Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑш сăмах пирĕн базăра пур.
сывлӑш (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшал сассисемпе чӗтренчӗ Нӳрленнӗ сывлӑш, шав тӗпренчӗ — Кӗрлерӗ вирлӗ тытӑҫу.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӗр тӗлӗрет: канать ир умӗн, Кӑшт анаслас килет тӗнчен; Ҫӳҫентермест-тӗр сывлӑш хумӗ Касса халь Атӑл леш енчен.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫу кунӗ янкӑр та тӳлек, Лӑп сывлӑш ачашлать пит ӑшшӑн, — Тӳнче, тен, хӑй те йӑпанасшӑн?

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каҫ сулхӑн, Атӑл леш енчен Нӳрленнӗ сывлӑш хумӑн-хумӑн Касса чуп турӗ питӗнчен.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сасартӑк, тем таҫти ҫӗртен Ҫитсе, ыр сывлӑш лӑпкӑн, уҫҫӑн, Кӗҫ ӑшӑ хумӑн сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑрта утать вӑл васкаса, Тӑрать кӑшт сывлӑш ҫавӑрма.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та ҫилсӗрех Нӳрленнӗ сывлӑш хумханать…

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нӳрленчӗ сывлӑш, пӗлӗт туртрӗ, Кӗҫ чарӑнчӗ ял кашлама — Лӑпланчӗ аслӑ Чашлама.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫа ҫӗр-ҫӗр тӗс ачашлать, Тӳпе тӑп-тӑрӑ, сывлӑш тутлӑ, Ҫан-ҫурӑмра чӗр вӑй ташлать.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та Левентее пӳртре тӑвар, пулӗмсенче ӑна сывлӑш ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта та сывлӑш вӗри, ҫапах та хӗвел хӗртмест, ытла пӑчӑхса ҫитнӗрен кӗрсе канма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗнччен куҫ сиктермесӗр пӑхсан та, унта нимӗн те курӑнмасть, ҫурхи ӑшӑ сывлӑш чӗтревӗ ҫеҫ ҫӗр пӑсланнӑ пек туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл сывлӑш ҫа-вӑрма кӑшт чарӑнса тӑчӗ, тарланӑ ҫамкине алтутрипе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сывлӑш нӳрелнинченех сисӗнет, ҫӗр чылая кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир унпа пӗрлех пулнӑччӗ, — йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун ҫинчен вӑл шутламарӗ, приказа вуласа пӗтерсен те чӗрине савӑнӑҫ тулса ларнӑран сывлӑш ҫавӑрайман пек ыттисемпе пӗрле ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сывлӑш ҫавӑрма пӑртак тӑхтаса тӑчӗ, анчах хӑйне кам та пулин чарасса кӗтмерӗ: ун пек ҫын пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Симун хӑй тӗрӗс каланине лайах пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сана, ырӑ тӑванӑм, Тавридӑри вӗри сывлӑш юрамасть.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ах темесӗр сывлӑш та тухмасть-ҫке пирӗн…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван», - тет вӑл тӗл пулнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех