Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑшман сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑшман (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн чӗлхем — манӑн тӑшман!

Язык мой — враг мой!

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ Биче хӑйӗн чун-чӗре тӗнчин уҫӑмлӑ пахчинче хӑйне хирӗҫ кайманшӑн та савӑнатӑп, ҫавӑнпа та аса илӗвӗм мана чӑннипех те ҫӗклентерсе хӗпӗртеттерет, ҫакна вилӗм куҫӗ умӗнче хӑрушӑ чӑнлӑха уҫса кӑтартнӑ тӑшман хӑюлӑхӗ ҫӗклентерсе савӑнтарнипе танлаштарма юрать-тӗр.

И я был рад также, что Биче не поступилась ничем в ясном саду своего душевного мира, дав моему воспоминанию искреннее восхищение, какое можно сравнить с восхищением мужеством врага, сказавшего опасную правду перед лицом смерти.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тепӗр тесен — сирӗнтен килет: калаҫатӑр-и манпа е мана тӑшман вырӑнне хурса хаклатӑр-и?

Впрочем, от вас зависит — знаться со мной или смотреть как на врага.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анлӑш вара тӑшман сӗмӗллӗ.

Расстояние получает враждебный оттенок.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫӗрле тӑшман сыхласа тӑнинчен хӑрамалла, хушӑкра мар тӑк — унран тухнӑ тӗлте.

— Ночью следует опасаться засады — если не в проходе, то при выходе из него.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Башня карлӑкӗ тӑрӑх уҫалса ҫӳрекен Мюргит, вилӗмпе хӑратакан шырлаксенче кӗсменӗсене хуҫакан Бартон, тӑнлавӗ тӗлӗнчи револьверлӑ Фильс — ҫаксем пӗтӗмпех, ахӑртнех, хӑйсене хӑйсем (шухӑшламасӑрах) пурнӑҫ тӗлӗшпе сӳнсе пыракан кӑсӑклӑха тытса пырасшӑн е тытса пыраҫҫӗ; ун тӗлӗшпе сивӗнсе вӗсем ӑна, пурнӑҫа, тӑшман вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, анчах — яланах юнав-хӑрушлӑхра.

Мюргит, прогуливающийся по парапету башни; Бартон, ломающий весла в смертоносных порогах; Фильс с револьвером у виска — все это, по-видимому, бессознательно, поддерживало угасающее любопытство к жизни; охладев к ней, они могли принимать ее, как врага, только в постоянных угрозах.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ ҫӳлелле петӗм, тӑшман вара ҫирӗм утӑмран — айккинелле, лектереймерӗ.

Я стрелял вверх, а враг мимо в двадцати шагах.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫав вӑхӑтрах сӑмах-юмах ҫӳрет: Брена Хассавер вӑрманӗ патнелле сирсе ывӑтнӑ-мӗн, пӑрахса хӑварнӑ позицисене иккӗмӗш арми ярса илмесен Зурбагана тӑшман йышӑнасси хӑратать те теветкеллентерет.

Между тем ходили слухи, что Брен отброшен к лесам Хассавера, и Зурбагану, если вторая армия не овладеет вовремя покинутыми позициями, грозит опасность вторжения.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Ну, юрать, — Бекекопа темӗнле ыйту тӗлӗшпе килӗшнӗн сӑмахларӗ Горн, — эпӗ саншӑн тӑшман мар-ҫке.

— Ну, хорошо, — как бы соглашаясь в чем-то с Бекеко, продолжал Горн, — я ведь тебе не враг.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл пирӗншӗн тӑшман мар, тата ӑна сумлӑн кӗтсе илтӗмӗр.

Он нам не враг, и его приняли с почетом.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпӗ сирӗн тӑшман мар, — терӗ Гент, — эпӗ тата манӑн тарҫӑ Цаупере Танганайка патне ишетпӗр.

— Я вам не враг, — сказал Гент. — Я и мой слуга Цаупере плывем к Танганайке.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсем вӗтлӗх хушшипе хыпаланса куҫаҫҫӗ, акӑ тӑшман кӑвайчӗ патне ҫитме вунӑ-вун пилӗк утӑм кӑна юлчӗ.

Они торопливо начали пробираться сквозь кустарник, пока не подошли к огню врага на расстояние пятнадцати — десяти шагов.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Утрав ҫинчи кӑвайт вӗсене иккӗлентермест ахӑр: тӑшман юхан шыв варринчех ларать, ҫакна фейерверк татӑклӑн ҫирӗплетет — куҫа шартаракан, хӑрушӑ ҫак пулӑм этем хутшӑнмасӑр, хӑй тӗллӗн ҫӗкленсе тухаймастех.

Костер островка поддерживал в них уверенность, что враг сидит посреди ручья, а фейерверк окончательно убедил в этом; такое ослепительно страшное явление не могло возникнуть самостоятельно, без человеческого присутствия.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӑшман тепре тапӑнма хӑтланасси вара иккӗлентермест.

которые, несомненно, должны были явиться.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ӑна ҫавӑн пекех Цуапере урӑх пеменни савӑнтарать — эппин, юхан шывӑн тепӗр ҫыранӗнче тӑшман ҫук.

Его порадовало также, что Цаупере больше не стрелял — очевидно, с другой стороны ручья не было неприятеля.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сунарҫӑ негра авӑрланӑ пистолетсем тыттарчӗ, сулахай алӑпа та, сылтӑммипе те пӗр харӑс мӗнле пемеллине вӗрентрӗ; Гент халӗ тӗл персе лектересси пирки мар, еплерех кӗрӗслеттересси пирки уйланать; хӑй вара пӑшалне хурса икӗ аллине те револьвер тытрӗ, ҫав хушӑрах тӑшман ҫыран хӗрринче куҫнине сӑнать.

Охотник вручил негру заряженные пистолеты и научил, как стрелять левой и правой рукой одновременно; он заботился теперь не о верности прицела, а о внушительности залпа; сам же, положив ружье, взял каждой рукой по револьверу, продолжая следить за береговым движением неприятеля.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӑшман, ахӑртнех, утрава тапӑнса ярса илесшӗн.

Должно быть, враг собирался взять островок приступом.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент хӗвел тухиччен тӑшман пухӑннӑ тӗп вырӑнсенчен чылай мала хӑпса тухасса шанать, анчах ҫакӑ, ҫапах та, тӑшманла ҫынсемпе тӗл пулас теветкеллӗхе чакармасть.

Гент рассчитывал к восходу солнца быть далеко от центров, занятых неприятелем, что, однако, не уменьшало риска встречи с враждебным населением.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Арабсем сӑртсем ҫинче сапаланчӗҫ, тӑшман йышӑннӑ ялалла кӗрӗслеттереҫҫӗ.

Арабы рассыпались по холмам, стреляя в деревню, занятую неприятелем.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Килӗшсемӗр: пур ҫӗрте те тӑшман пытанса тӑракан ҫӗр-шывра малалла кайма мана хӑравҫӑлӑх мар, урӑххи хистет…

Согласитесь, что не трусость заставляет меня идти вперед по стране, занятой неприятелем.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех