Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сире (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем сире аван вӗренет, теҫҫӗ.

Напротив, о вас сложилось мнение как об очень умном молодом человеке.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Мӗн кирлӗ сире манран?

Куҫарса пулӑш

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эсир хӑвӑра кирлӗ пек тыткаласан, сире те усал тумӗҫ.

Могу вас уверить, что с вами обойдутся без излишней строгости, если вы будете вести себя прилично и проявите должную рассудительность.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ун чухне пирӗн хушӑмӑрта пысӑках мар хирӗҫӳ тухса кайрӗ, анчах халӗ эпӗ сире ҫавна ҫийӗнчех калас тетӗп — манӑн пӗртен-пӗр кӑмӑл: сире ырӑ тӑвасси пулать.

Тогда между нами произошла маленькая неприятность, я думаю, она больше не повторится, во всяком случае, я начинаю наш разговор заявлением, что у меня теперь единственное желание — быть снисходительным.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ну, сире карцер кӑмӑла кайрӗ-и? чӑнах та вӑл хӑвӑр пичӳн хӑна пӳлӗмӗ пекех мар ӗнтӗ, анчах…

Ну, как вам понравился карцер? не правда ли, в нем нет такой роскоши, как в гостиной вашего брата?

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Юлашкинчен пурте кайма тытӑнсан, Болла синьора патне Мартини пычӗ те: — Эпӗ сире ӑсатӑп, Джемма, — терӗ.

Когда наконец все стали расходиться, Мартини подошел к синьоре Болле: — Я провожу вас, Джемма.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Тепринче, — терӗ Галли, — кам та пулсан сире Парижра ҫӳренӗ кивӗ элексем ҫинчен каласа парас пулсан, ӑна ман ятран: Дюпре экспедицийӗ пирки эсир нимӗн те пӗлместӗр, тесе калӑр.

— А еще вот что, — прибавил Галли, — когда кто-нибудь будет вам повторять выдохшиеся парижские сплетни, скажите ему от моего имени, что относительно экспедиции Дюпре он ошибается.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ҫакна шанӑр, — терӗ вӑл, — эпӗ ҫав териех юнӗҫен пулсан, эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм-и?

— Поверьте, — сказала она, — если бы я была настолько жестока, чтобы замышлять такие дела, то я и не стала бы открыто говорить о них.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Пирӗн ҫылӑхшӑн сире тӗрмере ларма сӗнместпӗр эпир.

— Мы не попросим вас сидеть в тюрьме за наши грехи.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ренци ӗҫӗ мӗнле пӗтни сире ҫавнашкал айван шухӑшсенчен сыватрӗ пулас, тесе шухӑшлаттӑм эпӗ.

— Казалось бы, исход дела Ренци должен был излечить всякого от таких мечтаний.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Юнланнӑ ҫанӑллӑ тумтирпе сире карап ҫине епле илсе кӗрес-ха?

Не брать же вас с окровавленным рукавом!

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ку сехете эпӗ сире карап ҫине лармасӑр памастӑп.

— Я отдам вам эти часы, когда мы будем на судне, не раньше.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Хамӑн мӗн пурринчен ытла пама пултараймастӑп эпӗ сире.

Не могу же я дать вам больше того, что у меня есть.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Сире ман тумтир кӑмӑла каять пулсан, хӑвӑр тумтирпе улӑштарма пултаратӑр.

Если вам приглянулось мое платье, можете поменяться со мной.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Акӑ мӗн кирлӗ иккен сире!

— Вот оно что!

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Мӗн кирлӗ сире?

Куҫарса пулӑш

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эпӗ сире укҫа тӳлӗп.

Я вам заплачу.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унтан ҫилленсе: — Мӗн кирлӗ сире манран? Мӗн эсир ман ҫула пӳлсе тӑратӑр? — терӗ.

А затем, переходя на скверный французский язык, сердито спросил: — Что вам от меня нужно? Чего вы стали поперек дороги?

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл хут татӑкӗ илчӗ те пуҫа чи малтан кӗнӗ шухӑшсене: Эпӗ сире турра шаннӑ пек шантӑм.

Он взял листок бумаги и написал первые слова, которые пришли ему в голову: Я верил в вас, как в Бога.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Джеймс тенкел ҫинчен тӑчӗ те арӑмне алӑран тытса: — Ну, Джули, ҫитӗ, аяла ан. Вӑхӑт нумай ӗнтӗ, манӑн Артурпа калаҫмаллисем пур. Эпир мӗн ҫинчен калаҫни сире интереслӗ мар, — терӗ.

Джемс встал и взял жену за руку: — Ну, Юлия, довольно. Идите вниз, уже поздно. А мне нужно переговорить с Артуром кое о каких делах.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех