Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах ҫӗре ӳкӗттӗм, унӑн ури йӗрне чуптӑвӑттӑм.

Упала б наземь, следы б его целовала…

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вараланса пӗтнӗ Петро ӑна антралӑхран тытса тӑрать, Христоня, лашан ҫӗре тӗкӗнмесӗр ҫӗкленсе тӑракан урине хыпашласа, пылчӑк ҫийӗн чӗркуҫҫи тӑррин упаленет.

Измазанный Петро держал его под уздцы, Христоня ползал в грязи на коленях, ощупывая безжизненную поднятую ногу.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, шуралса кайса, кӑкӑрӗнчи сӗлӗхӗсене турта-турта кӑларчӗ те, ҫӗре ывӑтса, урипеле лапчӑтма тытӑнчӗ.

Степан, бледнея, рвал с груди пиявок, давил их ногою.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ пулас та, ҫавӑн пекех вӑраххӑн, утӑмне кӑшт та хӑвӑртлатмасӑр, клеще евӗрлӗрех урисемпе ҫӗре хыпашласа малалла утаҫҫӗ, хӳрисене выляткаласа пыраҫҫӗ.

Быки, видно понимая это, не прибавляли шагу, так же медленно, ощупью переставляли клешнятые ноги, мотали хвостами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ, кинемей, пур ҫӗре те пуҫна чикесшӗн! — кӳренчӗ Митька.

— Ты, тетенька, кажной дыре гвоздь! — обиделся Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Валеҫнӗ ҫӗре Пантелей Прокофьевич кайрӗ.

На дележ ходил Пантелей Прокофьевич.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуратнӑ ҫӗре кӗме кирлӗ марри ҫинчен ӳсӗр Степана асӑрхаттарма чупса тухнӑ эпи-карчӑкӗ Аксинья амӑшӗ нимӗн хускалмасӑр урисене тӑсса выртнине курнӑ.

Повитуха, выбежавшая из куреня предупредить пьяного Степана, чтобы не ходил к родильнице, увидела лежащую с поджатыми ногами Аксиньину свекровь.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Левадӑсем хыҫӗнче пӗлӗте типӗ ҫиҫӗм ҫунтарать, хутран-ситрен ҫӗре аслати сасси кисрентерет.

За левадами палила небо сухая молния, давил землю редкими раскатами гром.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька сарӑмсӑр хӗрелсе кайрӗ, хӗрӗ, ӑшшӑн кулкаласа тата ҫӗре тӑкӑнса кайнӑ ҫӗр ҫырли ҫеҫкипе вылякаласа: — Епле, Митька, хӗрсем сире юратаҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Митька внезапно покраснел, а она, играя улыбкой и веточкой осыпавшейся на пол тепличной клубники, спрашивала: — Что же, Митя, девушки вас любят?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ, сӑмсипеле ҫӗре шӑйӑрттарса, шыв ҫине анса ларчӗ, ҫыран хӗрринчен уйрӑлчӗ.

Баркас, черканув кормою землю, осел в воду, оторвался от берега.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӳртне ҫӗнӗрен витнӗ, хӑй ҫурт вырӑнӗ ҫумне ҫур теҫеттин пушӑ выртакан ҫӗре касса илнӗ, ҫӗн сарайсем ҫавӑрнӑ тата тимӗр витсе кӗлет лартнӑ.

Заново покрыл дом, прирезал к усадьбе с полдесятины гулевой земли, выстроил новые сараи и амбар под жестью.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах, апла пулин те, урисемпе ҫӗре хытӑ тӗренсе, вӑл ӑна вилтӑпри ҫинчен тӗртсе антарчӗ.

Вот, однако ж, упершись крепко ногами в землю, пихнул он его с могилы.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хайхи тухатнӑ вырӑн патӗнчен иртнӗ чух вӑл шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каламасӑр чӑтаймарӗ: «ылханлӑ вырӑн» виҫӗмкун хӑй ташлайми пулнӑ ҫӗре ҫитрӗ те, хытӑ тарӑхнипе, саступпа яра пачӗ.

Стал проходить мимо того заколдованного места, не вытерпел, чтобы не проворчать сквозь зубы: «Проклятое место!» — взошел на середину, где не вытанцывалось позавчера, и ударил в сердцах заступом.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ха, явӑл вырӑнӗ! усал тухатнӑ! сӑмсине килсе чикет вӗт-ха ҫакӑн пек ҫӗре ирод, этем йӑхӗн тӑшманӗ!»

«Вишь, дьявольское место! вишь, сатанинское наваждение! впутается же ирод, враг рода человеческого!»

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тепӗр чух тата вӑл ӗлӗкрен палланӑ ҫыннисене тӗл пулать, — асаттене ӗнтӗ кашни паллать; хӑвӑрах чухласа илме пултаратӑр, ватӑ ҫынсем пӗр ҫӗре пухӑнса ларсан мӗн пулнине: ҫапла та ҫапла, ҫавӑн чух апла та капла пулнӑ…

Иной раз, бывало, случится встреча с старыми знакомыми, — деда всякий уже знал, — можете посудить сами, что бывает, когда соберется старье: тара, тара, тогда-то да тогда-то, такое-то да такое-то было…

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗр вӑхӑтрах вӑл вӑрҫнӑ, катан пир пӗветнӗ, кухньӑна чупкаланӑ, квас тунӑ, пылпа варени пӗҫернӗ тата кунӗпех картишӗнче хӗвӗшсе ирттернӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗрнӗ.

Почти в одно время она бранилась, красила пряжу, бегала на кухню, делала квас, варила медовое варенье и хлопотала весь день и везде поспевала.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ларнӑ хушӑра вӑл тӗпсӗр шырланра вилесем вилене кышланине курать, туять вӑл, ҫӗр айӗнче выртакан виле ӳснӗҫем ӳссех пырать йывӑр асапра хӑйӗн шӑммисене кӑшлать, пӗтӗм ҫӗре хӑрушла чӗтретет…»

И видит, как в бездонном провале грызут мертвецы мертвеца, и чует, как лежащий под землею мертвец растет, гложет в страшных муках свои кости и страшно трясет всю землю…»

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ҫав ҫыннӑн тискер ӗҫӗсем тулса тӑкӑнас сехет ҫитсен, ҫав тарӑн шырланран чи ҫӳлӗ ту ҫине хӑпарт эс мана, турӑҫӑм, ут утланса хӑпармалла ту, вара вӑл ман патӑма пытӑр, эп ӑна ҫав ту ҫинчен чи тарӑн шырлана пӑрахӑп, вилесем вара, пурте, унӑн аслашшӗсемпе вӗсен ашшӗсем, виличчен кирек ӑҫта пурӑннӑ пулсан та, ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пӗр ҫӗре пухӑнччӑр, вӑл кӳнӗ асапсемшӗн кӑшлаччӑр ӑна, ӗмӗр-ӗмӗр кӑшлаччӑр, савӑнам эп вӑл асапланнине курса!

И когда придет час меры в злодействах тому человеку, подыми меня, боже, из того провала на коне на самую высокую гору, и пусть придет он ко мне, и брошу я его с той горы в самый глубокий провал, и все мертвецы, его деды и прадеды, где бы ни жили при жизни, чтобы все потянулись от разных сторон земли грызть его за те муки, что он наносил им, и вечно бы его грызли, и повеселился бы я, глядя на его муки!

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Таса йӑхсӑр, ӑратсӑр этем вӑл ҫӗре пӑрахнӑ хыҫҫӑн ахаль сая кайнӑ тырӑ пӗрчипе пӗрех.

А человек без честного рода и потомства, что хлебное семя, кинутое в землю и пропавшее даром в земле.

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ун ӑшчикӗ ҫунать, хыпсах ҫунать: хӑйӗн учӗпе пӗтӗм тӗнчене таптаса тухӑччӗ вӑл, Галичран пуҫласа Киев таран пӗтӗм ҫӗре ҫынӗ-мӗнӗпех тытса илӗччӗ те Хура тинӗсе путарӗччӗ.

Его жгло, пекло, ему хотелось бы весь свет вытоптать конем своим, взять всю землю от Киева до Галича с людьми, со всем и затопить ее в Черном море.

XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех