Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кайӑк (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курчӗ вӑл — хунямӑш выртса тӑракан вӑрӑм тенкелсене кунта илсе килсе лартнӑ, унӑн турахупӗпе ҫӳпҫине те кунта вырнаҫтарнӑ; чӳрече умне кайӑк усрамалли читлӗх ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутӑ тилӗ ҫак вӑхӑтра шӑтӑкӗнче ырӑ тӗлӗк тӗлленсе ҫеҫ выртать, хӑйӗн патне пӗр-пӗр ухмах кайӑк пырса ҫаклансан тин чӑтаймасӑр ӑна тытма тухать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сунара тухнӑ ҫын вӑл хаклӑ тир паракан ҫӑткӑн кайӑк тытса таврӑнтӑр!

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайӑк ҫывӑхра такам пуррине туйса пуҫне ҫӗклерӗ, анчах вӗҫме ӗлкӗреймерӗ, унӑн тулли пӗсехине тимӗр вӗҫлӗ ухӑ йӗппи пырса та тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алра айпӑлта, йӗнӗре вӑрӑм ҫӗҫӗ пур чухне ӑна мӗнле ҫӑткӑн кайӑк пырса тапӑнтӑр?

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ Ахтупая ҫӗлен выртнӑ хурантан шыв ӑсса ӗҫтерчӗ (ун пек тусан ҫын ҫӑткӑн кайӑк чӗлхине пӗлет имӗш), ҫӑкӑр сӑмси касса илсе ӑна тӑвар сапрӗ, типӗтнӗ какай таткипе пӗрле ывӑлӗ умне пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашсем таварӗсене сутса пӗтермен-ха, йӗри-тавра ыраш, сӗлӗ, утӑ-улӑм, чӑпта, пичке-катка, тискер кайӑк тирӗ тиенӗ тулли лавсем курӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кунта кайӑк кӑвакалсен тӗкне татнӑ иккен, амӑшӗ валли парне хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнтӗ ӑна Ахтупай ҫул хӗрринчи пӗр тунката умӗнче чарӑнни те, вӑл, пиҫиххирен ҫакса тултарнӑ кайӑк кӑвакалӗсене вӗҫерте-вӗҫерте хурса унта канма ларни те савӑнтармасть: Эрнепи пурпӗрех вӑрмантан тухса ун патне пырас ҫук.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уйрӑммӑнах тискер кайӑк тирӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн кӑна пуҫтарман иккен ялсенче ясак шучӗпе: пыл, типӗтнӗ кӑмпа, тискер кайӑк тирӗ, шӑратнӑ ҫу, тӗш тырӑ, кӗрпе.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунсӑр пуҫне тата картиш йӗри-тавра кайӑк вӗҫсе каҫмалла мар хӳме тытса ҫаврӑннӑ; хӳме юписем юманран, хӑмисем темиҫе вершук хулӑнӑш.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗвӗ, ҫӗр ҫумӗпе хуллен ҫеҫ ярӑнса вӗҫекен кайӑк пек, татӑли-татӑлми юхать, чӗрене кайса тивсе ҫынна ирӗксӗрех шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑткӑн кайӑк вӑрмана кӗрсе ҫухалсан ял шӑпланса каллех тутлӑ ыйха путать.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та хӑйӗн малтанхи сукмакне манайман ҫӑткӑн кайӑк тӗттӗм пулса ҫитсен ял патнелле ҫывхарса ун йӗри-тавра пӗрре чупса ҫаврӑнатех.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тискер кайӑк хуйхине манса кайтӑр тесе хуҫа читлӗхе тепӗр йытӑ кӗртсе янӑ, анчах арӑслан ӑна ҫавӑнтах ҫурса тӑкнӑ.

Хозяин думал, что лев забудет свое горе, если ему дать другую собачку, и пустил к нему в клетку живую собачку; но лев тотчас разорвал ее на куски.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Тарӑннӑн сывласа илсе кайӑк мӑйне тӑсса янӑ, ҫунаттисемпе сулласа кӑшт туртӑнса илнӗ те шыв хумӗсене ҫаклана-ҫаклана сывлӑша ҫӗкленнӗ.

Лебедь вздохнул, вытянул шею и, взмахнув крыльями, приподнялся и полетел, цепляя крыльями по воде.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Кирек ӑҫта кайсан та — вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетет, вӗлтӗркке пакшасем куҫ умӗнчех турат ҫинчен турат ҫине сике-сике ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Санӑн та ҫапла калама вӗренмелле, Кӗпӗрьян, кайӑк йӑвисене ватса ҫӳриччен…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗнле кайӑк пулчӗ вара ҫав — эпир ҫини? — ыйтрӗ Ваня.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех