Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапса (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫана пуҫ ҫапса пӑхас терӗмӗр».

— Тебя, тебя просим, сынок.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лере те тытса ҫапса пӑрахма пултараҫҫӗ.

А ну как тамошние поймают, убьют ведь на месте?

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр те пӗр шутласан каясчӗ те — стражникӗ-становойӗсене ҫапса пӑрахасчӗ, кантурне ҫунтарса ярасчӗ, кӗлне ҫилпе вӗҫтересчӗ.

Так и хотелось пойти и разнести в пух и прах всех становых и стражников, а потом подпалить и саму контору, а пепел по ветру развеять.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑнса пулнӑ ҫулсенче Яриле унтан виҫӗ чашӑк урпа ҫапса илет.

В урожайный год собирает с этого «поля» три деревянные чашки зерна.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эх, хӑй кивҫене кӗнӗ хуҫана ҫемйи-мӗнӗпех аҫа ҫапса пӑрахас пулсан!

Эх, вот бы всех, кому он должен, до единого поразило громом!

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Авланнӑ хыҫҫӑнах Яриле, чӑпта ҫапса пуйма шухӑшланӑ.

Женившись, Яриле задумал было сколотить денег на рогожах.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван кулкаласа кӗсйине ҫапса кӑтартать.

С улыбкой Ухтиван хлопнул по пустым карманам.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тусанӗ кунта, шӑрши-марши, шӑна-пӑванӗ; алӑ ҫапса хаклашни-кӗлешнисем; тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни, вырӑсла ятлаҫни; чӑпта куписем, хӑмла, ҫӑпата, савӑт-сапа, апат-ҫимӗҫ, ӗҫ хатӗрӗсем; бурлакӗ, грузчикӗ, манахӗ, пупӗ, чиновникӗ; хӗрӗ-арӑмӗ, ачи-пӑчи, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, сутаканӗпе илекенӗ, кӑтартаканӗпе кураканӗ…

Пыли здесь, вони, грязи, мух и прочего летающего и зудящего гнуса видимо-невидимо; а вот и представители «делового люда»: слышно звонкое хлопанье по рукам — сделка состоялась; разноязыкий говор, русская матерщина; товар — кучи рогож, хмель, лапти, посуда глиняная, деревянная, лубочная; стряпня, сушки; тут же — инструменты столярные, плотницкие; всех уравнял базар — тут монахи, бурлаки, чиновники, грузчики, попы; женщины, ребятишки, коровы, быки, продавцы и покупатели, ловкач и-цыгане, гораздые на всякие фокусы, зеваки…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Халер пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче ҫапса пӑрахнӑ».

— Во время холерного бунта его убили.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни самантрах унтан аҫа ҫапса ҫунтарма та, ҫил-тӑвӑл тухса аркатса кайма та пултарнӑ.

Она могла разразиться в любое время.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кавруҫ ҫӳренӗ каллӗ-маллӗ, — Канман-мӗн ҫӗрӗпе сукмак, — Хускалнӑ ӑс пин пӑт чул аллӗ Ахах пӗрчисене тупма: Нумай вӗрсе, ҫапса алларӗ, Тасатрӗ, пӑхрӗ уйӑрса.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чечек утне ҫапса сиктерчӗ, Шӑв-шав енне тӳр ҫул хывса.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ах, ҫавӑ урӑм-сурӑма Мӗнле чӗр чун ҫапса антарӗ?»

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Арифулла ҫывӑхӗнчех пӗр чӗкеҫ хӳрипе ҫапса хӑварас пек вӗҫсе иртрӗ, ҫӑвӑннӑ хушӑра уҫӑ кантӑк патне ҫерҫи ларса каччӑран йӗкӗлтенӗ евӗр нумайччен чевӗлтетрӗ, анчах, пӳртре кушак пуррине туйсан, вӑл та пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс куркисене тултар, халап ҫапса ҫитӗ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан ҫитнӗ Сахрун, ыттисем килессе кӗтсе, пуртӑ аврин тимӗр савӑлне шаларах ҫапса кӗртрӗ, шуратма тесе икӗ юман кӗрешне юнашар йӑвантарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрача, хӑй кӗркунне ҫапса лартнӑ хӑма патне чарӑнса, йӗлтӗр патакӗсене умлӑн-хыҫлӑн юр ӑшне тӑрӑнтарчӗ, сунарҫӑ ҫухатнӑ мулкачне шыранӑ евӗр йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗренсен ҫапла вӗт вӑл: кашни каҫ урама туртать, кашни каҫ чун савнипе калаҫас килет, унта шурӑмпуҫ хӑпариччен, автансем ҫунат ҫапса авӑтиччен ларас килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепри пухура аллипе кӑкӑрне ҫапса хитре сӑмах тухса калама, мухтанма е ӗҫри ҫитменлӗхсене ҫав тери хыттӑн критиклеме пултарать: «хӗрӳ патӑм-ха паян, пӗлчӗҫ ҫынсем ман вӑя, халӗ ӗнтӗ пурте ман майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ» тет вара ҫын ун пек чухне, кайран пӑхать — ӑна никам та хисеплемест иккен, хӑйӗн юлташӗсемех курмӑш пулса иртсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Мӗн тумалла ӗнтӗ халӗ? — шухӑшларӗ вӑл, правленине кайма хатӗрленсе. — Халап ҫапса лармалла-и?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех