Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине килтен МТС-а кайнӑ чухне Валентина яланах мӗн курнине сӑнанӑ, шухӑша кайнӑ, вара, вӑл хапхаран кӗрсен, унӑн шухӑшӗсем тӳсӗмсӗр хӗвӗшнӗ, унӑн темле ӗҫе те тӑвас килнӗ, унӑн вӑй-хӑвачӗ тулли пулнӑ.

Как всегда, утренний путь от дома до МТС был для Валентины путем наблюдений и размышлений, и когда она вошла в ворота, она была полна нетерпеливыми мыслями и желаньями.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗр пӗчӗк хиртен теприне куҫма, кӗске «ҫаврӑмсем» тума мӗн чухлӗ вӑхӑтпа горючи сая кайнине, тӗрлӗ организациллӗ ӗҫе тума, колхоз-карликсеи нумай хуҫисемпе калаҫма мӗн чухле вӑхӑт сая кайнине курчӗ вӑл.

Она видела, что и время и горючее теряются на переезды с одного крохотного поля на другое, на кружение по коротким «загонкам», на всяческие организационные дела со многими хозяевами колхозов-карликов.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку мӗн пурӗ те Мускав ҫыннисенчен нумайӑшӗсем килтен ӗҫе ҫитме ирттерекен вӑхӑт чухлӗ.

Это столько, сколько многие москвичи тратят, чтобы попасть из дому на работу.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗтӗм йывӑрлӑхсене ун пек кӑтартса пама никам та пултараймасть, анчах ҫынсем хӑйсем йывӑр ӗҫе тытӑннине пӗлсе тӑма тивӗҫ…

Так обрисовать все трудности, как он, не сумеет никто, а люди должны знать, что берутся за трудное дело…

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӳресе курать, шухӑшласа пӑхать — унтан каллех ӗҫе!

Поездит, подумает— и снова за дело!

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах халӗ, хӗрӗм, ӗҫе санӑн йышӑнма тивет пулӗ.

А пока, племянница, видно придется тебе браться за дело!

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй ӗненмен пысӑк ӗҫе ертсе пыма пултараймасть ҫын.

Не может возглавлять большое дело человек, который в него не верит.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халӗ вӗсем Настя Огородниковӑпа пӗрле ӗҫе епле сарса ярӗҫ те, вара хӗрӳ пулса тӑрӗ!»

Теперь они в паре с Настей Огородниковой такие развернут дела, что жарко станет».

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ун вырӑнне вӑл пӗрре ярса тытать пулсан, вара ӗҫе тунӑ тесе шутлать.

 — Ну, зато уж если возьмется, то считай дело сделанным.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Сехетпе ӗҫлес графике тата ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелессине пурнӑҫа кӗртме пуҫличчен малтан пирӗн ертсе пыракансен хӑйсем тавра пӑхса ҫаврӑнмалла.

— Прежде чем вводить почасовой график и новую организацию труда, нашему руководству вокруг себя, надо поглядеть!

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сире ҫакна тума уйрӑмах йывӑр, мӗншӗн тесен эсир пур ӗҫе те юратса тунӑ.

Вам особенно трудно это, потому что вы все делали с любовью.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унта лайӑх ӗҫлекен бригадӑсен опытне кӑтартманпа пӗрех, ҫак опыта сарас ӗҫе епле йӗркелени ҫинчен пӗр самах та, пачах пӗр сӑмах та каламан.

Там почти не показан опыт хорошо работающих бригад, не сказано ни слова о том, как организовать работу по распространению этого опыта.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑп, эпӗ пӗтӗм ӗҫе Белавинран илсе шутланине, Огородниковӑна ниме те хуманнине ниепле те тавҫӑрса илме пултараймастӑп!

Я просто не понимаю, я не могу постигнуть, как можно всю работу рассчитывать исходя из Белавина, и ни во что не ставить Огородникову.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку тырӑ тӑкакласси патне ҫеҫ мар, колхозри ӗҫе йӗркерен кӑларасси патне те илсе пырать.

Это ведет не только к потере зерна, но и к дезорганизации колхозной работы.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Трактор бригадисене уй-хир бригадисем ҫумне пур ӗҫе тума та — сухалассинчен пуҫласа тырпул пухасси таран — ҫирӗплетмелле.

Прикрепление тракторных бригад к полеводческим бригадам на все виды работы — от пахоты до уборки.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пуху пуҫланиччен Василипе калаҫаймарӗ вӑл, анчах мӗн тӗрӗслеменни, сӑнаса пӗлменни ҫине вӑл та шанӑҫсӑрла пӑхнине пӗлнӗ, ҫак шанӑҫсӑрлӑх урлӑ каҫсанах, вӑл та ҫӗне ӗҫе хӑйне евӗрлӗ сулӑмпа, хӗрӳлӗхпе пуҫӑнма пултарассине аван пӗлет.

Он не успел поговорить с Василием до собрания, но знал и его недоверчивость ко всему непроверенному, неиспытанному, знал и его способность, раз перешагнув через эту недоверчивость, взяться за новое дело со свойственным ему размахом и темпераментом.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халичченхи пӗтӗм ӗҫе вӑйлатмалла…

Всю старую работу поломать надо…

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак яланах ӗҫе хӑй тума тӑрӑшнине пӗлтерекен сӑмахсене Андрей пурнӑҫ тӑршшӗпех тытса пынӑ.

Эти упрямые слова Андрей пронес через всю жизнь.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Манӑн чӗрене ыраттарни ҫинчен шухӑшламасть те, хӑйӗн ӗҫе ҫинчен, МТС ҫинчен шухӑшлать, анчах ман ҫинчен мар.

И не думает о том, что сделала мне больно, думает о своей работе, об МТС, но не обо мне.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Апла тепӗр икӗ кунтан ӗҫлеме тытӑнатӑн? — терӗ ӑна Прохарченко, ӗҫе татса панӑ пекех шутласа.

— Значит, через два дня оформляешься? — сказал ей Прохарченко так, как будто дело было решено.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех