Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачи (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл вӑхӑтра унӑн ачи вӑраннӑ та диван ҫинчен ӳке панӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сана ман ак мӗн калас килет, чӑваш ачи, — терӗ вӑл юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӑрмас ачи тесе ахаль каламан-мӗн сана, — кулчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кураймасӑрах юлчӗ ашшӗне ачи те…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсенчен иккӗшӗ Акчура ялӗнчи комсомолецсем, тепри — Чӗнертен, виҫҫӗмӗшӗ — Кӗперьян юлташӗ Микула — пус-кил ачи.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ы-ых, киремет ачи! — тепре ҫапма тӑчӗ Шӑрт Каверли.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасартӑк пурте Кӗпӗрьянпа пускил ачи Микула кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эс пӗлместӗн-ха, ачи вӑл ҫав тери ӑслӑскер, ун пек маттур йӗкӗтсем Казан ханлӑхӗнче ытларах ҫитӗнччӗр…

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урампа килнӗ чух пӗр ачи пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ку вӑл ман хӗр ача, Тукай мӑрса хӗр ачи!

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чиперччӗ хӗр ачи, ашшӗ-амӑшӗ те качча ялан ырӑ сунса йышӑнатчӗҫ, анчах те хӗр ачана ют ялтан ҫураҫасса пӗлсе, те пӗлмесӗрех ҫуркунне ӑна хӑйсен ялӗнчи пӗр каччӑ вӑрласа кайнӑ та арӑм тума ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пултарать Пинеҫ ачи, мӗн чухлӗ кайӑк тытнӑ терӗм…

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл мӑрса арӑмӗ пулнӑ Ухтепие кӑмӑллать, каҫсерен ун патне улаха чупкалать, теприсем тата ун савнине, кӳршӗ ял хӗрне, пӗр тутар иҫникӗ пусмӑрласа ача тутарнӑ та, хӗр ачи ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая хӑйне ку кӗвӗ ирхине ирех уҫланкӑна тухнӑ кӗтӳ ачи пӗтӗм чунтан савӑнса шӑхлич каланине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халех качча каять пуль, Кайсан ача тӑвать пуль, Ачи мӑрса пулать пуль, Ӳссен хӑйне хӗнет пуль…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нургали ҫулпа Ахтупайран нумай аслӑ мар пулсан та авланма ӗлкӗрнӗ иккен, унӑн ялта ҫамрӑк арӑмӗпе икӗ ҫулхи ывӑл ачи пур.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арӑмӗпе упӑшки хӑйсен вун ултта кайнӑ хӗр ачи пирки нумайччен пӑшӑлтатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Туй пирки сӑмах хускатрӗ, — хӗр ачи ҫывӑракан пӳлӗм еннелле кӑтартса пӑшӑлтатрӗ Чураппа.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗмӗш арӑма — Чураппана яла илсе таврӑнсан Тукайӑн малтанхи арӑмӗ Ухтепи, упӑшки килнӗ ҫӗре чӗчӗ ачи ӗмӗртме пуҫланӑскер, кайри пӳрте пурӑнма куҫрӗ, тепрер уйӑхран ун валли ял вӗҫӗнче пӗчӗкрех кӑна ҫурт туса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ун ҫине сиксе ӳкме хатӗрленсе чышкисене чӑмӑртарӗ, лешӗн ҫумне тепӗр тутар ачи пырса тӑнине асӑрхасан ҫеҫ лач! сурса айккинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех