Шырав
Шырав ĕçĕ:
Разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, Гробовицӑра четниксем ултҫӗр ҫынна яхӑн имӗш, ҫавӑнпа вӑл хӑйсенчен йышлӑрах тӑшманпа ҫапӑҫса ҫухатусем тӳсесшӗн, шыв урлӑ каҫма палӑртса хунӑ ӗҫе кӑткӑслатасшӑн пулмарӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Юлашки сӑмахне хӗрарӑм тата хытӑрах палӑртса каларӗ те темиҫе секундлӑха чарӑнчӗ.— И на последних словах женщина сделала ударение и замолчала на несколько секунд.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
(Джурдже «пирӗн», «кӑлармалла», «коммунист» сӑмахсене уйрӑмах палӑртса каларӗ, мӗншӗн тесен Павӑл ӑна темиҫе кун каярах партине илнӗ).
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Лодыжкин мучин Мисхорпа Алупка хушшинче, аялти ҫултан анатарах, тахҫанах палӑртса хунӑ пӗр кӗтес пур, унта апатланма пит аван.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫак улшӑнусене халь вӗсем, кашниех пӗр-пӗринче курса, хӑй ӑшӗнче палӑртса хучӗҫ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малтанах палӑртса хунӑ маршрутпа каяс пулсан, унӑн халь Чул тӑкӑрлӑк тӑрӑх Кӑнтӑр каналӗн типнӗ юппине тухмалла та, унӑн хытса ларнӑ тӗпӗпе чупса, вӑрмана кӗмелле, вара тусем пуҫланаҫҫӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫаксене те вӑл малтанах палӑртса хунӑ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тепӗр юнкун вуникӗ сехетре, Дзюбӑпа малтанах палӑртса хунӑ вӑхӑтра, Кларк Ужгород урамӗпе Киев урамӗ кӗтесленнӗ тӗлти парикмахерскине кӗчӗ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Грузовик вӗсене, малтан палӑртса хунӑ пекех, чугун ҫул обходчикӗн ҫуртӗнчен инҫех те мар кӗтсе тӑрать.Грузовая машина ждала их, как и было условлено, неподалеку от домика путевого обходчика.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн ҫӗрле шыв урлӑ каҫмалла, тепӗр кунне каҫхине палӑртса хунӑ вырӑнта кимӗсемпе кӗтмелле.Он должен был перебраться ночью через реку и завтра вечером в условленном месте ждать с лодками.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Калас тенине пӗтӗмпех каларӑм эпӗ сана, — татса хучӗ Павӑл, урӑх калаҫма шухӑш ҫуккине палӑртса.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ҫак маршрута вӑл чикӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ кунсенчех, темиҫе эрне малтанах, палӑртса хунӑ пулас.— Этот маршрут он наметил себе еще в те дни и недели, когда готовился к переходу границы.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӗнле тӑшманпа тӗл пулма тӳр килнине Смолярчукӑн малтанах палӑртса хумалла.Смолярчук должен точно знать, с каким противником будет иметь дело.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Терезия унпа тӗл пулманнине палӑртса пуҫне сулчӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Малтанах палӑртса хунӑ пӗрремӗш кун эпӗ кая юлтӑм, вулама пуҫласан тин ҫитрӗм.В первый назначенный день я опоздал и пришел, когда уже читали.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи вӑхӑтра Авдотья Васильевна, хӑй амаҫури пулнине палӑртса, ачасем тата килйышри ҫынсем амаҫури ҫине яланах япӑх та тӗрӗҫ мар пӑхни, ҫавна пула ӑна мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен систерсе калама юрататчӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте ҫапла ыйтсан, Яковӑн пӳрнисем хирӗҫленине палӑртса ҫурӑмӗ хыҫӗнче выляна пуҫланине тата вӑл: «каллех калатӑп, пирӗн ӗҫ — тӗрӗс ӗҫ, Петр Александрович» тесе, хӑйӗнне ӗнентерме тӑрӑшнине сиссех тӑтӑм.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр шай таран аталаннӑ ӑнланупа пурӑнакансем хӑйсем палӑртса хунӑ чикӗрен тухса каймаҫҫӗ, кирек мӗне те вӗсем пӗрешкелтерех хаклаҫҫӗ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Соня хӑйӗн янӑравлӑ сассипе кӑмӑллӑн кулать, лешӗ тӗрӗс чухланине палӑртса, пуҫне сулать.Она смеялась своим милым звонким смехом и делала ему головкой знак, что он угадал.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗншӗн тӑп-тӑп чӑмӑртаннӑ тутисем ытла та тӗссӗр, мӗншӗн эпӗ вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ чух, ҫӗр ҫинчи пек мар лӑпкӑлӑха палӑртса, ҫӳҫ пӗрчисемпе ҫан-ҫурӑм тӑрӑх ҫӳҫентерекен сивӗ туйӑм сараҫҫӗ вӗсем?..
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.