Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фома мужик ҫине пӑхса илнӗ, — лешӗ, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса, мӗн пулса иртнине нимӗн те ӑнланмасӑр юлнӑ пек, хӑйӗн тавра алчӑраса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхкаланӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лешӗ, пырне аллипе шӑлса илнӗ те, ҫаврашка куҫӗсемпе йӑмӑкӗ ҫине пӑхнӑ.Та тотчас погладила рукой горло и уставилась круглыми глазами в лицо сестры.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ватӑ Сунь куҫӗсене шӑлса илчӗ те таса кӑмӑлпа пуҫларӗ:Старый Сунь старательно вытер глаза и с искренним чувством заговорил:
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унтан васкаса ҫаннипе кан хӗррине шӑлса тасатрӗ те, хӑнана ларма сӗнчӗ:Потом суетливо вытерла рукавом край кана и заботливо пригласила:
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Старик тарланӑ ҫамкине ҫаннипе шӑлса илчӗ те хуллен: — Мӗн калӑп эпӗ… манӑн урӑх нимӗн те ҫук. Мӗнле йышӑнтӑр, ҫапла пултӑр, — терӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Старик чарӑнса тӑчӗ, хыткан пӳрнисемпе пуҫне шӑлса, малалла пуҫларӗ:Старик остановился, вытер глаза иссохшими пальцами и продолжал:
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем кӗнӗ ҫӗре Дасаоцза чӳрече еннелле ҫаврӑннӑ та куҫҫулӗсене шӑлса ларать.Когда они вошли в комнату, Дасаоцза уже сидела лицом к окну и вытирала слезы.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Виҫӗ уйӑх пурӑнмалӑх ҫапӑ татнӑ хыҫҫӑн лӑпланнӑ, тарланӑ ҫамкине шӑлса илнӗ, вара пӳртне кӗнӗ.Нарубив хворосту на целых три месяца, успокоился, вытер вспотевший лоб и вернулся в комнату.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вара ҫав «тупӑка» шӑппӑн кӑна ҫурҫӗрти хапхаран илсе тухнӑ та, ӑна юр шӑлса лартнӑ масар ҫине лартса хӑварнӑ.Молча они вынесли «гроб» за северные ворота и оставили его на занесенном снегом кладбище.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тап-таса шӑлса тасатнӑ пысӑк картишне йӗри-таврах йывӑҫ хӳме тытса ҫаврӑннӑ.Большой двор был обнесен деревянным забором и чисто выметен.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир вара, хамӑра ӑҫта кирлӗ ҫӗре вырӑн парсанах, пӗрре сулса, пурнӑҫри мӗнпур ирсӗр-тӗлсӗре, ытлашши япаласене шӑлса тасатӑпӑр.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна калаҫма йывӑр пулнӑ, вӑл пӳлӗнсе, кӑкӑрне алӑпа шӑлса илнӗ.Ему трудно было говорить, он остановился и потер грудь рукой.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Часах вӑл ҫакна чухласа илнӗ: унӑн юлташӗсем шкулта чи лайӑххисем иккен, вӗсем, ҫав хура доска ҫинчи шӑлса пӑрахайман икӗ цифра пек, 5-пе 7 пек, чи малтан куҫ тӗлне пулаҫҫӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Смолин, шуралнӑ пӳрнисене ҫӗтӗкпе тирпейлӗн шӑлса тӑраканскер, Фома ҫине пӑхмасӑр-тумасӑр, ҫӗтӗкне калла хунӑ та, задачӑна пӗтерсе панӑ, унтан каллех аллисене шӑлкалама пуҫланӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Каятӑп, — куҫлӑх айӗнчен пӳрнипе те тар, те куҫҫуль шӑлса, персе ячӗ Лю Шэн.— Уезжаю, — буркнул Лю Шэн, вытирая что-то пальцами под очками — не то пот, не то слезы.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӑшт тӑнӑ хыҫҫӑн ҫав ҫын ҫаннипе вӑрӑм мӑйне шӑлса илчӗ те револьверне пиҫиххи хушшине хӗстерчӗ.Человек постоял, вытер рукавом длинную шею и сунул револьвер за пояс.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл кӗрен тӗслӗ пурҫӑн тутӑр кӑларчӗ те, бригада начальникне юрама тӑрӑшса, ҫепӗҫлӗн кӑна сӑмси тӑрринчи тарне шӑлса илчӗ.вынув розовый шелковый платочек и кокетливо вытирая вспотевший кончик носа.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пичӗ тӑрӑх юхакан тарне гимнастеркин ярханах янӑ ҫухипе шӑлса илсе, Чжао Юй-линь алӑк патне ыткӑнчӗ.Чжао Юй-линь бросился к двери, на ходу вытирая воротом расстегнутой гимнастерки льющийся с лица пот.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ирхине тӑрсан шыв илсе килетчӗҫ, вутӑ ҫуратчӗҫ, картишне шӑлса тасататчӗҫ.Утром, как встанут, принесут воды, дров наколют, двор подметут.
V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл куҫлӑхне хыврӗ, ӑна куртка аркипе шӑлса илчӗ.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.