Шырав
Шырав ĕçĕ:
Палюк мучи уншӑн Твиккана хӗнет пуль тесе хӑранӑччӗ эпӗ, ҫук, тивмерӗ, мӗншӗн тесен хӑй айӑплӑ-ҫке-ха, Твиккана юри вӑрҫтарса тарӑхтарчӗ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Пурӑнӑҫ тени халь уншӑн ниҫта та мар — утарта.
Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.
Уншӑн шӑнкӑрч хӑй те савӑнать, эп вара… пушшех!
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Юрать-ҫке, уншӑн пирӗн патра та япӑх мар.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
— Эс ҫӗр каҫиччен тепре чух таҫта ҫӳретен те, уншӑн эп айӑплӑ-и?
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Колхоз председательне те, мана та кӳрентересси уншӑн пулсан нимӗн те мар…
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
— Ҫутӑ ҫук пулсан, заведующи айӑплӑ уншӑн.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ҫухалнӑ мӑн кӑмӑллӑх каллех тупӑнчӗ: халь уншӑн фермӑра ӗҫлекенсене хӑр-хар кӑшкӑрасси нимӗн те мар, ятлама та чӗлхи ҫыхланмасть.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Колхозри зоотехниксем уншӑн нимӗн те марччӗ, председательсене те самаях тыткалатчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ҫапла, курнӑ, анчах каччӑ ун чухне уншӑн никам та марччӗ-ха.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Шӑрчӑксем уншӑн савӑннӑ пулас, каҫса кайсах юрлаҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Миҫе каччӑ чӗри ҫунман пулӗ уншӑн?
Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.
Уншӑн пӗтӗм вӑхӑтӑм каять.
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Унӑн сӗнӗвне йышӑнман пулин те, ан тив, ҫынсем пӗлччӗр, хӑйшӗн мар, колхозшӑн ҫуннӑ-ҫке-ха, уншӑн ӗҫленӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Хуралҫӑ-мӗн ыйтать — уншӑн пурте пур.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Тепӗр чух алӑк уҫса тухать, тепӗр чух тата хушӑк та тупӑнать уншӑн.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
«…Петӗр пирӗнпе кӳршӗллӗ пулнӑран, уншӑн эс вӗчӗрхӗннӗрен аттене кил-ҫурта урӑх вырӑна куҫарма хушрӑм.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Хуть кирек кам турт, уншӑн чару ҫук.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Пирус уншӑн кунӗ-мӗн, ӳсӗрттерет, тет.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Эс ҫав ҫынсене ху патӑнта усрама килӗшни — питӗ аван вал, сана эпир уншӑн пӗтӗм колхоз ячӗпе тем пекех тав тӑвӑпӑр!
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.