Шырав
Шырав ĕçĕ:
Конвоир пӗр самантлӑха иккӗленсе тӑчӗ, анчах вилӗ ачана ҫӗклесе пыма ҫав тери йӗрӗнчӗклӗ пулнипе, ответне хӑй ҫине илсех, ӑна амӑшне пама шут турӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Халь ӗнтӗ унӑн ӳт-пӗвӗ ача ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ пирки ҫеҫ мар ыратрӗ, — халь, ӑна салтаксем ҫӗрле ҫул тӑрӑх хӑваланӑ чух, прикладсемпе ҫапни те, штыкпа чикнисем те, сивӗпе, шыв ӗҫес килнипе, выҫӑ пулнипе асапланнисем те пӗтӗмпех сисӗнчӗҫ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн ӳссе мӑкӑрӑлса кайнӑ хырӑмӗ ҫине, вӑл йывӑр ҫын пулнипе хуллен утни ҫине кураймасӑр, йӗрӗнсе пӑхӗҫ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах та пире фюрер приказӗ ӑшӑтать, эпир хамӑра унӑн аслӑ планне пурнӑҫа кӗртме тӳр килнипе, Германин чапӗшӗн тӑма тивӗҫ пулнипе мӑнкӑмӑлланатпӑр».
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫак тӗлпулусенче, сентябрь уйӑхӗн пӗр вуннӑмӗш числисенче, Ҫурҫӗрте акӑлчансем пулнипе усӑ курса, Мускавра Совет влаҫне хирӗҫ восстани пуҫласа ярас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тен, вӑрман, пӗлӗт, кӗтӳсем пулнипе?
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Авдотьйӑн пысӑк куҫлӑ, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫхаршиллӗ, куҫсем тавра кӑшт палӑракан пӗркеленчӗклӗ, хӗвелпе пиҫнӗ сӑн-пичӗ ытла савӑнӑҫлӑ пулнипе вӑл хӑй те пӗр тумлам юлмиччен йӗри-тавралӑхра ирӗлсе кайнӑ пек туйӑнать.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Колхозра пурте аван пырать: ыраша пӗтӗмпех капана хывнӑ, тулла паян вырса пӗтереҫҫӗ, сӗлӗсем лараҫҫӗ-ха, вӗсем ытла йывӑр та паха пулнипе куҫа вӗҫертмесӗр пӑхас килет!
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Икӗ ҫул каярах кая юлса пыракан колхозӑн паллама ӗлкӗреймен председателӗ хӑй патне епле пуҫтахла пырса кӗнине тепӗр хут аса илчӗ вӑл, унӑн нумай йӑнӑшлӑ, анчах тӗллевлӗ пулнипе ӑна ирӗксӗрех ӗненмелле тӑвакан икӗ ҫул хушшинчи вӑхӑта аса илчӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Карчӑка вӗсем ялта тӗрлӗ дипломатиллӗ калаҫу ирттерме маҫтӑр пулнипе хӑйсемпе пӗрле илсе килнине анланчӗ Василий, анчах вӑл ытла калаҫма юратни халӗ хӑйсене те кӑмӑла каймарӗ, карчӑк, йӑлтах урӑхла, хӑйӗн искусствине кӑтартма тӳрӗ килнишӗн савӑнчӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗн пулнипе витӗнсе юлнишӗн мухтиччен, эсӗ мана ятла, анчах хальхишӗн…Ты лучше меня выругай, да за нынешнее, чем нахваливать за то, что быльем поросло…
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑйӗн ӑс-пуҫӗнче ҫавӑн чухлӗ сӑмах тата пӗлӳ пулнипе пӗр минут каярах Степанида хӑй те туйса илме пултарайман.Минуту назад Степанида и сама не подозревала о наличии у себя в памяти таких слов и сведений.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халӗ Петр арӑмне мӗнле каласан тӗрӗс пулассине пӗлчӗ те малалла та ҫаплах калаҫма, хӑй ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе Ефросиньйӑна халӗ е каярахпа та пулин алла илме шутларӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Е ӗҫме, е хӗрарӑмсемпе айкашма пуҫлатӑп, е кичем пулнипе тухса таратӑп.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн кӑтартӑвӗсем ытла тарӑн шухӑшлӑ та ӗҫлӗ пулнипе, Прохарченко та Рубанов та, Валентина та час-часах ҫапла каланӑ: «Витя тӑвать», «Витя йӗркелет».
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Юсав летучкине МТС-ра шӳтлесе «васкавлӑ пулӑшу» тенӗ, вырӑнтан вырӑна тухса ҫӳрекен аслӑ мастера, Валентина алли ҫӑмӑл пулнипе, «Склифосовский профессор» теме пуҫланӑ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кусем ӗнтӗ, хӑйсен тӗсне кура, хӑш трактор ӑҫтине, мӗн ӗҫленине, техникӑна пӑхма е авари пулнипе чарӑннине пӗрре пӑхсах пӗлтерекен паллӑсем.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эсир аслӑ механик чирленипе, приемщик, ҫамрӑк тракторист, опытсӑр пулнипе усӑ курса, ӑна трактора тӗрӗслемесӗрех, ҫӳресе пӑхмасӑрах, тыттарнӑ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пулас ӗҫӗн пӗтӗм йывӑрлӑхӗсене курчӗ вӑл, анчах ӑна иккӗленсе тӑни мар, ҫак йывӑрлӑхсене хирӗҫ каясшӑн пулнипе тӳссе тӑрайманни, вӗсене, мӗнле пулсан та, тӳссе ирттерсе, Василий Бортников мӗн тума пултарассине тепӗр хут кӑтартса парас килни унӑн чун-чӗрине ыраттарчӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн алли ҫӑмӑл пулнипе ӗнтӗ эмтээсовецсене районта «металлургсем» тесе шӳтлесе чӗнме пуҫланӑ.С его легкой руки и распространилось в районе шутливое прозвище эмтээсовцев — «металлурги».