Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

генерал сăмах пирĕн базăра пур.
генерал (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак сӑмахсемпе вӑл генерал патне кӗрсе кайрӗ, эпир ӗнтӗ текех ун хыҫҫӑн каймӑпӑр.

И с этими словами он с Калугиным прошел к генералу, куда уже мы не последуем за ними.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Генерал кирлӗччӗ.

Генерала нужно.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Ну, господа, кӗҫӗр питӗ хӗрӳ пулать пулмалла, — терӗ Калугин, генерал патӗнчен тухнӑ май.

— Eh bien, messieurs, je crois que cela chauffera cette nuit, — сказал Калугин, выходя от генерала.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Эпӗ… мана кунта ячӗҫ… генерал патӗнчен… эпе ген… его превосходительство патне кӗме пултаратӑп-и? — шикленерех, ҫав хушӑрах пуҫ тайса ыйтрӗ вӑл.

— Я… мне приказано… я могу ли явиться к ген… к его превосходительству от генерала NN? — спросил он, робея и кланяясь.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Михайлов телейне, Калугин питӗ хаваслӑ, кӑмӑллӑ пулчӗ (унпа халь кӑна генерал самаях шанса калаҫнӑ-мӗн, тата Петербургран килнӗ Гальцин князь ун патне чарӑннӑ-мӗн) — штабс-капитан Михайлова ал тытма именсе тӑмарӗ вӑл, анчах Праскухин, бастионра чух Михайловпа час та часах тӗл пулаканскер, унӑн эрехне те пӗр хут кӑна мар ӗҫсе курнӑскер, преферансла вылянӑшӑн Михайлова 12 тенкӗ ҫурӑ тӳлеме тивӗҫ пулин те, ӑна ал тытма хӑяймарӗ.

К счастью Михайлова, Калугин был в прекрасном расположении духа (генерал только что поговорил с ним весьма доверенно, и князь Гальцин, приехав из Петербурга, остановился у него), он счел не унизительным подать руку штабс-капитану Михайлову, чего не решился, однако, сделать Праскухии, весьма часто встречавшийся на бастионе с Михайловым, неоднократно пивший его вино и водку и даже должный ему по преферансу 12 руб. с полтиной.

3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Кӑшт леререхре пысӑк площадь, унта темӗнле, ҫав тери пысӑк пӗренесем, тупӑ станокӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ, ҫавӑнтах, унта та кунта, салтаксем ҫывӑраҫҫӗ; лашасем тӑраҫҫӗ, лавсем, симӗспе сӑрланӑ орудисемпе ешчӗксем, салтак вӑййи вылямалли такансем; салтаксем, матроссем, офицерсем, хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем, купцасем иртсе ҫӳреҫҫӗ; утӑ, чӑпта, пичӗке тиенӗ лавсем ирте-ирте каяҫҫӗ; пӗр-пӗр ҫӗртен ут утланнӑ казак е офицер иртсе каять, трантас ҫине ларнӑ генерал кӗрлеттерсе иртет.

Немного далее большая площадь, на которой валяются какие-то огромные брусья, пушечные станки, спящие солдаты; стоят лошади, повозки, зеленые орудия и ящики, пехотные кузла; двигаются солдаты, матросы, офицеры, женщины, дети, купцы; ездят телеги с сеном, с кулями и с бочками; кой-где проедут казак и офицер верхом, генерал на дрожках.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Пирӗн генерал!

Она у нас генерал!

Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Генерал карнӑ ҫӑварӗпех хытса карӗ.

Генерал остался с раскрытым ртом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Эпӗр, господа, тухтӑра ӑнланайман, — пуҫларӗ генерал малалла.

— Итак, господа, — продолжал генерал, — мы не поняли доктора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал ура ҫине ҫӗкленчӗ те иккӗленми сасӑпа каларӗ:

Поднялся генерал и убедительным тоном сказал:

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал кӑмӑллӑн ал ҫупрӗ.

Генерал милостиво похлопал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал сӗтелӗ хушшинчен пӗр хура сюртуклӑ ҫын ура ҫине тӑчӗ.

За генеральским столом встала фигура в черном сюртуке.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Шав лӑплансан, генерал ларчӗ, ун вырӑнне унпа юнашар ларакан сухалне хыртарнӑ тулли офицер тӑчӗ.

Когда шум затих, генерал присел, а вместо него встал его сосед, полный бритый офицер.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал эрехне ӗҫсе ячӗ те бокалне ҫӗре ҫапса ҫӗмӗрчӗ.

Генерал выпил вино и разбил бокал о землю.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Господа! — генерал сулахай аллипе ҫӳлелле тӑсса кӑтартрӗ-Лере пирӗн хаклӑ, пуман асап тӳснӗ тӑван ҫӗршывӑн паттӑр салтакӗсем ҫапӑҫаҫҫӗ.

— Господа! — генерал указал левой рукою вверх, — там бьются беззаветные храбрые солдаты нашей дорогой, многострадальной родины.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал ӳсӗркелесе пырне тӑсрӗ те тост калама тытӑнчӗ.

Генерал откашлялся и начал говорить тост.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

«Генерал тӑчӗ» — пӑшӑлтатаҫҫӗ сӗтел хушшинчисем.

«Генерал встал» — шептали за столом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал питӗ ҫиллес пулмалла.

Генерал, кажется, очень сердитый.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Генерал штаб ҫывӑхӗнче тӑрать.

Генерал стоял неподалеку от штаба.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вилӗмӗсене кӗтсе черетри тӑраканнисем патне генерал вӑрӑм ҫӳҫлӗ дивизи пупне янӑ.

К очередным жертвам генерал выслал дивизионного священника.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех