Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чавса сăмах пирĕн базăра пур.
чавса (тĕпĕ: чавса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫула кайма тухнӑ салтак шухӑша кайса пуҫне сулкаласа илчӗ, чӗлхине чӑплаттарчӗ, унтан вара атӑ кунчи ӑшӗнчен чӗлӗмне кӑларса, ун ӑшне табак тултармасӑрах, сӳннӗ табакне чавса хускатрӗ, чӗлӗм туртакан салтакран пӗр татӑк ӑвӑ чӗртрӗ те пуҫӗнчи ҫӗлӗкне илчӗ.

Прохожий солдат задумчиво покачал головой, почмокал языком, потом достал из голенища трубочку, не накладывая ее, расковырял прижженный табак, зажег кусочек трута у курившего солдата и приподнял шапочку.

2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Французӗ чӗлӗмне мӑкӑрлантарса илчӗ, чӗлӗме ӑшӗнчен кӑвар чавса кӑларса вырӑса чӗлӗм чӗрттерчӗ.

Француз разжигает, расковыривает трубку и высыпает огня русскому.

16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Штабс-капитан ҫапах та, пӗшкӗнкелесе те пулин, траншея тӑрӑх уткаласа пырса, тӑпра чавса тунӑ хӳтлӗхсем патне чиперех ҫитрӗ те, сапернӑй офицерпе пӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗртех ӗнтӗ, ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарчӗ те, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх ҫумӗнчи шӑтӑка кӗрсе ларчӗ.

Штабс-капитан, однако, сгибаясь, по траншеям благополучно дошел до ложементов, расставил с саперным офицером, уже в совершенной темноте, людей на работы и сел в ямочку под бруствером.

4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫуртсем курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ кунта; хӑвӑр умӑрти чӑнкӑ ту ҫинче эсир темӗнле канавсем чавса тултарнӑ хура та таса мар вырӑн пуррине куратӑр, ҫав ӗнтӗ вӑл 4-мӗш бастион…

Впереди себя на крутой горе видите какое-то черное, грязное пространство, изрытое канавами, и это-то впереди и есть четвертый бастион…

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Аллисем чавса таранах юнлӑ вӗсен.

С окровавленными по локти руками.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Шӑшисем утӑ ӑшне ан кӗччӗр тесе, пилӗк капан тавра канав чавса ҫаврӑнтӑмӑр.

Окопали пять стогов сена канавами от мышей.

Звено дневникӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пахча илемӗ пӗтрӗ: йӑрансене чавса пӗтернӗ, ҫимӗҫ тунисем типсе кайнӑ, купӑста ҫеҫ ӗлӗкхи пек капӑр, улпут майри пек, ларать.

А на огороде стало скучнее: грядки выворочены, ботва посохла, только капуста по-прежнему нарядная, расселась, как барыня.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пахчине аван чавса тухнӑран, унта иҫӗм ҫырли ӗлӗкхинчен те нумай аван пула пуҫланӑ.

Землю в винограднике так хорошо перекопали, что стало плода родиться много больше.

Пахчаҫӑпа унӑн ывӑлӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла вӗсем пӗтӗмпе пахчине чавса тухнӑ.

И всю землю перекопали.

Пахчаҫӑпа унӑн ывӑлӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан аяккинелле чавса кӗнӗ шӑтӑка кӗртсе лартнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫине хунӑ.

подсунули сидьмя под землю, заправили ему руки на живот.

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шӑтӑкне ахаль шӑтӑк пек чавман; малтан тӳрӗ чавса аннӑ, унтан аяккинелле кӑмака пек чавса кӗнӗ.

Яма вырыта не простая, а подкопана под землю, как подвал.

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Магнита тимӗр тӑприпе пӗрле ҫӗртен чавса кӑлараҫҫӗ.

Магнит находят в земле с железной рудой.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл шалҫа илнӗ те ҫӗрне чавса пӑхнӑ.

Он вышел на огород и колом ощупал землю.

Йӑмра // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хурӑн шывӗ ӗҫес тесе, ачасем ӑна чавса шӑтараҫҫӗ те унӑн сӗткенӗ юхса тухать, ҫапла вӑл типсе хӑрать.

Так и береза засыхает, когда ребята продолбят лунку, чтобы пить сок, и весь сок вытечет.

Улма йывӑҫҫи // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йывӑҫ варрине пӗтӗмпе чавса хӑвӑллатсан та, вӑл типмест, хуппи анчах чӗрӗ пултӑр.

Можно из дерева выдолбить все нутро, но только бы кора была жива, и дерево будет жить.

Улма йывӑҫҫи // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫулсерен вӗсен таврашне чавса ҫемҫететтӗм; мулкачӑсем кӑшласран, хӗле кӗрес умӗн улӑмпа чӗркесе ҫыхаттӑм.

Весною и осенью окапывал их, и на зиму завертывал соломой от зайцев.

Улма йывӑҫҫи // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Самюэль Вернона вӗлернӗ хыҫҫӑн португалсен аллине ҫакланиччен Негоро вӑрланӑ укҫана, вӗсене илме хӑҫан та пулин таврӑнас тесе, ҫӗре чавса чикнӗ иккен.

Очевидно, после убийства Самюэля Вернона, но до того, как он попал в руки португальцев, Негоро закопал в землю украденные деньги, чтобы когда-нибудь вернуться за ними.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунта, тен, Вӑтаҫӗр Африкӑн ытти вырӑнӗсенчи пек ҫурт тумасӑр ҫӗре шӑтӑк чавса пурӑнакан йӑхсем пулнӑ пуль.

Возможно также, что здесь, как и в других областях Центральной Африки, жили племена, которые не строят домов, но селятся в ямах, вырытых в земле.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пакӑлчак шӑммисем, ал сыпписем, икӗ чавса ҫинче кӗленче шӑрҫа ҫыпӑҫтарнӑ пӑхӑр сулӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.

На лодыжках, на запястьях, на обоих предплечьях короля звенели медные браслеты с инкрустацией из стеклянных бус.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл ҫапах ӑна ахаль хӑварасшӑн пулмарӗ: хӑвӑртрах урисемпе чавса ун ҫумнех шӑтӑк алтрӗ те, ӑна урисемпе шӑтӑка йӑвантарса ярса, тӑпрапа витсе хучӗ.

Но он не оставил ее. Он стал торопиться лапами подле нее рыть яму, и когда вырыл яму, то лапами завалил в яму черепаху и закопал землею.

Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех