Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара кашни ҫӑлкуҫ ҫинченех пӗрре кӑна мар, темиҫе халап та каласа пама пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлкуҫ – ҫут ҫанталӑк еткерлӗхӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/calkuc-%E2%80%93- ... rlexe.html

Юлашки вӑхӑтра кашни ҫулах асӑннӑ нацпроекта пурнӑҫа кӗртесси лайӑх шайра пулса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер юсаҫҫӗ, юхан шыва тасатаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/keper-yusacce,-yu ... tacce.html

Нимех те калаймӑн, кашни ҫыннӑн хӑйӗн чун ыратӑвӗ, ӑна итлеме пултарни, кирлӗ чухне ӑшӑ сӑмах калани малалла пурӑнма вӑй-хӑват парса тӑрать те.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Маларах район центрне скутерпа ҫӳресе пӑхнӑ вӑл, анчах та ҫанталӑк улшӑнӑвӗсене шута илсен ку меллех пулман кашни кун ӗҫе ҫӳрекенскершӗн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Кашни кун килти ӗҫ тӑвакан ачасен ӳссе ҫитсен деменци теветкелӗ 21% сахалтарах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача ӗҫӗ ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1528

Коллективри кашни ҫын ответлӑ ӗҫе пурнӑҫлакан команда членӗ пулнине ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Паян - Нефть, газ, топливо промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ. Халӑха «кӑвак ҫулӑмпа» тивӗҫтереҫҫӗ // Анатолий ИВАНОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... iv-cterecc

Кашни ҫулах сентябрь уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче ял ҫыннисем газ службин ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламлаҫҫӗ, тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян - Нефть, газ, топливо промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ. Халӑха «кӑвак ҫулӑмпа» тивӗҫтереҫҫӗ // Анатолий ИВАНОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... iv-cterecc

«Амбулатори звенинче пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра пурнӑҫланӑ диагностика пысӑк вырӑн йышӑнать. Паллӑсен проекторӗ пациентсен куҫ ҫивӗчлӗхне, рефракци пӑсӑлнине палӑртма пулӑшать. Ҫакӑ комплекслӑ сиплев кирлӗ патологисене тупма май парать. Паллӑсен проекторӗ экран ҫине символсене кирлӗ йӗркепе кӑтартать, вӗсене пациент мӗнле курни куҫ ҫивӗчлӗхӗ йӗркеллӗ е ҫитменлӗхсемлӗ пулнине палӑртма пулӑшать. Вӑл пулӑшнипе ҫавӑн пекех астигматизма, дальтонизма, ҫын тӗссене тӗрӗс мар курнине, аякрине курма кирлӗ оптика коррекцийӗн шайне палӑртатпӑр. Офтальмологи инструменчӗсен сӗтелӗ врачшӑн та, пациентшӑн та лайӑх условисем туса парать. Электроприводлӑ приборсен сӗтелне пӗр хусканупах хута яма, унӑн ҫӳллӗшне кашни пациент валли йӗркелеме пулать. Палӑртмалла: ҫӗнӗ йышши оборудовани туянсан медицина пулӑшӑвӗн шайӗ ҫеҫ мар, йышӑнакан пациентсен шучӗ те ӳсет».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ оборудовани ӗҫре пулӑшать // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/ce%d0%bde ... %82%d1%8c/

Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче ҫемье питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ — юратура // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/c%d0%b5%d ... %80%d0%b0/

Ҫавӑнпа та округри кашни ялта тенӗ пекех вырӑнти хастарсем куллен маскировка тетелӗ ҫыхма пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маскировка тетелӗ ҫыхаҫҫӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/%d0%bc%d0 ... %d0%b0cce/

Шкул хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтернӗшӗн вӗсем Надежда Петрова усламҫа тата ачасене шкула кайма тӗрлӗ енлӗ пуҫтарса пулӑшнӑ ырӑ кӑмӑллӑ кашни ҫынна чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула кайма пулӑшнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/09/06/%d1%88%d0 ... 88%d0%bda/

Кашни ҫыннӑн хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмаллах.

Куҫарса пулӑш

Ан ҫулӑхтӑр сахӑр диабечӗ // Алевтина САЛМИНА. https://avangard-21.ru/gazeta/51086-an-c ... -r-diabech

Кашни йӗрки чун-чӗре хӗлӗхӗсене хускатать.

Куҫарса пулӑш

"Пурнӑҫ ытамӗнче" // Нина МАЗЯКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51088-purn ... -ytam-nche

Патӑрьел муниципалитет округӗнчи кашни ялтах сӑваплӑ вырӑнсене - масарсене - кирлӗ пек пӑхса, тирпейлесе тӑрасси, вӗсен картисене ҫӗнетесси, хапхисене улӑштарасси, кивелнӗ, хӑрнӑ йывӑҫсне касасси - территори пайӗсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Масарсен картисене ҫӗнетнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51140-masa ... ene-c-netn

Ун пек чухне кашни самант шутра…

Куҫарса пулӑш

Пушара вӑхӑтра сӳнтернӗ, ачасене инкекрен ҫӑлнӑ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51139-push ... ekren-c-ln

- Ялта пурӑнакан кашни ҫынна унӑн малашлӑхӗ шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Упамсасем ял хӑтлӑхӗшӗн кар тӑраҫҫӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51136-upam ... kar-t-racc

Эпир хальхи вӑхӑтра кашни ялтах пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек салтаксем валли хӳтӗлев сеткисем ҫыхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпир пӗрле чухне салтаксене те ҫӑмӑл // Мария МАДЮКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51132-epir ... e-te-c-m-l

Ентешсемпе кашни кунах ҫыхӑну тытса тӑратпӑр, вӗсене май пур таран пулӑшатпӑр, хавхалантаратпӑр, вӗсен хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне те пӗрлех пайлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпир пӗрле чухне салтаксене те ҫӑмӑл // Мария МАДЮКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51132-epir ... e-te-c-m-l

Пӗрлех Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ май муниципалитет округӗнче кашни сферӑра туса пыракан ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ шӑнкӑрав // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51129-sav- ... h-nk-rav-2

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче муниципалитет округӗнче Пӗлӳ кунӗ ячӗпе кашни шкултах уяв мероприятийӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ шӑнкӑрав // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51129-sav- ... h-nk-rav-2

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех