Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрех (тĕпĕ: пӗрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ арча манпа пӗрле пур пӗрех пӗтет».

Все равно сундук пропадет вместе со мной».

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

— Кольбер, эпӗ пур пӗрех нихӑҫан та санӑн арӑму пулмастӑп!

— Кольбер, я все равно никогда не буду вашей женой.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Ну, пур пӗрех.

Ну, все равно.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Манӑн халӗ пур пӗрех шӑл сурать.

Все равно у меня болят зубы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

— Халӗ пур пӗрех, — терӗ вӑл попугая аса илтерекен сасӑпа; ҫак кайӑк хӗрсе кайнӑ самантсенче ҫапла калаҫать, — эсӗ мана курнине никам та ӗненмест.

— Теперь все равно, — сказал он голосом, напоминающим голос попугая, когда птица в ударе, — все равно, тебе никто не поверит, что ты видел меня.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Ҫакна ҫивӗч инстинкт тейӗпӗр — пур пӗрех мар-и…

Назовем это острым инстинктом — не все ли равно…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Анчах пур пӗрех — выльӑр хальлӗхе.

Но все равно, играйте пока.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Сана, Дюк, хӑҫан та пулин таршӑн пур пӗрех ҫакса хураҫҫӗ, манӑн вара — ачасем.

 — Тебя, Дюк, все равно когда-нибудь повесят за порох, а у меня дети.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Мӗн пӳрни пур пӗрех килет.

А это было бы неизбежно.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Пур пӗрех мар-и?

— Не все ли равно?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Пур пӗрех, — терӗ Аллигу, — укҫа мана лекет.

— Все равно, — сказал Аллигу, — денежки мои.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унӑн мӑйӑхӗ ҫукпа пӗрех, янахӗ вара пӗчӗклетнӗ чул муклашки евӗрлӗ.

У него почти не было усов, а подбородок напоминал каменную глыбу в миниатюре.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Кийне тӗкнӗ май Энниок вырӑнтан тапранмарӗпе пӗрех.

— Ударяя кием, он почти не сходил с места.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кунта ӗнтрӗк ҫапнӑ; хулӑн пусмапа карнӑ лутра кантӑксем ҫутӑ кӗртмеҫҫӗпе пӗрех; мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ пысӑках мар бильярд пушӑ класри ачасем вӗренмелли пурӑ хӑмилле тӗксӗммӗн курӑнать.

Здесь были сумерки; низкие окна, завешанные плотной материей, почти не давали света; небольшой ореховый биллиард выглядел хмуро, как ученическая меловая доска в пустом классе.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Маншӑн пур пӗрех.

Мне все равно.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Эрне, икӗ эрне — пӗрех мар-и? — сӳрӗккӗн хирӗҫлерӗ Энниок.

— Неделя, две недели — какая разница? — равнодушно возразил Энниок.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кастро сехӗрленнӗрен, ывӑннӑран ухмаха ернӗпе пӗрех.

Кастро был разбит ужасом и усталостью.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Хӗвел аннӑпа пӗрех, тин ҫеҫ тӑрӑнтарса лартнӑ, пурӑпа ҫырнӑ хӗресе юлашки пайӑркасен ҫутинче шыраса тупрӗ телейлӗскер; вӑл картаран инҫех мар, масарӑн ешӗл, чечекленекен, чи аякри, тӗттӗм кӗтесӗнче.

И к тому времени, когда солнце садилось, несчастная, в последнем его свете, отыскала свежий, с надписью мелом крест; он стоял невдалеке от ограды, в дальнем, самом глухом, зеленом и цветущем углу кладбища.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Тытӑнчӑклӑ та кӑнттаммӑн калаҫнӑран, пурин ҫине те йӗрӗнсе пӑхнӑран, ыттисен хуйхи-инкекӗшӗн савӑнӑҫне пытарманран унпа туслашакан ҫукпа пӗрех; унӑн пӗр тус та ҫук; вӑхӑтлах юлташӗсем, шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗри тусӗсем укҫа енчӗкӗ мӗнле пушанать — ҫав самантрах унран сивӗнеҫҫӗ.

Отрывистая, грубая речь, презрительное выражение лица и нескрываемое злорадство при виде чужих печалей не особенно располагали дружить с ним; друзей у него не было; а временные приятели, сподвижники кутежей, охладевали к обществу Пьера равномерно с отощанием его кошелька.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

— Чӑннипе каласан — маншӑн пур пӗрех.

 — Мне, в сущности, все равно.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех