Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхма (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ӗнер ҫеҫ унтан ҫыру илтӗм, итлес кӑмӑлӑр пулсан, ӑна вуласа пӑхма пулать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑхма вӑл калама ҫук тӳлек, ҫав кунтан курӑнакан йӑмрасем евӗр, унта ҫынсем ҫав тери лӑпкӑ пурӑнаҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калаҫса тӑма ун вӑхӑт пулмарӗ, часрах выльӑх пӑхма тухас пулать, амӑшӗ Хаятпа пӗрлех килнӗ пулас, кӑмака хутса яма та ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑмахпа вӗлерес марччӗ, тетӗп, пӑхма хушсан, пӑхмастӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Иван пичче, — терӗ Левентей, унпа никам ҫук чухне калаҫма тӗл килнӗшӗн хӗпӗртесе, — сана икӗ ҫӗрте выльӑх пӑхма ӗлкӗреймест, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, йывӑр ӗнтӗ ӑна, пӑхма та улӑх тӑрӑх чупмалли каччӑ кӑна вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ҫук, вӑл кунта та ҫынсене вӗрентсе ҫӳрет, унсӑр пуҫне выльӑх пӑхма пӗлмеҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Комсомолецсем мӗнпур лашана хамӑр пӑхма тытӑнатпӑр, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫуркунне малтан пахчара сӑнаса пӑхма ӗмӗтленетӗп-ха.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑхма вӑл ҫывӑх пек, урампа ҫын иртсе пыни те е мӑрьерен тӗтӗм йӑсӑрланса тухни те курӑнать, Тутаркас правленине ҫитме сахал та, ҫухрӑм утас пулать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа сӑлтавсӑрах хӗрелсе кайрӗ, пӗр вӑхӑт ни Укахви ҫине пӑхма, ни тирӗкрен яшка ӑсса илме аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле лартнӑ сана лаша пӑхма?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ вӑл час-часах хӑйӗн хыҫнелле, ҫумӑр пӗлӗчӗсем йӑсӑрланса килекен еннелле пӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кремль хапхинчен тухсан ҫынсем хӑйсене ирӗклӗн туйрӗҫ, хыттӑн калаҫма, шӳтлесе кулма, парнисене ҫавӑра-ҫавӑра пӑхма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сильвестр атте ыйтӑва татса париччен чӑваш тата ҫармӑс мӑрсисемпе калаҫса пӑхма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр пӑхма тесе илсе кайрӗ те юлташӗ ӑна, акӑ виҫӗ кун ӗнтӗ киле килме памасть.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑхма тӗреклӗ-ха темӗн чухлӗ ача-пӑча ӳстернӗ аксакал (унӑн ывӑл кӑна саккӑр пулнӑ теҫҫӗ, тата вӑл хӗр ачасенчен те катӑк пулман иккен).

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кам сивӗ куҫпа пӑхма хӑйрӗ сан ҫине?

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳлӗм чӳречисене тул енчен тимӗр пралукпа тыттарнӑ, вӑл аякран пӑхма та тӗрме пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах тул ҫутӑлсан виҫҫӗн лашасене пӑхма тухрӗҫ те Аникей лаши хыттӑнах уксахланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех