Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шута (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун-чӗре туйӑмӗсене шута илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл пӗр хушӑ, калас-ши, калас мар-ши тенӗ пек, шута кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Шута кайса ларнӑ ҫӗртех сасӑпа калаҫма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ялан шута кайса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫавӑнпа судьяпа халӑх заседателӗсене приговор ҫырнӑ чухне Комарова айван, ҫамрӑк пулнине шута илме сӗнчӗ, ун айӑпӗ ҫукки, вӑл хӑй чысне хӳтӗлени, ун вӗлерес шут пулманни, ку ӑнсӑртран пулса тухнӑ япала пулни пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ашшӗ ывӑлне чӗн пиҫиххипех хӗненӗ ун чухне, Юра улттӑмӗш класра ҫеҫ вӗреннине те шута илмен.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

«Кашни минута тӗплӗн тишкермелле, кашни хусканӑва шута илмелле», — шухӑшне сасӑпах вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене шута илсе Вероника Комаровӑна айӑплӑ тесе шутлас, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Уголовнӑй кодексӗн 103-мӗш статйипе айӑпласа ҫичӗ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарас…» — халӗ те янӑраҫҫӗ судья сӑмахӗсем Юрий хӑлхинче.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Адвокат ӗҫе тӗплӗн тӗрӗслеме тепӗр хут следовательсене ярса пама ыйтнине шута илес мар.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫавна май вырӑнтисен сӑртлӑ вырӑна шута илсе ҫуртсене тума тивет.

В связи с этим местным приходится строить дома с учетом размещения их на холмах.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Укҫине пайланӑ чухне мана та шута илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫӗрӗпе савнипе пупленине те шута илмест ҫав ӗҫҫи: ял ҫыннин кирек мӗнле пулсан та ӗҫе тухмаллах.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Аня, атя киле, мӗн шута кайса ларатӑн? — Марук аппа сасси шартах сиктерчӗ ӑна.

— Аня, пойдем домой, о чем задумалась? — голос тети Марии застал ее врасплох.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мӗне шута илмерӗ?

Что она упустила из вида?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе Чӑваш Ен Правительстви ҫӑлав службин пурлӑхпа техника никӗсне «Чӑваш Республикинчи халӑх пурнӑҫӗн тата территорисен хӑрушсӑрлӑхне комплекслӑн тивӗҫтермелли тытӑмӑн 2020-2024 ҫулсенчи аталану стратегийӗ» программӑна пурнӑҫланӑ шайра ҫирӗплетес, хальхи вӑхӑтри техника тата ятарлӑ оборудовани туянас тӗлӗшпе пур енлӗн пулӑшса пырать.

Понимая высокую значимость работы спасателей, Правительство Чувашии оказывает всестороннюю помощь и поддержку в совершенствовании материально-технической базы спасательной службы, приобретении современной техники, специального оборудования в рамках реализации программы «Стратегия развития системы обеспечения комплексной безопасности жизнедеятельности населения и территорий Чувашской Республики на 2020-2024 годы».

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/27/gla ... et-s-dnyom

— Ҫаксене пурне те эпӗ, Сталин юлташ, пирӗн умра тӑракан ситуаци мӗн тери йывӑррине сирӗн лайӑх шута илмеллине палӑртасшӑн ҫеҫ калатӑп…

— Говорю все это, товарищ Сталин, к тому, чтобы вы учли всю сложность ситуации, стоящей перед нами…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫӗрулмине, салӑна, ҫӑкӑра шута илӗпӗр.

Картошку, сало, хлеб возьмем на учет.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Главнокомандующи штабӗ приказсем панӑ, — анчах та пилӗк армин пилӗк командармӗ, вырӑнти лару-тӑрува кура тата хӑйсен отрячӗсен кӑмӑлне шута илсе, хӑйсем пӗлнӗ пек ӗҫленӗ.

Штаб главнокомандующего приказывал, — командармы пяти армий действовали по своему усмотрению согласно местной обстановке и настроению своих отрядов.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫӑкӑрпа топливӑна тӗрӗс валеҫни, вӗсене ытларах тупни, ӑна рабочисем енчен тата пӗтӗм патшалӑх масштабӗнче ҫирӗп шута илсе тӑни — ҫакӑ социализма кӗрес алӑк умӗнчи чӑн-чӑн тӗп утӑм пулать…

Правильное распределение хлеба и топлива, усиление добычи их, строжайший учет и контроль над этим со стороны рабочих и в общегосударственном масштабе — это настоящее и главное преддверие социализма…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иккӗмӗш — мӗн пур пек ытлашши тырра ҫирӗп шута илсе, ӑна тӗрӗс турттарса килсе тӑрас пулать…

Во-вторых — строжайший учет всех излишков хлеба и правильный их подвоз…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех