Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
Кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн вара виҫӗ ҫул ӗҫлесе татсанах кунтан каяс текен шухӑш та пуҫра пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Тепӗр 20-22 кунтан ҫеҫ юмансем симӗсленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫанталӑкне кура, тепӗр икӗ эрнерен, е 17 — 18 кунтан, «асаплӑ» юмансем ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут ҫулҫӑ сарма мӗн чухлӗ ҫурхи вӑйне пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тепӗр 15-18 кунтан ҫав калчасем ҫӗнӗрен ҫулҫӑ кӑларасшӑн асапланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тимофей Михайловича пытарсан темиҫе кунтан милиционерсем тата следователь Кӗркури вӑрманалла персе янӑ пуртта шырама кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ҫав кунтан пуҫласа хамӑр бригадӑна илтӗм унӑн амӑшне.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Тепӗр вуникӗ кунтан сирӗн уяв — Вӑрман хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тепӗр вуникӗ кунтан вӑрманта ӗҫлекенсен кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тата икӗ кунтан эпӗ Шупашкара таврӑнтӑм, ҫав икӗ кун хушшинче хамшӑн акӑ мӗн паллӑ пулнине асӑрхарӑм: Хурамал хӑйӗн агитаторне юратать иккен, ӑна тӗкӗнекене, чӑнах та, каҫармасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Пӑрӑн-ха эсӗ кунтан, ачамккӑ, — терӗ Шӑнкӑрча манпа пӗрлех утӑ паракан Семен Петрович.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Марш кунтан! — кӑшкӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тата пӗр-икӗ кунтан икӗ общинӑри пур ялсенче те сӑмах ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗри тата пештӗр кантринчен ярса тытрӗ те, Микулана вырӑнтан туртса кӑларма шутласа: — Ну, Василь Ваныч, марш кунтан! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫлипе ашшӗ хушшинче харкашу пулса иртнӗ хыҫҫӑн икӗ кунтан, Михха килте ҫук вӑхӑтра, Лукарье хӑй патне Маврана чӗнтерчӗ те: — Мавра аппа, — терӗ, — Микула Анука качча илес хыпар пур.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хӑвӑртрах тухса тарас кунтан, унсӑрӑн ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ», — тесе шут турӗҫ, тет те, тухса шӑвӑнчӗҫ, тет, хӑйсен ҫӗршывне.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченсем хушшинче турра ӗненессине ҫирӗплетме тата пурнӑҫ хуҫисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентекен пупшӑн кунтан хӑрушши мӗн пултӑр ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунтан пӑхсан курӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунтан «Тиреклӗх» ҫаран ҫеҫ мар, ытти ялсен ҫаранӗсем те ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунтан та илтетӗп эпӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунтан ытла курмалли тупӑка выртмалли ҫеҫ, — терӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех