнче те пылчӑк ҫӑрӑлать…
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
— Акӑ ҫумӑр та иртсе кайрӗ, — хавассӑн каларӗ Лида.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Пӳрт карнизӗ айӗнче типӗ, ҫумӑр пӗрре те тивмест.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ҫумӑр ҫаплах чашлаттарса ҫӑвать, аслати кӑна хуллентерех кӗмсӗртетет.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Вӑрманта — аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Таҫта ҫав кӑтра пӗлӗтсем хыҫӗнче тӑвӑллӑ ҫумӑр пӗлӗчӗ пытанса тӑрать.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Эпӗ ҫав пӳрте халӗ те ас тӑватӑп: ҫулла маччаран шӑпӑртатса ҫумӑр каятчӗ, хӗлле чӳречесем тем хулӑнӑш шӑнса ларатчӗҫ, мӑрьерен ҫил улатчӗ, эпир кӑмака ҫумӗнчен хӑпма пӗлместӗмӗр.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Пурташран анатарах юхан шыва ҫырансене шӑварма вӑхӑтлӑх пӗвеленӗ-мӗн, анчах авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пӗвене татса кайнӑ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫав синкерлӗ кун аслатиллӗ ҫумӑр тулхӑрса килнӗ вӑхӑтра киле ҫитсе кӗрсен Микихвер темлерен хур чӗпписем ҫинчен аса илнӗ те арӑмне Урпаш хӗррине хӑвалама тытӑннӑ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Аслатиллӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫывхарнӑ чух хур чӗпписене киле хӑваласа килем тесе пирӗн кин Урпаш хӗррине чупса кайнӑ та каялла таврӑнайман.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Тулли чанран шыв ҫумӑр пек тӑкӑнни инҫетренех паллӑ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.