Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпкӑн сăмах пирĕн базăра пур.
лӑпкӑн (тĕпĕ: лӑпкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шӑпах ҫавӑнпах, — куҫлӑхӗпе йӑлтӑртаттарса лӑпкӑн килӗшрӗ тухтӑр, — мана сирӗн укҫӑр кирлӗ мар.

— Вот поэтому-то, — спокойно сказал доктор, поблескивая очками, — я и не возьму с вас денег.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Хула тӳремне ҫитсен Гольц кӗсйинчен нимӗн те мар, шӑп та лӑп пистолет туртса кӑларчӗ, ӑна лӑпкӑн кӑна тӑнлавӗ патне тытрӗ.

Подойдя к площади, Гольц вынул из кармана ни больше, ни меньше, как пистолет, и преспокойно поднес дуло к виску.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Лешӗ сӑпайлӑн йӑл кулчӗ, сарлака хул пуҫҫисене лӑпкӑн хускатрӗ — ҫакӑ ку тӗслӗхпе ӑнлантарса памаллине туйнине пӗлтерет ахӑр.

Тот вежливо улыбнулся и коротко повел широкими плечами, как бы сознавая свою обязанность дать в данном случае надлежащие объяснения.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

— Паратӑп тӑк — мана ҫӗр ҫӑттӑр, — лӑпкӑн хуравларӗ Бетси.

— А будь я проклята, если дам, — спокойно ответила Бетси.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

— Вӑл питӗ лӑпкӑн выртать, — терӗ тухтӑр, — чӗнмест; хутран-ситрен сӑн ӳкерчӗке тыта-тыта сӑнать; вӑйӗ самантсерен чакса пырать, — йӗпе ал шӑлли хӗвел ҫинче типнӗ пек.

— Он лежит очень спокойно, — сказал доктор, — молчит; иногда берет фотографию и рассматривает ее; силы оставляют его так быстро, как сохнет на солнце мокрое полотенце.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— Ҫук, — лӑпкӑн ӳпкелешрӗ Готорн.

— Нет, — спокойно пожаловался Готорн.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— Эпӗ сана кунта питӗрсе хӑваратӑп, ирхи апат пулмасть, — терӗ Карл кабинет алӑкӗнче чарӑнса лӑпкӑн.

— Я тебя запру здесь и оставлю без завтрака, — сказал дядя Карл, спокойно останавливаясь в дверях кабинета.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Сайра ӳсекен курӑклӑ уйпа чикӗленнӗ сарлака чул картишре арестантсем ҫурма ункӑн икӗ ретпе тӑрса тухрӗҫ; тӗллӗн-тӗллӗн тылӑсем лӑпкӑн чӑнкӑртатаҫҫӗ.

На широком каменистом дворе, окруженном поредевшими полями, арестанты выстоились полукругом в два ряда; кое-где усмиренно позвякивали кандалы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Куҫне хӗссе Фонфред чулсене хӑйӗн ҫывӑхне лӑпкӑн куҫарса хучӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа ман ҫине ютшӑнчӑкла, тӗрӗсленӗн пӑхкаланӑ май мулӑма тӗпчеме тытӑнчӗ.

Фонфред, прищурясь, весьма спокойно сгреб к себе камни и принялся исследовать их, временами поднимая на меня замкнутый, испытующий взгляд.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Эпӗ куҫӑма чарса пӑрахса ун ҫине тӗмсӗлтӗм, аран-аран лӑпкӑн сывлама пикентӗм; унтан кӑштах тӑна кӗтӗм те тыткаларӑшӑма ывӑннипе, сив чирпе ӑнлантартӑм, шанчӑксӑр курӑнас мар йӳтӗмпе ҫапла уни-куни пирки самаях пакӑлтатсан шухӑшӑма пӗлтертӗм: темиҫе бриллиант сутасшӑн; пӗр ҫын ыйтнипе; вӑл камне уҫса параймастӑп.

Я, выпучив глаза, смотрел на него, еле переводя дыхание; затем, немного опомнившись, сослался на усталость, на лихорадку и, поговорив в этом роде довольно долго, дабы отвести подозрение, сказал, что имею продать несколько бриллиантов по поручению одного лица, назвать которое не могу.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ҫапах та эпӗ тепӗр хут лӑпкӑн сывлама пикентӗм, кушак аҫине айккинелле тӗртсе ятӑм; д'Обремон хӑйӗн кӗтесӗнче хускалмасӑрах выртать, уйӑхӑн тӗксӗм ҫутинче унӑн шурӑ мӑйӑхӗ ҫийӗн шӗвӗр сӑмси курӑнать, ҫывӑракан куҫ лупашкисем мӗлкепе витӗннӗ, вӗсем манӑн хусканусене сӑнаҫҫӗ тейӗн.

Однако я успел отдышаться и оттащить кота в сторону, а д'Обремон продолжал лежать неподвижно в своем углу, откуда виден был при тусклом свете луны его острый над белыми усами нос, а впадины спящих глаз, покрытые тенью, казалось, подсматривали за моими движениями.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Шыв хӑвӑрт, лӑпкӑн юхать; ҫырансен хура мӗлкисем юхӑм ҫуррине тӗксӗмлетеҫҫӗ, варри вара хӗвел ҫинче тасатнӑ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать.

Речка текла быстро и глухо; от берегов черные тени мрачнили половину течения, а середина сверкала, как чищенная на солнце медь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Унӑн йӗнерлӗ учӗ хӗвел ҫутатакан ҫул ҫинче лӑпкӑн ҫӳрет, хир акацийӗн ҫулҫисене тутипе тата-тата чӑмлать.

Его оседланная лошадь спокойно бродила по озаренной солнцем дороге, обрывая губами листья дикой акации.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ӑна Алисӑн ача, унтан тепри ҫуралнине хыпарларӗҫ, Ренгольдсен килӗнче пурнӑҫ лӑпкӑн юхса пынӑ чух вӑл хумханать те савӑнать, ачасем чирлесен е укҫа-тенкӗ йывӑрлӑхне кӗрсе ӳксен кӑмӑлсӑрланать те пӑшӑрханать.

Он узнавал о рождении ее детей, волновался и радовался, когда жизнь текла спокойно в доме Ренгольдов, огорчался и беспокоился, если болели дети или наступали материальные затруднения.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

— Мӗн? — лӑпкӑн ыйтрӗ Геннисон.

— Что? — повторил Геннисон.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

— Вексель бланкне парӑр, — лӑпкӑн хуравларӗ Кадудар, — эпӗ ҫаратуҫӑ мар.

— Дайте вексельный бланк, — спокойно ответил Кадудар, — я — не грабитель.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

— Ҫакӑ нервсене хытӑ муталать, — лӑпкӑн тӑсрӗ ҫапкаланчӑк; вӑл пуҫлӑх ҫине салхуллӑн пӑхкалать тата аллисемпе хӑлаҫланкалать, — ӑмана япӑх чиксе хуни нервсемшӗн ахаль иртмест, ҫавӑнпа та эпӗ ҫӳле чикетӗп.

— Это так портит нервы, — ровно продолжал бродяга, грустно смотря на него и тихо жестикулируя, — так портит нервы плохая насадка, что я решил сажать только вверх.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Лӑпкӑн, тӗплӗн ӑнлантарса парсамӑр, мӗн тӑвасшӑн эсир?

— Объясните толком, чего вы хотите.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Редотт ун ҫине лӑпкӑн кулса пӑхрӗ, унтан ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ.

Редотт спокойно посмотрел на него, затем встал.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Анчах ҫак вӑя эсир ал тупанӗ ҫинче сиктерсе тӑратӑр, — йӗплесе лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Витт.

— Но эту силу, — ехидно возразил Витт, — вы изволите спокойно подбрасывать на ладони.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех