Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗре (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле, Урасмет, ҫынсем сан вар-хырӑмунта икӗ пуҫлӑ ҫӗлен пур тесе хӑратаҫҫӗ, — йӑпшӑннӑ пек ун ҫумне ҫӑмӑллӑн пырса ларчӗ мӑрса арӑмӗ, — ҫапах та ҫав путсӗрсен мӑшкӑлӗ пуличчен хӗре санах парас пуль…

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗре туртса илни нимех те марччӗ-ха, лашана вӑрласа кайрӗҫ манӑнне.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай та парӑнмасть, кӑшӑлласа каснӑ сарӑ ҫӳҫне лӑстӑр! силлесе илет те: Ҫакӑ ялти сар хӗре Куҫӑм хывни сакӑр ҫул, Каять тесен чунӑм ҫук, Парса илме мулӑм ҫук! — тесе хурать.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗмӗрхи йӑлана пӑхӑнса ирттерес пулсан тем тесен те туя килте мар, тӑвансем патӗнче е ют ялта тумаллаччӗ, ҫураҫнӑ хӗре йышӑнма картишӗнче шыльӑк хатӗрлемеллеччӗ, хӗрӗн хӑйӗн хунямӑшне, пулас упӑшкине, тӑванӗсене кӗпе тӑхӑнтартмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр-пӗр инке-арӑм ӑна шӳт туса кӗлетре Эрнепи вырӑнне темле хитре хӗре е туй арӑмне кӑтартнӑ пулас, Карамыш ӑна мухтама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Патиреке хӑй юратакан хӗре илсе парас пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурӗпӗр юрататӑп эп ҫав хӗре, — калавне вӗҫлене май Ваня вулама тапратрӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑт эсӗ, Павлуш, эпӗ хӗре ҫав териех ҫухалса кайса юратнӑшӑн ӳпкелетӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каярахпа Ваня пӗр хӗре ҫав тери юратни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав териех юратса пӑрахрӗ-ши вара ӑнсӑртран тӗл пулнӑ хӗре?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Епле хӑйса илсе кайрӗ вӑл хӗре манпа калаҫса тӑнӑ ҫӗртенех?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫумри хӗре куҫ умӗнчех илсе кайнӑшӑн Павлуш кӳренчӗ: вӑл Евӑпа хӑй ташласшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир виҫсӗмӗр те пӗр ялсемех, — пуҫне тайрӗ Тимуш, хӗре ал пама хӑяймасӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тӑватӑ ҫул кая ҫав хӗре ҫӑва тулӗнче пытарнӑ — ав, ҫав хӗрлӗ тӑпраллӑ сӑртра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗтмен ҫӗртен хӑюсӑр хӗре вӑтантарни кӑна пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр енчен шухӑшласан, хӑйӗн савнин майрине те курас килнӗ пулӗ Тоньӑн: юратсах илнӗ-ши Миша ҫав хӗре, мӗнпе вӑл ун пуҫне ҫавӑрнӑ?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Павӑл ятлӑскер, пӗр чӑваш ачи, савнӑ пулать пӗр хӗре, анчах качча илмен, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лисук, ачасен вырӑнне пуҫтарса хур, тархасшӑн, пӗрер кӗтесе, — хушрӗ Марине кинемей хӑй патне праҫник кунӗ ячӗпе килнӗ хӗре.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пек лайӑх хитре хӗре Мӗнле каччӑ юратмӗ? — сасартӑк, вӑрман витӗр тухнӑ чух, Нарспин икӗ хура шӑрҫа пек куҫӗ умма курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сирӗн ывӑлӑр — пуҫтахскер — ман хӗре ҫылӑха кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех