Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара камерӑри кӑмака тӑрпине салатнӑ та маччана хӑпарса кайнӑ, унтан ансан, каяш турттармалли урапа ҫинчи шетнике кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Камерӑран тухакан кӑмака мӑрйине салатса, мачча ҫине, унтан тӗрме тӑррине улӑхнӑ, вара аяла, картишне аннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫсе-ҫисе, кӑвак ҫутти киличчен пӳртрех ҫывӑрса, икӗ таркӑн тинех ӑшӑнчӗҫ, тумтирӗсене кӑмака ҫине хурса типӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах вӑл кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗ те каллех йӗрсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Уҫмах тивет, — терӗ те Ехвин, сӗтел ҫинчен сӑмакун четвӗрчӗпе стакансене пуҫтарса, кӑмака хыҫне кайса пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте кӑмака хыҫӗнчи пӑшалӗсене туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн, кӑмака умӗнче кӗтесе тӑрӑнтарса хунӑ вӑрӑм ҫӗҫҫе, выльӑх пусма кирлӗскере, илчӗ те атӑ кунчине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эхчӗ те ҫав, унӑн хваттерӗнче те ҫапла хӗрарӑм кӑмака умӗнчен сӗтел патне вӗри икерчӗ йӑтса кускаласанччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ пикенсех кӑмака вучахӗ умӗнче тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял ҫутисем шалти йӑлкӑш ҫулӑма кӑтартичченех ҫунса-шӑтса пӗтнӗ кӑмака питлӗхне аса илтереҫҫӗ.

Огни деревни напоминали печную дверцу, прогоревшую дырочками, сквозь которые виден пылающий уголь.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Килти пӗтӗм ӗҫе Лонгрен хӑй тӑвать: вутӑ ҫурать, шыв ӑсса кӗрет, кӑмака хутать, апат пӗҫерет, кӗпе-йӗм ҫӑвать, якатать, ҫаксемсӗр пуҫне укҫа тумалӑх та ӗҫлеме ӗлкӗрет.

Всю домовую работу Лонгрен исполнял сам: колол дрова, носил воду, топил печь, стряпал, стирал, гладил белье и, кроме всего этого, успевал работать для денег.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫитсен шкула вырнаҫрӑмӑр та, йӗпе кӗпесене типӗтме кӑмака хутса ячӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Ӗҫсе-ҫисе, кӑвак ҫутӑ киличчен пӳртрех ҫывӑрса, икӗ таркӑн тинех ӑшӑнчӗҫ, тумтирӗсене кӑмака ҫине хурса типӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Пирӗн тӑрӑхран платник, кӑмака ӑсти те сахал мар тухнӑ.

Из нашего края вышло немало плотников, печных мастеров.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Сивӗ ҫӗртен кӗнӗ Анна аппана ӑшӑ хум ҫапрӗ, вӑл ҫӑм тутӑрне салтрӗ те кӑмака ҫумӗнчен сӗтел патнелле куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ун ҫине ларсан хӑйӗн юратнӑ вырӑнне, алӑк патӗнчи «кӑмака» умне, кайса тӑчӗ, хӗр урине ӑшӑ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Халех, ҫак самантрах кирлӗ ҫӑкӑр вырӑнне, кӑмака хутма кирлӗ вутӑ вырӑнне, ӑшӑ тумтир вырӑнне, — революци пӗтӗм тӗнчери пуянлӑхсене пама пулнӑ; ҫав революциех влаҫӑн пӗтӗм йывӑрлӑхне, диктатурӑн пӗтӗм ответлӑхне хӑй ҫине илнӗ пролетариата этем чӑтма пултарайми таранах тӳсӗмлӗ пулма хушнӑ.

Вместо хлеба, дров для печки и теплой одежды, нужных сейчас, немедленно, — революция предлагала мировые сокровища, революция требовала от пролетариата, взявшего всю тяжесть власти, всю ответственность диктатуры, — усилий, казалось, сверхчеловеческих.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

(Вӑл ҫаплипех кӑмака умӗнчи сак ҫинче ларать-ха.)

(Она сидела она все там же — на скамье у печки).

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иона ҫилӗллӗ шухӑ куҫӗсене кӑмака умӗнче ларакан Марья ҫинелле шутарчӗ.

Иона перекатил глаза, налитые злобным озорством, на Марью, сидящую у печи.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех