Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир, Гелли, — терӗ Нок, — хальлӗхе ҫамрӑк, анчах сирӗнте хӗрарӑм вӑрансассӑн вӑл сирӗн ӑратри ытти кӗрен ҫӑтӑхсенчен, арҫыннӑн пуҫ мимипе юнне, чӗрине ӗмсе пӗтерекенсенчен тата ӑна тӑтӑшах усал, тискер ӗҫ тума хистекенсенчен нимӗнпе те лайӑхрах пулмӗ.

— Вы, Гелли, — сказал он, — еще молоды, но когда в вас проснется женщина, она будет ничем не лучше остальных розовых хищников вашей породы, высасывающих мозг, кровь, сердце мужчины и часто доводящих его до преступления.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ах, тӑванӑм, хӑвӑн халь-халь ҫӑлӑнасла чунна ан пӑлхатсем… ҫавӑнпах — этем мӑнаҫлӑхӗпе тулса ларнӑ карапна сутса яни лайӑхрах мар-ши?

Не лучше ли, о брат мой, продать этот насыщенный человеческой гордостью корабль, чтобы он не смущал твою близкую к спасению душу?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Чӗр чун апачӗ ҫылӑхлӑ, ашсӑр кухньӑпа тӑранса пурӑнма пуҫланӑранпа хама унчченхинчен чылай лайӑхрах туятӑп.

Животная пища греховна, и я чувствую себя теперь значительно лучше, питаясь вегетарианской кухней.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аппӑшӗ каллех калать ӑна: — Эх, Петя, тӑхтасамччӗ! Шыв ҫинчи пӑр лайӑхрах шӑнтӑр-ха, халӗ вӑл ытла та ҫӳхе, шыва путӑн, — тет ӑна.

А курочка и говорит ему: — Ох, обожди, Петя, дай реке совсем замерзнуть: теперь еще лед очень тонок, утонешь.

Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.

Санитар Крапивин хушмасӑрах айккине пӑрӑнчӗ, Телегина, лайӑхрах ҫыхса яма тесе, пӳрте илсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Санитара пустуй тытса ан тӑр, Ваньккана лайӑхрах пулӑштӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чугун ҫулран аяккарах та-ха Экеҫ, ку, тен, лайӑхрах та…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Утар хыпарӗсене, паллах, сиртен лайӑхрах пӗлет…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пире шанмасан, япалусене малтанлӑха илсе те ан пыр, хваттерӳнте те ан хӑвар, пытар лайӑхрах

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах юлташӗ лӗпӗр-лепӗр кӑна пулсан, пӗччен луччӑ лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Капла пушшех лайӑхрах пулма кирлӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лайӑхрах хӗҫпӑшалланмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑшпӗрисенчен, тен, лайӑхрах та…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Калюк эшкерӗпе явӑҫса каймашкӑн, ҫапла майпа ун ҫинчен мӗн кирлине пӗлмешкӗн Телегинран лайӑхрах пултаракан ҫын паллакансенчен урӑх ҫуккине те аван ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, лайӑхрах пуставран ҫӗленӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Телегина мӗншӗн илсе килнине тӗрмере ӗҫлекенсене калама чарнӑччӗ, лайӑхрах пӑхса усрама кӑна хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кайран лайӑхрах ҫипуҫ туянӑпӑр, — шантарчӗ Валет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑвашсем ӑҫта-ӑҫта пурӑннине пӗлӗп, пурӑнма лайӑхрах вырӑн тупӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Но… лерелле хӑш ҫулпа кайсан лайӑхрах — ӑна пӗлместӗп, — ӑнлантарчӗ стрелук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Командир, кунтан лайӑхрах самант урӑх тупӑнаяс ҫук, — Никифоров патне пырса, хӗрӳллӗн каларӗ ҫармӑс салтак.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех