Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗчӗк (тĕпĕ: пӗчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк Ильяс, шӑлне хыттӑн ҫыртса, авӑна-авӑна кӗчӗ пулин те, сасӑпа кӑшкӑрса ямарӗ, куҫҫульне те кӑтартмарӗ.

Маленький Ильяс закусил губы и терпеливо сносил удары, не закричал и не заплакал.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӳртре, кӑмака ани ҫинче, — шӑши куҫӗ пек ҫутӑ мӗлтлетет: пӗчӗк кӗленчепе лартнӑ ҫу ҫиппи ҫунать.

В избе, на шестке, мерцал огонек величиной с мышиный глаз: в маленькой стеклянной баночке плавал масляный фитилек.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗчӗк ялта, паллах, ун пек хыпара илтмесӗр тӑма пулмӗччӗ.

В маленькой деревне такую новость не утаишь.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алӑк урати урлӑ каҫсанах: — Элентей хӑта-а!.. — тесе татӑлнӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ, ыталаса илнӗ йыттипех алӑк патӗнчи кутник сакки ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ; халиччен нихҫан куҫҫуль кӑларманскер, пӗчӗк ача пек макӑрма тытӑнчӗ.

Едва переступив порог, он срывающимся голосом крикнул: — Дядя Элендей! — и с собакой на руках без сил опустился на кутник-лавку возле двери, до сих пор никогда не плакавший на людях, он зарыдал в голос, как маленький ребенок…

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӑваш ялӗнчи пӗчӗк пӳрте авалхи йӗркех кӗрсе вырнаҫнӑ темелле — ҫыннисем ҫемҫен кӑна калаҫатчӗҫ.

Кажется, в маленькую избушку чувашской деревни возвратились древние обычаи — люди говорят тихо, размеренно.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акӑ пӗр пӗчӗк ҫавра кӳлӗ хӗрринче ватӑ вӗрене авӑнса аннӑ, хуҫӑк тӑрӑллӑ турачӗ ҫӳлелле кармашнӑ, йывӑҫҫи хӑй вара халь-халь шыва выртса ҫӑвӑнассӑн туйӑнать; вӑл ҫакӑнта ҫитсе чарӑннӑ та кӑштах канса илмӗ чавсаланса выртнӑ тейӗн.

А вот на берегу небольшого круглого озерка накренился старый клен, его сломанная верхушка по-прежнему устремилась ввысь, а само дерево того и гляди рухнет в воду; кажется, что оно шло-шло, вернее, падало-падало, устало и облокотилось немножко передохнуть.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗчӗк чугунпа чей вӗретсе пачӗ, ҫӑкӑр касрӗ, хуппипех пӗҫернӗ ҫӗрулми лартрӗ.

Вскипятил в небольшом чугунке чай, нарезал хлеба, поставил на стол картошку в мундире.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Усалук тарҫи — Вӑрӑм Сантӑр — вӑрман хӗрринчи пӗчӗк ҫуртра пурӑнать.

Работник Узалука — Длинный Сандор живет на краю леса в небольшой избушке.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хам ҫакӑнта пулсан-и, тупата, ҫак пӗчӗк пӳрте эрне хушшинче курница тӗсӗ кӗртетӗп…

Будь я тут, я бы за неделю сделала из этого маленького домика настоящую горницу.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селимене текех пӗчӗк хӗрача темӗпӗр, хӑй пирки хӑй шухӑшлама пӗлекен ҫын.

Селиме уже не маленькая девочка, она самостоятельный человек.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пек ҫынна ҫӗнӗ пӳрт лартасси, чӑн та, пӗчӗк ӗҫ мар ӗнтӗ.

Да, такому, как Шерккей, поставить дом — дело не из легких.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сулхӑн та таса пӑлтӑрта, пӗчӗк сӗтел хушшинче, Володя аппӑшӗ кӗнеке вуласа ларать.

В сенях было прохладно и чисто, Володина сестра сидела на лавочке и читала книгу.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑлтӑр алӑкӗ умӗнче пӗр илемлӗ хӑмӑр йытӑ хӑйӗн икӗ пӗчӗк ҫурипе йӑпанса выртать.

Возле сенной двери лежала красивая коричневая собака с двумя щенками.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Капкай килйышӗ валли Утламӑшсем ял хӗрринче пӗчӗк пӳрт лартса пачӗҫ, пӳртӗнчен инҫех мар лаҫӑ турӗҫ — тимӗрҫӗсӗр пурӑнма ҫук ӗнтӗ, юман тымарӗнчен тунӑ акапуҫне тимӗр калаклӑ сухапуҫ улӑштарчӗ, тӑн-тӑн пурӑнакан ҫынсем урапи кустӑрмисене шинлаттара пуҫларӗҫ; таҫта катана кайса ҫӳриччен ялтах тимӗрҫӗ пурри лайӑх ҫав.

Утламышцы построили для семьи кузнеца небольшой дом на краю деревни, неподалеку возвели и кузню — жить без своего кузнеца в деревне было невозможно, потому что дубовую соху-косулю уже давно сменила железная, а зажиточные хозяева вон и колеса стали обивать железными шинами.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак кӑптӑрмӑш хыткан хӗрарӑм, ӳпле пек пӗчӗк ҫуртӗнче арсӑр-ачасӑр пурӑнаканскер, ҫакӑн пек йӗркене епле кӑна ӑста вӗренсе, мӗнле хӑватпа вӗрсе инкекрен хӑтарни ҫинчен шухӑшласа, Шерккей тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, ӑна пӗр сӑмах та хирӗҫ каламарӗ, ыйтмарӗ.

Он не переставал удивляться: откуда эта щуплая худощавая женщина, живущая одиноко в своем маленьком домике, знает все эти колдовские штучки, Шерккей ни словом, ни делом ни разу не поперечил ей, не спросил ни о чем лишнем.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗн ачаран хыткан та йӗркесӗртерех ӳснӗскер, хӑйне кун курмалӑх чеелӗхне ҫитернӗ-ха вӑл: малтан тӗлӗк тупсӑмӗсене чухласа, каярахпа вӗрӳ-суру такмакӗсене тӗшмӗрткеленипе, тӗпчесе-пӗлсех кайман кӳршӗ-аршӑ хушшинче хӑйне кура чапа тухнӑ та, халь те пулин ҫавӑнпа славни тӑранкаласа, Анаткасри пӗчӗк пӳртре пӗр-пӗччен пурӑнать.

С детства худощавая и невзрачная, она тем не менее сумела обеспечить себе жизнь: сначала разгадывала сны, потом стала читать волшебные заклинания и наговоры, а вскоре стала пользоваться авторитетом среди деревенских суеверных кумушек, и теперь поживает себе славно в небольшом домике на Нижней улице.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йывӑҫран касса ӑсталанӑ пӗчӗк чӗресе ука ҫиппе кӑшӑлланӑ, чӗресне темиҫе сум нухрат укҫа янӑ.

Вырезанный из дерева маленький чиряс был перевязан позолоченной нитью, в нем лежали несколько монеток.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклемесӗрех енчен енне пӑхкалать: алӑк патӗнчи кӗтесре пӗр пӗчӗк хура эрешмен, хӗлӗх пек ҫинҫе урисене сывлӑшра вылятса, ҫӳлелле васкавлӑн хӑпарать.

Не отрывая головы от подушки, Шерккей повел глазами по сторонам, точно: в углу соткал свою паутину черный паучок, перебирая тонкими голенастыми ножками, изо всех сил устремился вверх.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗрексӗр пӗчӗк ача, иккӗ-виҫҫӗ ярса пуссанах, ҫӗре ӳкетчӗ, каллех тӑрасшӑн пулса, кӑшкӑрса йӗретчӗ.

А слабый ребенок сделает два-три шага и упадет, пытается снова встать на ноги — не получается, и он заливается плачем.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗчӗк перерыв туса, вырӑн ҫинче ҫавӑн чухлех йӑваланнӑ.

С маленьким перерывом столько же провалялся на кровати.

24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех