Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эльгеев та малти ретри кантӑк патне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Илӗм-тилӗм вӑратмашкӑн мӗн амакӗ сиксе тухнӑ тата? — кӑмӑлсӑр пулчӗ старик, — Шӗнерпуҫӗнчи пӑлхав Кутемере куҫса килмерӗ пулӗ те, тур сыхлатӑрах! — сахсӑхса илчӗ ҫав хушӑрах.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шемшер куштанӗсем Шӗнерпуҫне куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав, кантур патӗнче пӑлхавҫӑсем кӗпӗрленнӗ, Шемшертен куҫса килнӗ: хӑшӗ сенӗкпе, хӑшӗ чукмарпа, — пӗлтерчӗ Андреев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн-мӗн сутмаҫҫӗ-ши унта: кив кирӗкпе пӗрлех хаклӑ йышши кӗрӗк-тумтир сӗнекенсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, пӑхӑр сӑмавар сутуҫисемпе юнашарах чугун-ҫатма хуҫисем те иртсе кайма памаҫҫӗ — япалисене сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Урасмет, хӗрсе кайнӑскер, мӑрса ҫумнерех куҫса ларчӗ, ӑна пӑшӑлтатса калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ, Хусанта икӗ хан арӑмӗ пулма ӗлкӗрнӗ хыҫҫӑн, Крым ханне качча тухрӗ, хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлӗпе, Латифпа, Бахчэ-Сарайне куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс мана ӑнланмарӑн пулас-ха, — ун ҫывӑхнелле куҫса ларчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваттисем каланӑ тӑрӑх, Сахвине хӑй чӑн-чӑн тухатмӑш пулнине ял кунта куҫса килнӗ ҫул кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купса майрипе калаҫса ларнӑ май вӑл ялан чӳречерен пӑхрӗ тата урайӗнче ярт тӑсӑлса выртакан хӗвел ури мӗнле куҫса пынине сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта куҫса килсен-ха, Урасмет ашшӗне кӳршӗ ялта лаша вӑрланӑшӑн ҫапса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа пӗрле мӑрса тарҫисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫынсем те куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрремӗш станцӑра урӑх урапа ҫине куҫса ларма пуҫланӑччӗ, пӑхатӑп, ҫул тӑрӑх темскер, хуп-хуран ҫутӑлса тӑраканскер, вӗҫтерсе килет.

На первой станции я хотел уже садиться на другую перекладную, как вдруг увидал, что по дороге катится что-то черное и блестящее.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Халь ӑна пулӑшма Буденнӑйпа Ворошиловӑн утлӑ ҫарӗсем куҫса ҫитнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа, Чӑваш театрӗ Шупашкара куҫса кайсан, вӑл Эльгеева клуб ҫумӗнче драма кружокӗ уҫма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Новониколаевска Хӗрлӗ Ҫар иртнӗ ҫулта декабрӗн 14-мӗшӗнчех йышӑннӑччӗ, анчах пирӗн часть Обь шывӗ пӑртан тасалмасӑр куҫса килмерӗ ку вырӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«…Кунта куҫса килнӗренпе ӗнтӗ икӗ уйӑх иртрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевӑн асӑнмалли татах та пулнӑ: Хурапхаран куҫса килнӗ ҫемьере ӑна авалхи чӑваш юррисем ятарласах юрласа пачӗҫ (вӗсене вӑл хут ҫине ҫырса илчӗ); асӑнмашкӑн ватӑ карчӑк кив тӗрӗллӗ сурпан пиллесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн аттесем кунта Хурапха ялӗнчен куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ивановкӑра тахҫан ӗлӗк, выҫлӑх ҫулсенче, куҫса килнӗ чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех