Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паянхи сăмах пирĕн базăра пур.
Паянхи (тĕпĕ: паянхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи йышӑнӑва пӗр саншӑн ирттертӗм.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман пиччесем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ паянхи йышӑну ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паянхи куна 6946-шӗ тӗрӗслевре пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра тӗрӗсленнине нимӗн те ҫитмест // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11859-v- ... te-citmest

Лайӑх астӑвать-ха, паянхи пекех астӑвать Ятламас, пӗр вырӑспа, Кирша ятлӑскерпе, пӗрле Ахтупайпа Ятламас ҫӗнӗ мунча туса лартрӗҫ, Кирша вӗсене кӑмака купалама вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн пӑсма шутларӑн-ха эсӗ паянхи пухӑва?

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паянхи шкул ачисем хушшинче пурнӑҫри тӗрлӗ пӑтӑрмахра пулӑшу кӳме хатӗррисем чылай пулни савӑнтарать.

Радует, что есть много сегодняшних школьников, готовых прийти на помощь в различных жизненных ситуациях.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Сарайне, ав, пӗр виҫӗ ҫул каяллах витме тытӑннӑччӗ, анчах темшӗн паянхи куна та пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Паянхи кун та ларакан колхоз клубӗн сцени ҫине пӗр ҫирӗм ҫынтан тӑракан президиум хӑпарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Паянхи ял ҫыннисене нимӗнпе те тӗлӗнтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ҫапла, Гриша ун чухне Совет Ҫарӗнчен киле таврӑнасси темиҫе уйӑх ҫеҫ юлнине паянхи пекех ас тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Паянхи поварпа Римма Ивановнӑпа чӑваш ташшине ӑмӑртмаллах ислетрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Паянхи тӗлпулӑва та ҫак тӗллевпех - харпӑрлӑхҫӑсен шыравне мӗнле ирттермеллине вӗрентес, кӑтартас тесе - йӗркелерӗмӗр, - ӑнлантарнӑ Екатерина Карпеева район администрацийӗн тата поселенисен специалисчӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Паянхи куна, акӑ, Росреестрӑн Пӗрлӗхлӗ реестрӗнче хӑшпӗр объектсем ҫинчен информаци пур, харпӑрлӑхҫисем ҫинчен вара сведенисем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Ытти енӗпе те паянхи требованисене тивӗҫтерейместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Ҫакӑ - паянхи влаҫӑн тӗп нуши.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмӗн тӗллевне Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене паянхи пурнӑҫӑн мӗнпур стандарчӗпе тивӗҫтерессинче курать - «ҫав стандартсемпе кашниех усӑ курайтӑр, вӗсем паха пулччӑр, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерччӗр, ҫын ӑҫта - пысӑк хулара е пӗчӗк ялта - пурӑннине пӑхмасӑр пурнӑҫ процесӗсемпе килӗшсе тӑччӑр».

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Паянхи куна республика вӳрентӳллӗ экскурсисене явӑҫтарма 100 ытла объекта усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Вырӑнӗсем те илемлӗ, историйӗпе йӑли-йӗрки, культури те пуян, паянхи технологисемпе хӑватлӑ предприятисем те…

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Паянхи ӑру Тӑван ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫитӗнтӗр тесен ҫемьепе шкул тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленин пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Паянхи куна конкурсӑн муниципалитет тапхӑрне заявкӑна 54 муниципалитет районӗнчен 1120 ял панӑ.

На сегодняшний день в муниципальный период конкурса заявки подали 1120 сел из 54 муниципальных районов.

Пушкӑртстанра "Урӑ ял" конкурс стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2022 ... an-3054043

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех