Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакса (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑвару ҫине ҫӑраҫҫи ҫакса хумарӗҫ пуль вӗт? — ҫурӑмӗнчен чышрӗ ӑна Ли Цин-шань.

Замок тебе на рот повесили, что ли? — толкнул его в спину Ли Цин-шань.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Маньчжури хресченӗсем ҫав вӑхӑта «каймака ҫакса хумалли вӑхӑт» теҫҫӗ.

И, как говорят маньчжурские крестьяне, наступила пора «вешать мотыгу».

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Катмака ҫакса хуратӑп ҫеҫ, купалама пуҫлатӑп.

Мотыгу повешу, окучивать принимаюсь.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Винтовкине прикладпа ҫӳлелле ҫакса янӑ Чжао Юй-линь чи малтан ҫитрӗ.

Чжао Юй-линь, с винтовкой за плечами прикладом вверх, явился первым.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юнашар пӳлӗме кӗмелли алӑк ҫине ҫакса хунӑ чаршав силленсе илчӗ, ун хыҫӗнчен сӑрланса пӗтнӗ икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тухрӗҫ.

Полог над дверью, ведущей в соседнюю комнату, колыхнулся, и из-за него вышли две накрашенные молодые женщины.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унтан эпӗ лутра пукан евӗрлӗ япала турӑм, ун ҫумне пистонпа авӑрланӑ пӑшал ҫирӗплетсе лартрӑм, уҫса лартнӑ курокӗнчен ярапа ҫакса ятӑм.

Затем я сделал что-то вроде низкого стула, прикрепил к нему ружье, заряженное пистоном, и повесил кисть на взведенный курок.

Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑй ҫурӑмӗ урлӑ тӗрлӗ кайӑксем чиксе тултарнӑ ягдташ ҫакса янӑ.

С ружьем, с ягдташем, набитым птицами.

Ташлакан тӑрнасемпе ҫара уран ҫӳрекен чӑхӑ // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑма ҫинчи кашни алӑк тӑрринех эпӗ пӗрер пӗчӗк шӑнкӑрав ҫакса тухрӑм.

К верхней перекладине каждых ворот я привесил по колокольчику.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Тӑхтӑр-ха, кам ҫакса вӗлерӗ?

— Постойте, а кто будет вешать?

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫакса вӗлермелли приговора пӗр сӑмахсӑрах йышӑнчӗҫ.

Приговор был принят единогласно: смертная казнь через повешение.

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫакса вӗлерес!

Повесить!

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫакса вӗлерес!

Повесить!

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Ҫук, ҫакса вӗлерсен лайӑхрах.

— Нет, лучше повесить!

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӗсен ачисен мӑйне пурҫӑн ҫиппе хаклӑ йышши чулсем, шӑрҫасем ҫакса янӑ, ку — вӗсен ачисене инкек-мӗн пуласран е чирлесрен сыхланине пӗлтерет.

Они повесили на шею детям бирюзовые бусинки на шелковом шнурочке: это их забота о том, чтобы ребенок не заболел, чтобы с ним не случилось беды.

Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку хутра вӑл хулпуҫҫийӗ урлӑ хӑрӑк вут-шанкӑ мар, пӗр пысӑк михӗ ҫӗрулми ҫакса янӑ.

В этот раз с мешком картофеля.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем патӗнчен палламан гуцул иртсе пырать, хӑй ҫурӑм хыҫне пӗр ҫӗклем вутӑ ҫакса янӑ.

Проходит мимо незнакомый гуцул с вязанкой хвороста.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Лешка ҫийӗнче тӗлӗнмелле «чаплӑ» обмундированиччӗ: тем пысӑкӑш улӑм шӗлепке, шӗлепки ҫине автан тӗкне тирсе янӑ, хӑй йӗри-тавра урлӑ та пирлӗ чӗн пиҫиххисемпе туртса ҫыхӑннӑ, сумкӑсем, планшеткӑсем, фляжкӑсем, бинокльсем ҫакса янӑ, сылтӑм аяккинче тем пысӑкӑш сабля ҫакӑнса тӑрать.

На Лешке замечательное обмундирование — огромная соломенная шляпа с петушиным пером, весь он оплетён ремнями, увешан сумками, планшетками, фляжками, биноклями, на боку — сабля диковинной величины.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак кунтан пуҫласа полицейскисем кашни ирхине стена ҫумне «концлагере» куҫарнӑ ҫамрӑк гвардеецсен списокне ҫакса хуратчӗҫ.

И с этого дня каждое утро полицейские вывешивали на стене списки молодогвардейцев, переведённых в «концлагерь».

Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Акӑ Ваня Туркенич хӑй ытти ачасемпе пӗрле икӗ полицейские ҫырмана епле илӗртсе кӗртни ҫинчен, вара унта вӗсене мӗнле ҫакса вӗлерни ҫинчен каласа парать.

К примеру, Ваня Туркенич рассказал, как он вместе с другими ребятами заманил двух полицейских в овраг и там их повесил.

Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Нимӗҫсем партизансене те, вӗсене пулӑшакансене те ҫакса вӗлерессине пӗлсе тӑрсах-и?

— Зная, что фашисты вешают партизан?

Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех