Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унсӑрӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне тата вӗренекен ачасене ҫак таранччен те вӗсен виҫӗ кун хушши типӗ тытса пурӑнма кирлине, унсӑрӑн теоремӑсемпе ӑнлантарса панисене ҫырнӑ эмел тивӗҫлӗ усӑ паманнине ӑнлантарса пама май килмест иккен.

К тому же до сих пор их никак не удается убедить строго соблюдать трехдневный пост, обязательный для успешного действия микстуры.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйӗн господинӗ уҫӑлса ҫӳреме тухсан, хӑмпӑпа ҫапакан тарҫин вӑхӑтран-вӑхӑта ӑна куҫӗнчен ҫапса илмелле, унсӑрӑн унӑн хуҫи кашни утӑмрах е шӑтӑка кӗрсе ӳкме, е ҫамкипе юпа ҫумне пырса ҫапӑнма, е хирӗҫ пулакан ҫынпа ҫапӑнма пултарнӑ.

На прогулках хлопальщик должен время от времени похлопывать своего господина по глазам, ибо в противном случае тот на каждом шагу подвергается опасности упасть в яму, или стукнуться головой о столб, или же столкнуться с другими прохожими.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унсӑрӑн вӑл ҫурт ҫумне шыв тултарса лартнӑ пичкене кутӑн сикмен пулӗччӗ.

А то чего бы он завопил и бросился к бочке с водой, почему бы он стал совать руку в бочку?

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Юрать-ха бургомистр шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра килӗнчен чупса тухрӗ, унсӑрӑн хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе хатӗрленӗ фейерверка кураймасӑрах юлатчӗ.

Хорошо что бургомистр как раз в этот момент случайно выбежал из дому, а то бы он так и не увидел фейерверка в свою честь.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сана пушмак кирлӗ пулнӑ пекех лашасене те такан кирлӗ, унсӑрӑн вӗсем чӗрнисене амантаҫҫӗ те уксахлама пуҫлаҫҫӗ.

Потому что лошадям, как и тебе, нужны ботинки, не то они повредят себе копыта, начнут спотыкаться и хромать.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн пӗтетӗн эсӗ.

Не то ты пропал, это точно!

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн мана пит япӑх пулатчӗ, мӗншӗн тесен Глюмдальклич ҫав вӑхӑтра пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫӗнчеччӗ, король майрийӗ питӗ хӑраса ӳкрӗ те ним тума аптранипе мана пулӑшаймарӗ.

В противном случае мне пришлось бы очень плохо: Глюмдальклич в эту минуту находилась на другом конце комнаты, а королева так растерялась, что не могла помочь мне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юлашкинчен вӑл ҫакӑн пек шут тытрӗ, пӗчченех уяв тума тивет, унсӑрӑн нимӗн курмасӑрах юлӗ.

И тогда он понял, что придётся ему веселиться в одиночку, а то он вообще всё пропустит.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн мӗнле утланас-ха унӑн Юлана?

Иначе ему ни за что бы не сесть на Юлан.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн Ида шуса анса сусӑрланма пултарать вӗт-ха.

Иначе Ида соскользнула бы вниз и ушиблась.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн манӑн Катхультра пурӑнакансене пурне те хулана врач патне илсе кайма тивет.

— А то мне придётся везти в город на приём к врачу весь Катхульт.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн эп яшка ҫинине кам пӗлет-ха?

— Иначе никто не будет знать, что я ем суп.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Йӑмӑкне унӑн ирӗксӗртен чӗпӗтсе илме тиврӗ, унсӑрӑн лешӗ ӑна варени сӗрнӗ ҫӑкӑр памастчӗ.

Просто он был вынужден ущипнуть сестрёнку, а то она не отдала бы ему бутерброд с вареньем.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унсӑрӑн тӳрӗ сутӑҫӑ яланах сиен курӗ, ултавҫӑпа чее ҫын пӗтӗм услама ҫавӑрса илӗҫ.

Иначе честный купец всегда останется в накладе, а мошенник и плут получат всю прибыль.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен каллех пӗлтерчӗҫ: «Патронсем ҫукпа пӗрех, пулӑшу ярӑр, унсӑрӑн тытӑнса тӑраймастпӑр».

Через некоторое время снова сообщают: «Патронов почти нет; помогите, иначе не выдержим».

«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унсӑрӑн пуҫне тата Даргель рейхскомиссариатран тухас умӗн икӗ минут маларах унта фельдфебель чинӗнчи жандармпа штатски тум тӑхӑннӑ гестапо агенчӗ тухнӑ.

Кроме того, за две минуты до выхода Даргеля из рейхскомиссариата появлялись жандарм в чине фельдфебеля и агент гестапо в штатском.

Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Операци тумалла, — пӗлтерчӗ мана Цесарский тухтӑр, — унсӑрӑн Фадеев вилет.

— Необходима операция, — доложил мне доктор Цессарский, — иначе погибнет Фадеев.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Сикӗр, тетӗп сире, унсӑрӑн халех персе пӑрахатӑп! — хаяррӑн кӑшкӑрнӑ Приходько.

— Прыгай, говорю вам, иначе постреляю! — не отставал Приходько.

Паттӑрла ӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унсӑрӑн хӑвӑра та, мана та килйышӗпех пӗтерӗр.

А то и себя и меня с семьей погубите.

Хамӑрӑннисене паллайман // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унсӑрӑн иккӗмӗш вексельсене те алӑ пусмӗҫ, пуштӑран та памӗҫ…

Иначе ни векселей вторых не подпишут, ни переводов не выдадут…

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех