Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яма (тĕпĕ: ям) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах каҫхине, «Рикша» яккӑр ҫӗкленӗ самантра, пирӗн икӗ шур сухал пӑрахут ҫине кайрӗ; унта пирӗн пирки пурне те каласа пама, кунтан пӑрахса кайма кӑмӑл тӑвакансене илмешкӗн хирӗҫ пулакан пӗр-пӗр карапа яма ыйтнӑ.

Однако вечером, когда «Рикша» снимался с якоря, два наших старика ездили на пароход с просьбой рассказать всем о нас и прислать встречное судно для желающих уехать, если такие окажутся.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Телейсӗрскерӗн ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене Тарт пекӗпе уҫать, алӑ айӗнче сиплӗреххи урӑх нимӗн те ҫукран — Скоррей ҫӑварне шурӑ эрех яма пуҫлать, кӑштах ҫеҫ, хуллен — ӑнсӑрскер чыхӑнса каясран асӑрханса.

Раскрыв стиснутые зубы несчастного складным ножом, Тарт, за неимением под рукой ничего лучшего, стал лить в рот Скоррея водку, но понемногу, дабы бесчувственный не захлебнулся.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Пӗчӗк аяа анчах, аллине пуканне тыттарсан, ҫакнашкал хӗпӗртенсе кӑшкӑрса яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Вӗсене кашни утӑмра сутманнине пула ҫак ӗҫе пуҫарса яма йывӑртарах пулас.

Из-за того, что они не продаются на каждом шагу, это производство, скорее всего, запустить затруднительно.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

— Пӗр сӑмахпа, сана района, парти райкомӗн пӗрремӗш секретарьне яма шухӑш пур пирӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Фельдшера Калюков суранӗсене ҫыхса яма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кучан, ӑна халь-халь ҫисе яма хатӗр пек, пит шӑммисене вылянтарчӗ, Жумба хӑй Телегина милици хушшинче курнине пач ӗненмерӗ тейӗн, Йысна урине кӑна мар, пӗтӗм шӑмшакне чӗтрентере-чӗтрентере илет, ку ӗнтӗ вӑл ҫав тери хытӑ тарӑхнине пӗлтерет, Валет кӑна ни тарӑхмасть, ни тӗлӗнмест, ҫапла пулса тухасса малтанах пӗлнӗ пек тыткалать хӑйне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санитар Крапивин хушмасӑрах айккине пӑрӑнчӗ, Телегина, лайӑхрах ҫыхса яма тесе, пӳрте илсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем вӗсене укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑраҫҫӗ, ҫӗршывра пӑлханусем пуҫлансан, хӑватлӑ ҫарсем яма та хатӗр-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани иртнӗ пухура илтнӗ тӑрӑх, хутне милицие те яма йышӑннӑччӗ, апла-тӑк унта мӗн ҫырнине Хӗлимун хӑлхине ҫитерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ҫывӑх вӑхӑтра вӑрман касса хатӗрлес ӗҫе сарса яма, йывӑҫран япаласем ытларах туса кӑларма тытӑнас шухӑш пур.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялхуҫалӑхӗнче те коллективизацие ытлашши сарса яма кирлӗ мар-мӗн, мӗншӗн тесен яла социализм ҫулӗ ҫине кӑлармашкӑн суту-илӳ кооперацине йӗркелени те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял Совет председательне Василий Шикова эсир лайӑх пӗлетӗр, хӗрӳ этем вӑл, Мускава, чӑнах та, ходоксем яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗпреҫрен кайнӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑтран кӑна ҫыру яма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Учӗ кӑна мар вӗри Машукӑн, хӑй те вӑл кирек хӑш арҫынна астарса яма пултарать…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, енчен эсир канашлу хыҫҫӑн мана ӗҫрен хӑваласа яма шут тытман-тӑк, халех вырӑна тухса каймашкӑн ирӗк парсамӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нивушлӗ халӑх партине тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса яма ӗмӗтленеҫҫӗ путсӗрсем?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин «хӑй пек пуяннисемпе» сӑмах пуҫарса яма та хӑтланкаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапла, пӗлетӗп, — лӑпкӑн хуравларӗ Сидор, — Кирлех-тӗк, ҫул кӑтартса яма пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна Калюков хурахӗсене тытас ӗҫе явӑҫтарни ҫак ыйтӑва пушшех ҫивӗчлетсе яма, тен, тӗппипех аркатма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех