Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупса (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Манӑн айӑплине тупса курасчӗ, Ухтиван, ҫавӑркаласа пӑхасчӗ ӑна.

— Эх, увидеть бы мне виповного-то да разглядеть его, Ухтиван!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кантӑк татӑкӗ урӑххине тупса парӑп, Мултиер пичче.

— Да найду я тебе стекло, дядя Мульдиер, успокойся!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те пӗр-пӗр майра тупса янӑ ӗнтӗ хулара вӗреннӗ хушӑра, кулатник, пӗрмай Шупашкара килессипе йӳтетет.

Это он затянул его в Чебоксары, колодник эдакнй! То ли майру себе завел, пока там учился, то ли еще что.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ох, ӗҫ тупса патӑр эсир мана, граф.

— Ох и задали же вы мне работку, граф!

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрлапа пӗтӗм ял Пӗҫҫисене шарт ҫапать: Нарспи виллине тупса Нимӗн тума аптӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пулать вӑл хӗсӗк кун, ҫапах та Йӳнеҫтерсе, унтан-кунтан Тупса, вӑл ҫынсене ыр тунӑ — Ҫынран тарса вӑл пытанман.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Камран ыйтас, кам уҫҫӑн калӗ, Кам пӗлӗ йӑхӑн кӗл-тӑмне, Мӗнле асра тупса пахалӗ Ял-йышӗ унӑн тытӑмне?

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Машина йӗппи тупса пар, — асли кӗҫӗннине хушнӑ пек каларӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йӗп пур, ӑна хӗрарӑмсем наччас тупса парӗҫ, — терӗ вӑл кӳршӗ мӗншӗн килнине пӗлсенех.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл юланут чарӑннӑ ҫӗре инженер патне кайма ҫӗкленет — кам вӑл, мӗн тупса вӗҫтерсе килчӗ хир урлӑ?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пуртӑ тытманни нумай пулатчӗ-ха, тавах ырӑ ҫынсене ӗҫ тупса панӑшӑн, — терӗ Кӑтра Михала, хыр пӗрени ҫине утланса ларса.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав мӗнле йӗрке тунӑ вӗсем иккӗшӗ кунта — пӗри укҫа паракан ҫыннине тупса парать, тепри взяткине илет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кирлӗ учрежденине шыраса тупса, вӑл запаслӑ пайсем валеҫекен начальник патне приема кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе кун каялла Левентей ӑна запаслӑ пай тупса килме хушса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана ҫав Маринене тупса паратӑп-ха, тет.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем, кам малтан тупса калассине кӗтнӗ пек, пӗр-пӗрин куҫӗсенчен пӑхкаласа илчӗҫ, анчах никам та ним те ченмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн каласси пур, тупса пачӗ пире ӗҫ Олимпиада Осиповна! — вӑрҫнӑ евӗр каларӗ Марине, Ятман патне пырса.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫлӗ-ӗҫлӗ те, кутӑнланмалли тепӗр сӑлтав тупса, тепре трактор патне кайса выртӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа комсомолецсем урлӑ председательсене ҫурт тупса парать, вӗсене унта илсе кайса кӑтартать, вара лешсем ним калама аптранипе ал сулаҫҫӗ те Левентей пекех бригадирсене чӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑҫтан тупса килнӗ эсӗ ӑна?— тӗпчеҫҫӗ колхозниксем.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех