Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӑстӑр! вӗҫсе килчӗ те хиртен вӗри ҫилӗ хӑва тӑрринчи куштарканӑ ҫулҫӑсене хускатса хӑварчӗ.

Налетевший с поля порыв горячего ветра прошелся по верхушкам деревьев, чуть тронул кустарник.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«…ва-а-ан!» — вӗҫсе килет каҫхи ҫилпе Ивук сасси.

«…ва-а-ан!» — слабо донес ночной ветерок голос Ивука.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаптак сӑмса, хӗсӗк куҫ, Сарӑ ҫӳҫпе сар сухал; Лаши вӗҫсе пырупа Пичӗ-куҫӗ пит усал.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Карчӑк вӗҫсе тухрӗ те Ҫӳҫрен яврӗ Нарспине.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Туйӑн хӑватне кӗтсе Пурте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, Килти пӗр чун хуйхине Пӗртте вӗсем сисмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Лаши сикрӗ, ыткӑнчӗ, Вӗҫсе кайрӗ килнелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хуралтисен тӑррине Чӑх-чӗп вӗҫсе ҫитме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чӗре пуянлӑхӗ — пахалӑх; Хӑех вӑл килмӗ-ха вӗҫсе.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ кӗшӗл-кӗшӗл — Чӗртеҫҫӗ ыйӑхлӑ уя.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Кур-ха эс ӑна, юри ҫынсен куҫӗ умӗнче вӗҫсе ҫӳрет, урӑх вырӑн тупайман тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла ҫывӑхӗнчех пӗр чӗкеҫ хӳрипе ҫапса хӑварас пек вӗҫсе иртрӗ, ҫӑвӑннӑ хушӑра уҫӑ кантӑк патне ҫерҫи ларса каччӑран йӗкӗлтенӗ евӗр нумайччен чевӗлтетрӗ, анчах, пӳртре кушак пуррине туйсан, вӑл та пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак кур, пурте куҫ умӗнче, хӑйсен йӑвине вӗҫсе килнӗ ӑмӑрт кайӑк чӗпписем пек лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, колхозниксене ӗҫе чӗннӗ пек, чарӑна-чарӑна темиҫе ӑстрӑм авӑтрӗ те каяллах хурӑнлӑха вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчен хӑпарса вӑрман кати тӗлне ҫитсенех, хурӑнлӑхран кӳлӗ хӗрринчи хыр ҫине хӑйӗн чӑпар ҫунаттисемпе ҫатӑлтаттарса куккук вӗҫсе пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пӗрре чӳрече патне вӗҫсе каять, тепре, хӑйӗн вилӗмне шыраса, каллех вут ҫине пырса ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ йӑвасӑр кайӑк пулӗ, пӑрчӑкан евӗр вӗҫсе кӑна ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла караппӑл сирӗн пӳрт тӗлне ӳлӗмрен те вӗҫсе килсех тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр, ҫунат сарнӑ кайӑк унталла-кунталла пӑхкалӗ те пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайӗ, хӳрине те курса юлаймӑн.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юмансарта пысӑк кӑна ҫурт лартатӑп, кайӑк вӗҫсе каҫайми хӳме тыттаратӑп.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӳлтен элекҫӗ чакак вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех