Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшласа (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав купа ҫине лартӑм, мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ ҫӑмарта ватнӑшӑн тесе шухӑшласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тата кил хуҫи кашни япаланах, вак-тӗвек таранах, тӗплӗн шухӑшласа тунине палӑртрӑм хам валли.

И еще я отметила для себя, что хозяин тщательно обдумывает каждую вещь, каждую мелочь.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

- Пирӗн те виҫҫӗмӗшӗ пирки шухӑшласа пӑхмалла мар-и? - персе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

- Ну, маттур та пирӗн республика Пуҫлӑхӗ, - тӗплӗн шухӑшласа, ӑнсӑртран ӑссӑр сӑмах персе ярасран хӑраса малалла тӑсрӑм калаҫӑва.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Ун пек чухне шухӑшласа тӑма вӑхӑт ҫук.

В такие мгновения не время раздумывать.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр самантра ҫаксене курса, ҫапла шухӑшласа илме ӗлкӗрчӗ Григорьев.

В одно мгновение Григорьев успел обдумать эти мысли, увидев все это.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Акӑ шухӑшласа пӑхмалли тепӗр факт.

А вот еще факт, над которым можно задуматься.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мана кивҫен, ҫӗн тырӑччен, авӑн ҫапса пӗтернӗ-пӗтермен кисе памалла, е ӗҫ хушсан ӗҫлесе татмалла, — терӗ те Михапар хӑйне ырӑ мар туйса кӳ! хӗрелчӗ: Ярмулла нихҫан та ҫынна тара тытса ӗҫлеттермен — хӑйсем ултӑ ҫурла, тырӑ вырасси пирки калас тӑк; ҫапла шухӑшласа илчӗ те Михапар вӑтанса малалла вӗтӗртеттерсе каласа карӗ.

Мне бы взаймы, до нового урожая… Как только обмолотим… — путанно начал Михабар, — или я отработаю, какую хошь работу исполню… — От смущения Михабар покраснел: он знал, что Ярмулла никогда не пользовался чужим трудом — их самих шесть серпов, если речь пойдет о жатве; но его уже было не удержать, и он затараторил дальше:

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Улах чух шухӑшласа пӑхма.

Давай подумаем, пока мы с тобой только вдвоем.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйӗн шухӑшне те шухӑшласа вӗҫне ҫитереймен-ха Михапар.

Михабар так и недодумал до конца, что же ему делать, как быть.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шухӑшласа ҫеҫ ҫылӑха кӗнишӗн никама та касамата хупмаҫҫӗ.

а за вольные мысли пока еще, слава пюлеху, в каземат не сажают.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай ҫакӑнта «атя манпа пӗрле!» теес пулсан Укка, тен, хальхинче ним шухӑшласа та тӑмӗччӗ.

Если бы Мигулай еще раз сказал «идем со мной», она не раздумывала бы ни секунды.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Савтепипе кантур хушшинче нимле ҫыхӑну-туртӑм та пулмалла мар-ҫке, — шухӑшласа тӑчӗ арӑмӗпе упӑшки калаҫӑвӗн вӗҫне илтсе юлнӑ Янтул.

«Между Савдеби и конторой вроде не должно быть никакой связи, — сосредоточенно рассуждал меж тем Яндул.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫав самантра Михапар вулӑс пуҫлӑхӗн майрине ӑҫта та пулин тӗл пулса ҫӑраҫҫи ҫинчен мӗнле ыйтса пӗлесси пирки шухӑшласа ларчӗ.

(Михабар надеялся встретиться с женой головы и через нее узнать про ключ),

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Чӑнах ара, — тесе шухӑшласа тӑчӗ ҫав хушӑра Янтул.

«И правда, — мысленно согласился с кабатчиком Яндул.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эп кӑшкӑрмарӑм-ҫке ӑна?» — пуҫӗ сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек тӑнк-тӑнк-тӑнк тапнине туйса шухӑшласа ларчӗ Янтул.

«Так это я, выходит, и кричал?» — сообразил Яндул, а в голове стучало так, что казалось, стук этот слышат все.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кӗҫат, — тет Миклай шухӑшласа.

— Валенки, — говорит Миклай подумав.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Е палламан вӗсем, е айӑпӑм Чикмере пысӑках пулман», — тесе шухӑшласа ларчӗ Янтул.

«Или они меня не узнали, или вина за мной там, в Козьмодемьянске, небольшая», — раздумывал Яндул.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Санӑн пуп мар, полицейски пулмалла-мӗн», — тесе шухӑшласа пычӗ Янтул.

«Тебе не попом, а полицейским служить надобно», — язвительно подумал Яндул, шагая по улице.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗнле вӑл — виҫ тӗрлӗ чӳрече? — ыйтрӗ Тӗмеркке ҫав хушӑра Янтул сӑмахӗн пӗлтерӗшӗ пирки шухӑшласа.

— Как это с тремя разными оконцами? — Тимеркке недоуменно взглянул на Яндула, — разве такие бывают?

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех